Персона
![]() Чӗмпӗрти Акатуйра Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче чӑвашсен Акатуйне ҫӗртмен 11-мӗшӗнче ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, уява унти «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) культурӑпа кану паркне пухӑннӑ. Акатуя чӗмпӗрсем Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӑваш Енрен, Сарӑту тата Самар облаҫӗсенчен пырасса шанаҫҫӗ, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата чӑваш парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов та ҫитессе кӗтеҫҫӗ тенӗччӗ. Республикӑн спикерӗ кайнипе кайманнине пӗлместпӗр те, анчах конгресс ертӳҫи Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем патӗнче пулнӑ. Унсӑр пуҫне Акатуя РФ Патшалӑх Думин экономика политики, инноваци аталанӑвӗ тата усламҫӑлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Николаев ҫитнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем. Апла пулин те унти чӑвашсем кӑна мар, Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Морозов та хӑнасене кӑмӑллӑн кӗтсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енре пирӗн республикӑмӑрӑн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ, унтан Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗнче тӑрӑшнӑ, халӗ Раҫҫейӗн Федераци Пухӑвӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ. Тӑван тӑрӑхне килнӗ май Н. Федоров сенатор Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине ҫитнӗ. Унти тӗлпулура ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ ҫын тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ял хуҫалӑхӗнчи техника паркне ҫӗнетнинчен тытӑнса хуласен историлле пайне сыхласа хӑварасси таранах асӑнса хӑварнӑ. РФ Федераци Канашӗн вице-спикерӗ вӗренӳри ҫивӗч ыйтусем пирки те сӑмах пуҫарнӑ. Ял хуҫалӑх академийӗнчи тӗлпулӑва Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Виктор Ковалёв Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министр ҫумне Виктор Ковалёва лартнӑ. Кун пек йышӑнӑва паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Виктор Ковалёв 1972 ҫулта ҫурални паллӑ. 2002 ҫулта вӑл Мускаври потребкооперацин университетне вӗренсе пӗтернӗ, унта «Юриспруденци» специальноҫа алла илнӗ. Ҫарта икӗ хутчен пулнӑ-мӗн — хӗсметре пурӗ 6 ҫул тӑнӑ. Министр ҫумне ҫитнӗ ҫын ӗҫ биографине Етӗрнери МСОри автослесарьтен пуҫланӑ. Пушар хуралӗнче тӑрӑшнӑ, райпора буфетчикра тимленӗ, Етӗрнери психиатри пульницинче санитарта вӑй хунӑ. 1999 ҫулта вӑл Етӗрнери ӗҫлӗх службинче аслӑ инспекторта тӑрӑшма тытӑннӑ. 2011 ҫулта Виктор Ковалева центрӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннӑ, тепӗр ҫулхине тилхепенех тыттарнӑ. Аса илтеретпӗр, ЧР ӗҫлев тата социаллӑ хӳтӗлев министрӗн унчченхи пӗрремӗш ҫумне Сергей Викторова пуш уйӑхӗнче арестленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Игорь Калиниченкӑпа Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкар хулине ертсе пыма шаннӑ Игорь Калиниченко унти тӳре-шараран хӑшӗ-пӗринпе сывпуллашасшӑн курӑнать. Ҫак шухӑша вӑл республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа паян тӗл пулнӑ чухне палӑртнӑ. «Шанӑҫа тӳрре кӑлармалла, тухӑҫлӑ ӗҫлемелле, тивӗҫлӗ кӑтартусемпе палӑрмалла», — тенӗ Михаил Игнатьев. Элтепер Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич ҫӗнӗ ертӳҫӗне хулара пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеме вӑй-хал суннӑ, халӑхпа тӑтӑшах тӗл пулмаллине, хумхантаракан ыйтусене вӑхӑтра татса памаллине каланӑ. «Ҫакӑн пек ӗҫлесе пырсан тин йӑнӑшсем тӑвассинчен хӑтӑлма пулать», — тенӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Калиниченко ҫивӗч ыйтусене татса парассипе яваплӑха туйса ӗҫлеме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Михаил Резниковпа Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян темиҫе хушӑва алӑ пуснӑ. Вӗнсенчен пӗринпе, 68-мӗш номерлипе Владимир Доброхотова транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗнчен хӑтарнӑ. Сӑлтавне ӑнлантарман. Анчах кун пирки Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарланинче Михаил Игнатьева экс-министра ҫӗнӗ ӗҫре ӑнӑҫу суннине каланӑ. Транспорт тата ҫул-йӗр министрне вара Михаил Резникова лартнӑ. Вӑл паянччен Чӑваш Ен правительствинчен премьер-министрӑн ҫумӗ шутланӑччӗ. Министр пуканне шанасси пирки калакан хушура ӑна унчченхи должноҫрен хӑтарассине палӑртнине шута илсен вӑл вице-премьер пулма пӑрахассине пӗлтернине ӑнланма йывӑр мар. Министр пӳлӗмне Михаил Резникова паянах куҫса ларнӑ, асӑннӑ ведомство структуринче те унӑн хушамачӗ тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Анатолий Мясников «Рябинка» ача пахчине ҫӳрекенсемпе Сӗнтӗрвӑрринчи «Рябинка» ача пахчине ҫӳрекенсем ӗнер район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Анатолий Мясниковпа тӗл пулнӑ. Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе ӗнер хулара тӗрлӗ мероприяти иртнӗ. «Цветики – семицветики» ача-пӑча пӗрлешӗвӗн районти фестивальне те унтах кӗртмелле. Унта хутшӑннӑ «Рябинка» ача пахчине ҫӳрекенсем ыттисемпе пӗрле хулан тӗп урамӗпе колоннӑпа утса иртнӗ. Уяв тӗлне урама ялавсемпе тата шарсемпе капӑрлатнӑ. Пӗчӗкскерсене хула ҫыннисем саламланӑ. Хитре ҫипуҫ тӑхӑннӑскерсем чӑваш ташшине ташласа кӑтартнӑ. Унтан вӗсем Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑх курса ҫӳренӗ. Ҫула май тенӗ пек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников патне кӗрсе курнӑ. Ачасене Анатолий Аркадьевич кӑмӑлтан йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ку коррупципе ҫыхӑннине те хыпарланӑччӗ. Леонид Волкова ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Хальлӗхе ҫакӑ паллӑ: Леонид Волков хысна укҫине, 2 миллион тенкӗ таран, кӗсйине чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халӗ ун вырӑнне ку тивӗҫе Валерий Шакин пурнӑҫлать. Леонид Волков 1975 ҫулта Вӑрнар районӗнче ҫуралнӑ. 2012 ҫулта ӑна Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫуменчи тулли праваллӑ элчин тивӗҫне шаннӑ. 2015 ҫулта ӑна ку должноҫе тепӗр хут лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкарти аэропорт Шупашкарти аэропорт «МАЧ» тулли мар яваплӑ обществӑн аллине куҫнӑ. Обществӑн бенефициарӗ, хрантсус чӗлхинчен куҫарса чӑвашлатсан, харпӑрлӑхҫи, — Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗн Ильяс Калмыковӑн ҫемйи. Ильяс Калмыков «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин умсуйлавне хутшӑнчӗ. Унта вӑл РФ Патшалӑх Думине суйланас шухӑшлӑ кандидатсен шучӗпе тухнӑччӗ. Шупашкарти аэропортӑн управляющи компанийӗ ылмашнине ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнчех пӗлтернӗ иккен. Ун чухне аэропорт хӑйӗн 70 ҫулхине уявланӑ. Аэровокзала «Международный аэропорт Чебоксары» (чӑв. Шупашкар пӗтӗм тӗнчери аэропорт) тулли мар яваплӑ общество тытса тӑрӗ. Инвесторӗ — «Аэрофьюэлс» компани (ертӳҫи Руслан Минаев). Маларах асӑннӑ «МАЧ» учредителӗсем «Аэрофьюэлс Групп» (51%) тата «Аэротехнологии» (49%) обществӑсем иккен. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат «Контур-Фокус» тытӑм пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. «Аэротехнологии» обществӑн учредителӗ — «Базис» общество. Юлашкинчен асӑнни Зухра Расыховна Калмыковӑн шутланать. Вӑл вара, маларах асӑннӑ хаҫат илтнӗ тӑрӑх, — Ильяс Калмыковӑн амӑшӗ. «Базис» пуҫлӑхӗ — Алексей Львов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине вӑхӑтлӑха ӗҫрен хӑтарнӑ. Леонид Волков элчӗ коррупципе ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн, ҫавна май ун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнине республика Элтеперӗ Михаил Игнатьевах пӗлтернӗ. Элчелӗхӗн ертӳҫин ӗҫне хакланӑ вӑхӑтра ӑна должноҫрен сирнӗ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнче ҫырнинче Леонид Волкова мӗне кура ӗҫрен сирнине саккунсем ҫине таянсах ӑнлантарнӑ. Вӑхӑтлӑх хӑтарасси пирки хушӑвах кӑларнӑ. Леонид Волков вырӑнне элчӗ тивӗҫне хайхин ҫумӗ (ӑна темиҫе кун каялла кӑна, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫак пукана шанса панӑ) Валерий Шакин пурнӑҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Трибуна умӗнчи — Рамиль Рафиков. Ҫӗрпӳ районӗнчи прокуратурӑна Казахстанӑн тӗп хулинче, Алма-Атара, ҫуралнӑ 41 ҫулти Рамиль Рафикова лартнӑ. Юстицин советникӗ прокурор пулассишӗнех инҫет ҫӗртен куҫса килмен — вӑл унчченех Чӑваш Енре ӗҫленӗ. Рамиль Тафикович вӗренме те пирӗн республикӑн тӗп хулинче ӑс пухнӑ: 1998–2003 ҫулсенче вӑл Шупашкарти коопераци институтӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Унтан диплом илсе тухнӑ ҫулхинех ӑна юпа уйӑхӗнче республикӑн прокуратура органӗсенчен пӗрне, Шупашкарти Калинин районӗн прокуратурине прокурорӑн пулӑшаканӗ пулма илнӗ. Кайран вӑл тӗп хуламӑрти Ленин районӗнчи прокурора пулӑшма тытӑннӑ, унтан тата — Калинин районӗнчине. 2007 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӑна Шупашкарти Мускав район прокурорӗн ҫумӗн должноҫне шаннӑ. Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче Ҫӗрпӳ район прокурорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |