Паян паллӑ тюрколог-лингвист, филологи наукисен докторӗ, профессор, 200е яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ Николай Егоров 70 ҫулхине уявлать. Вӑл 1949 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Ҫӳлти Кинчер ялӗнче ҫуралнӑ.
Чӑваш Республикин наукӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне, «Казахстан Республикин ӑслӑлӑхӗн аталанӑвӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» тата «Казахстан Республикин вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» паллӑсене тивӗҫнӗскер паян та ӑслӑлӑх анине тарӑннӑн сухалать.
«Пирӗн кашни кӑшт-кашт чӑвашла перкелешекен ҫын хӑйне чӗлхеҫӗ, чӗлхе пӗлӗвӗн ӑсти тесе шухӑшлать», — тенӗ Николай Егоров пилӗк ҫул каялла «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ интервьюра. «Мула сутӑннӑ ҫын кӑна пурлӑхпа каппайланма тытӑнать. Ырӑ ҫын пурлӑхпа мар, ӑс-тӑнпа пурӑнать», — шухӑшлать хисеплӗ шур сухал...
Тимĕр Акташ // 9047.2.7161
2019.02.20 14:15 | |
Сумлă ăсчаха юбилей ячĕпе саламлатпăр! | |
Agabazar // 4018.19.3516
2019.02.20 15:19 | |
Николай Иванович пурне те аспуккине вĕренме чĕнсе калать.
Аспуккине пĕлетне? Пĕр чĕл çăкăр çиетне? | |
Станислав Убасси // 1940.38.5810
2019.02.20 19:17 | |
Микулай!
Юбилей ячӗпе! |