Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Эльмен сӑнӳкерчӗкӗ чӗрмеленсе пӗтнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.07.2020 21:34 | 1441 хут пӑхнӑ
Персона

Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ кун, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӑва ҫинче пулнине аса илсе Фейсбукра ҫырнӑ.

«Темшӗн чун туртрӗ», — тенӗ вӑл. Журналист тата публицист республика аталанӑвӗнче йӗр хӑварнӑ ҫынсен вил тӑприсем ҫинче пулнӑ. Даниил Эльмен патне те ҫитнӗ.

Даниил Эльмен Хусанта национальноҫсен ӗҫӗсен Халӑх комиссариачӗн чӑвашсен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче тата «Канаш» хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗ. Юлташӗсемпе пӗрле вӑл Чӑваш ӗҫ коммунине тӑвассишӗн тӑрӑшнӑ. Каярах Чӑваш автономи облаҫӗн ревкомӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.

Лидия Филиппова журналиста Эльмен сӑнӳкерчӗкӗ чӗрмеленсе пӗтни тӗлӗнтернӗ. Паянхи-ӗнерхи чӗрӗк мар тесе пӗтӗмлетнӗ вӑл. Тата журналист Республика кунӗнче Эльмен вил тӑпри ҫине никам та чечек хуманнинчен тӗлӗннӗ.

#Шупашкар, #автономи, #ят-сум, #культура, #астӑвӑм

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 5800.9.5314
2020.07.24 22:56
Agabazar
Ку вăл чăн вилтăпри е кенотаф текенни çеç?
Чухлакан // 3000.76.3861
2020.07.26 11:31
Ку – кенотаф. Эльмене Яков Ухсай ячĕллĕ кермен умĕнчи масара пытарнă пулнă... Советсен çурчĕпе ун таврашĕнчи çуртсем Эльмень шăмми-шакки çинче лараççĕ темелле...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем