Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Талантлӑ чӑваш ҫыравҫи Альбьерт Айзман ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑранпа паян 9 кун ҫитрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Валерий Алексин 01.10.2021 10:05 | 2516 хут пӑхнӑ
Персона
Альберт Айзман
Альберт Айзман

9 кун каялла, авӑнӑн 22-мӗшӗнче, вырӑсла ҫыракан чӑваш ҫыравҫи Альберт Николаевич Айзман вилсе кайнӑ.

А.Н. Айзман 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Алькеш ялӗнче Николай Айзман драматург ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, тайгара вӑрман каснӑ, Совет Ҫарӗнче авиатор пулса хӗсметре тӑнӑ, Шупашкарти ҫар оркестрӗнче музыкант пулнӑ, чылай хушӑ тӗрлӗ заводсемпе фабрикӑсенче слесарь, мастер, рабочи пулса ӗҫленӗ. Ун пӗрремӗш калавӗ 1970 ҫулта «Молодой коммунист» хаҫатра пичетленнӗ. Тата темиҫе ҫултан «Дружба» альманахра «Чёрная звезда» приключениллӗ повеҫӗ тухнӑ. Унӑн «Перламутровые волны» (2014), «И все вернется на круги своя» (2016), «Прощальный поход» (2018), «Двое из богемы» (2021) калавсемпе повӗҫсен пуххисем вулакансем патне ҫитнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшне автор хӑй укҫи-тенкипе пичетлесе каларнӑ, "Прощальный поход" вара Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Хайлавӗсенче ҫыравҫӑ вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тапхӑртан пуҫласа 1980-мӗш ҫулсемчченхи Шупашкар пурнӑҫне витӗмлӗн уҫса панӑ, ҫын чун-чӗри мӗнле сӑлтавсене пула улшӑнса пынине сӑнланӑ. «Написать комедию…» биографилле романра Н. Айзман драматург пурнӑҫӗн паллӑ тапхӑрӗсене, пултарулӑх ӗҫӗн йывӑрлӑхсене кӑтартса пама пултарнӑ.

Сӑмах май, хӑйӗн чи вӑйлӑ калавӗсенчен пӗрне — «Это было на Резинке» — Айзман хӑех чӑвашла куҫарнӑ, вӑл «Тӑван Атӑл» журналӑн 1992 ҫулхи 3-мӗш №-че «Костя, Катя тата Валька Ивашов» ятпа пичетленнӗ.

Ҫыравҫӑна Явӑш ҫӑвинче пытарнӑ.

#ҫухатусем, #Алькеш, #Шупашкар районӗ, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем