Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Красноармейскин малтанхи ятне тавӑрмалла-ши?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.08.2010 11:39 | 1927 хут пӑхнӑ
Красноармейски. 2006, 09, 29.
Красноармейски. 2006, 09, 29.

«Трак Ен» сайтра (вӑл Красноармейски районӗн официаллӑ сайчӗн чӑвашла варианчӗ шутланать) нумай пулмасть ҫакӑн пек ыйту кӑларчӗҫ: Трак ялӗн чӑн-чӑн ятне каялла тавӑрмалла-и?

 

Хальхи ята 1940 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗнче панӑ. Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗн Президиумӗ Трак районне Красноармейски ятпа ылмаштарма Хушу йышӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн Малти Трак ял ятне Красноармейски (Хӗрлӗ Ҫар) ҫӗнӗ ят панӑ. Кунсӑр пуҫне Вӑта Трак ялне Липовка (Ҫӑкалӑх), Кайри Трак ялне Васнар теме йышӑннӑ.

 

Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, ял ячӗ «трактир» (эрех-сӑра ӗҫмелли хупах) сӑмахпа ҫыхӑннӑ теҫҫӗ. Ку версие нимӗнле чӑнлавпа та ҫирӗплетме ҫук. Ку шухӑша Красноармейски ят памашкӑн коммунистсен идеологӗсем шутласа кӑларни паллӑ. Теприсем ку ял Трак ятлӑ ҫын ҫемйинчен пуҫланса кайнӑ имӗш (кун пек халап чӑн та пур). Виҫҫӗмӗшсем каланӑ тӑрӑх, трак тени ӗҫсе-супса ҫапкаланса ҫӳрекен ҫынна пӗлтерет тени те пур. Юлашки верси те коммунистсен идеологине ҫирӗплетме кӑна кирлӗ пулнӑ пек туйӑнать. Юхма Мишши, тата ытти хӑш-пӗр тӗпчевҫӗ Трак ята «Тракия» текен вырӑнпа ҫыхӑнтараҫҫӗ, ҫав ят чӑваш тӗнчине Аттил вӑхӑтӗнчех кӗнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Паллах, ҫак версисенчен чи шанчӑкли — ял ячӗ Трак ятлӑ ҫын ятӗнчен пулса кайни.

 

Эсир мӗн шутлатӑр? Красноармейски ячӗн малтанхи ятне тавӑрмалла-и?

#Красноармейски районӗ, #Красноармейски, #Васнар, #Ҫӑкалӑх

 

Комментари:

Микула // 2415.46.1983
2010.08.07 16:10
Ха!Эп çак таранченех Трак пысăк çулпа çыхăннă тесе шутланăччĕ.
Материал из Википедии — свободной энциклопедии

Тракт (лат. большая дорога) — большая наезженная дорога, большак.
2010.08.07 16:20
Аçтахар Плотников
«Тракт» сăмахпа çыхăннă пулсан «Тракт» пулатчĕ. Çапах та:
1. чăваш ял ячĕсене ытларах чухне çын ячĕпе панă (е вал никĕслевçи, е çак яла тытса тăракан турхан, мăрса пулнă)
2. чăваш ял ячĕсен тĕммисене (ушкăнĕсене) уйăрма пулать. Кăна тури районсенче лайăх курма пулать. Тĕслĕхрен, хам ял тавралăхне илсе кăтартам: пирĕн ялсене малтан Шăхча ятпа çыхăнтарнă пулас — Лапсар Шăхча, Çатра Шăхча, Вăрманкас Шăхча, Çĕньял Шăхча, Уйкас Шăхча, т.ыт.те. Халĕ вăл ялсем: Лапсар, Çатракасси, (Варманкасĕ Хĕрлĕ Çырпа пĕрлешнĕ), Çеньял, Уйкасси. Ку ялсем тепĕр майлă каласан — тăванла ялсем. Вăта, Кайри тата Малти Тракĕ те пĕр тĕпри ялсем пулмалла. Вĕсенчен пĕри — тĕп ялĕ. Ăна Трак ятлă çын пуçарса яма пултарнă.
3. Пысăк çулпа çыхăнмашкăн вăл çулĕ çав ялпа юнашар иртмелле. Пысăк çул вăл вăхăтра Хурăнлă çул пулнă. Чăвашсем хушшинче вăл çул «Хурăнлă çул» пек юлнă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем