Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Олимп чемпионӗ Владимир Воронков пурнӑҫран уйрӑлнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 26.09.2018 12:37 | 2252 хут пӑхнӑ
Персона

Владимир Воронков – Чӑваш Енре йӗлтӗрпе чупас енӗпе Олимп вӑййисен пӗртен-пӗр чемпионӗ. Кӑҫал вӑл 75 ҫул тултарнӑ. Шел те, ӗнер унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Владимир Петрович Мускав ҫывӑхӗнчи Одинцово хулинче пурӑннӑ. Ҫапах вӑл Чӑваш Ен пирки манман, килсех ҫӳренӗ. 2014 ҫулта Сочири ҫулӑма илсе килме, «Олимпийский» стадионра ҫулӑма чӗртме шӑпах ӑна шаннӑччӗ.

Владимир Воронков Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗнче ҫуралнӑ, Канашри ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Вӑл тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнса пӗрре мар ҫитӗнӳ тунӑ. 1972 ҫулта Юрий Скобовпа, Федор Симашовпа, Вячеслав Веденинпа пӗрле Олимп чемпионӗн ятне тивӗҫнӗ.

Канашра ун ячӗпе йӗлтӗрпе ярӑнас енӗпе пӗрре мар ӑмӑрту ирттернӗ. Спорт шкулне те унӑн ятне панӑ.

#Олимп вӑййисем, #Комсомольски районӗ, #Тукай, #спортсменсем, #Канаш

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 7477.1.0775
2018.09.26 14:20
Тăпри çăмăл пултăр. Владимир Воронков - чăваш ятне çĕкленнĕ Олимп чемпионĕ.
Agabazar // 3795.47.8644
2018.09.26 23:07
Agabazar
Каçал тăрăхĕнче Чăваш Тукайĕ тата Тутар Тукайĕ пур. Воронков — Чăваш Тукайĕнчен.

Питĕ пысăк çухату.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем