Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Васнар

Персона

Красноармейски районӗнчи Васнар ялӗнче пурӑнакан Валентина Новоселова ҫуралнӑ кунне 104-мӗш хутчен уявланӑ. Ватӑскер пӗр ӗмӗр урлӑ каҫнӑ пулин те халӗ те алӗҫӗпе аппаланать, вулать, кукӑль пӗҫерет, хуҫалӑхра кӑштӑртатать.

Валентин Новоселова кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче 104 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама тӳре-шара килнӗ. Пухӑннӑ хӑнасене вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ.

Валентина Егоровна – районти пӗрремӗш телефонистка. Вӑл лайӑх ҫырма-вулама пӗлнӗ, мӗншӗн тесен 8 класс пӗтернӗ. Ентешӗсем телеграмма яма килнӗ, Валентина Новоселова вӗсене тӗрӗс ҫырма вӗрентнӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл колхоза ӗҫлеме куҫнӑ. Ун чухне укҫа пулман, йӑлтах фронта ӑсатнӑ. Колхозра ӗҫлесен вара пурӑнмалӑх тырӑ панӑ.

1996 ҫулта Валентина Егоровна каллех телефонистка ӗҫӗ патне таврӑннӑ. Ун чухне ӑна декрета кайнӑ ҫынна улӑштарма ыйтнӑ.

Вӑл упӑшкипе 5 ача ҫуратса ӳстернӗ, халӗ унӑн 11 мӑнук, вӗсен 14 ачи.

 

Персона Валентина Новоселова
Валентина Новоселова

Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи Васнар ялӗнче пурӑнакан Валентина Новоселова 100 ҫул тултарнӑ. Пӗр ӗмӗрӗ хӑварнӑ кинемей халӗ те аптӑрамасть-ха. Ватӑскер сӑвӑсем пӑхмасӑр калать, юрӑсем юрлать, купӑс калать.

Валентина Егоровна кӗскех мар ӗмӗрӗнче темӗн те курнӑ. Вӑл выҫлӑха та чӑтса ирттернӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи нушана та курнӑ. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра вӑй хунӑ. Упӑшкипе 5 ача пӑхса ӳстернӗ.

Халӗ Валентина Егоровнӑн 11 мӑнук, мӑнукӗсен 14 ачи, кӗҫех вӗсен тепӗр ачи ҫут тӗнчене килмелле.

Валентина Новоселова яланах ӗҫленӗ, пенси укҫи ҫинчен нихӑҫан та шухӑшламан. Халӗ вӑл алӗҫӗпе аппаланать, ҫӗр ӗҫне питӗ юратать. Ватӑскер пахчара тӑрмашма кӑмӑллать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/75339
 

Васнарти (Красноармейский районӗ) Уй урамне ҫул кӗртеҫҫех. Кун пирки район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков хӑйӗн хуравӗнче пӗлтернӗ.

Маларах эпир ҫырнӑ тӑрӑх Васнар халӑхӗ Уй урамне ҫул сарса пама ыйтнӑ. 1995–2001 ҫулсенче унта ҫурт лартма лаптӑксем уйӑрса панӑ пулнӑ, анчах та хальхи вӑхӑтччен те вӗсен ҫул ҫук. Уйрӑмах техника кӗрейменни питӗ пӑшӑрхантарать — ни пушар машини ҫитеймест, ни васкавлӑ пулӑшу. Ҫӑмӑл машинпа кӗресси те чӑн-чӑн нуша халӑхшӑн.

Андрей Шестаков хуравӗпе килӗшӳллӗн ҫак ҫула Красноармейски районӗнче 2020 ҫулччен тума палӑртнӑ ҫулсен йышне кӗртнӗ иккен. Хальхи вӑхӑтра ҫул ӑҫтан иртессипе тата ун валли уйӑрма юрӑхлӑ ҫӗр лаптӑкне тӗпчеҫҫӗ имӗш.

Ҫулсӑр нушаланакан ялсен шучӗ республикӑра тата миҫе-ши?

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i941.html
 

Красноармейски районӗнчи Васнар ҫыннисем яла ҫул сарса пама ыйтнӑ — ҫакӑн пек хута вӗсем Андрей Шестаков район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ячӗпе янӑ.

Ял халӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх 1995–2001 ҫулсенче Полевая (Уй урамӗ) урамра ҫурт лартма лаптӑксем уйӑрса панӑ пулать, анчах та хальхи вӑхӑтччен те ҫул ҫук имӗш. Ҫуран утса тухма пулать — ку йывӑрлӑх мар вӗсемшӗн, анчах та техника кӗрейменни питӗ пӑшӑрхантарать — ни пушар машини ҫитеймест, ни васкавлӑ пулӑшу. Ҫӑмӑл машинпа кӗресси вара чӑн-чӑн нуша халӑхшӑн.

Тӗрӗссипе ялӗ Красноармейскинчен инҫе те мар ӗнтӗ — вӗсем хушши 3 ҫухрӑм кӑна... Ҫулне туса парӗҫ-ши?

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i868.html
 

Красноармейски. 2006, 09, 29.
Красноармейски. 2006, 09, 29.

«Трак Ен» сайтра (вӑл Красноармейски районӗн официаллӑ сайчӗн чӑвашла варианчӗ шутланать) нумай пулмасть ҫакӑн пек ыйту кӑларчӗҫ: Трак ялӗн чӑн-чӑн ятне каялла тавӑрмалла-и?

 

Хальхи ята 1940 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗнче панӑ. Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗн Президиумӗ Трак районне Красноармейски ятпа ылмаштарма Хушу йышӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн Малти Трак ял ятне Красноармейски (Хӗрлӗ Ҫар) ҫӗнӗ ят панӑ. Кунсӑр пуҫне Вӑта Трак ялне Липовка (Ҫӑкалӑх), Кайри Трак ялне Васнар теме йышӑннӑ.

 

Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, ял ячӗ «трактир» (эрех-сӑра ӗҫмелли хупах) сӑмахпа ҫыхӑннӑ теҫҫӗ. Ку версие нимӗнле чӑнлавпа та ҫирӗплетме ҫук. Ку шухӑша Красноармейски ят памашкӑн коммунистсен идеологӗсем шутласа кӑларни паллӑ. Теприсем ку ял Трак ятлӑ ҫын ҫемйинчен пуҫланса кайнӑ имӗш (кун пек халап чӑн та пур). Виҫҫӗмӗшсем каланӑ тӑрӑх, трак тени ӗҫсе-супса ҫапкаланса ҫӳрекен ҫынна пӗлтерет тени те пур. Юлашки верси те коммунистсен идеологине ҫирӗплетме кӑна кирлӗ пулнӑ пек туйӑнать.

Малалла...

 

Малтанах конференцие пухӑннисем ял тӑрӑхӗнчи ал ӑстисемпе районти ача-пӑча тӗслӗх вулавӑшӗнчи кружоксене ҫӳрекенсен ӗҫӗсен тата районти тӗл библиотека ӗҫченӗсем юбилейсен ячӗпе йӗркеленӗ кӗнекесен выставкисемпе, ҫавӑн пекех вырӑнти юрӑҫсен, ку шутра ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче вӑй хуракансен тата ветерансен хорӗн (ертӳҫи — ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ А. Алексеев) пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ. Унтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В. Шестаков пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗл пирки туса панӑ отчета тимлӗн тӑнларӗҫ. Ҫулталӑк тӑршшӗпе алӑ усса ларманран Владимир Константиновичӑн та каламалли темӗн чухлех тупӑнчӗ. Вӑл хӑйсен ӗҫне пур енлӗн сӑнласа пама ҫине тӑнине ун сӑмахӗнчи аяларах илсе кӑтартакан хӑш-пӗр цифрӑсемпе фактсем урлӑ вулакан патне ҫитерес тетӗп.

Ял тӑрӑхӗнчи пӗчӗк 79 предприятире 1060 ҫын ӗҫлет. Пӗлтӗр ҫеҫ райцентрта «Людмила», «Мастер» лавккасем уҫӑлнӑ. «Ҫамрӑк ҫемьесен чи лайӑх хушма хуҫалӑхӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Ҫӗньял Упири Марк Аттай урамӗнче ҫӗнӗ ҫӑл тунӑ. Красноармейскинчи Ленин урамӗнчи газонсем ҫинче чечексем ҫитӗнтернӗ (2010 ҫула районта Чечексен ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ май, пархатарлӑ ку ӗҫе кӑҫал татах та анлӑраххӑн сарасшӑн).

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын