Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Лаврентий Таллерова халалласа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Надежда Ефремова 19.02.2019 09:53 | 1692 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш халӑх писателӗ, Ҫемен Элкер преми лауреачӗ, Чӑваш АССР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лаврентий Васильевич Таллеров ҫуралнӑранпа кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 90 ҫул ҫитрӗ. Шел те, мухтавлӑ ҫыннӑмӑр ҫак юбилейччен пурӑнаймарӗ, 2013 ҫулти март уйӑхӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлчӗ. Ҫак паллӑ куна халалласа нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче «Л.В Таллеровӑн илемлӗх тӗнчи» наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ. Чӑваш халӑх писательне Л.В Таллерова, хамӑр ентеше аса илме, сумлӑ ӗҫӗсене хаклама конференцие районти шкулсенчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсемпе вӗренекенсем пухӑнчӗҫ.

Салам сӑмахӗ каласа Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Н.К Ефремова, «Кӑмӑлпа пӑхса илсемӗр эпӗ утнӑ ҫул ҫине…» ятлӑ курава пӑхма сӗнчӗ. Ун хыҫҫӑн кун йӗркипе районти чӑваш чӗлхипе литератури методисчӗ С.Г.Индюкова паллаштарчӗ.

Конференцие ӑнӑҫлӑ ирттерме сӗнсе шкул директорӗ Н.А. Петрова сӑмах илчӗ. «Л.В.Таллеровӑн хайлавӗсенчи сӑнарсем хамӑр тӑрӑхра пурӑннӑ, ӗҫленӗ ҫынсем. Вӗсем ҫинчен пӗлес тесен Чӑваш халӑх писателӗн произведенийӗсене кашнинех юратса вуламалла», — терӗ шкул пуҫлӑхӗ ачасене конференцире пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунса.

Конференцие малалла тӑснӑ май район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Николаевич Осипов, Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ Геннадий Аркадьевич Максимов Чӑваш халӑх писателӗ Л.В Таллеров ҫинчен ӑшӑ сӑмахсемпе аса илчӗҫ. «Каҫал ен» хаҫат редакторӗ А.В. Ефремова, район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн методисчӗ С.П. Атласкина ентешӗмӗр хайлавӗсенчи сӑнарсене калӑплассипе калама ҫук пысӑк ӑста пулнине палӑртрӗҫ.

Чӑваш чӗлхипе литературине юратса вӗренекенсен хушшинче Л.В. Таллеров ҫырнӑ хайлавӑн пӗр сыпӑкне автор ҫырнӑ чӗлхепе пӑхмасӑр вуласси конкурс иртрӗ. Сумлӑ жюри членӗсем Г.А. Максимов — «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп редактор ҫevӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ЧР журналистсен союзӗн Ҫемен Элкер ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ, Л.С Иванова — педагогика ветеранӗ, С.П. Атласкина — район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн методисчӗ, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем. Конкурсантсем чӑвашла тӗрӗс те илемлӗ, килӗшӳллӗ те ҫыпӑҫуллӑ вуланине хакларӗҫ. Л.В. Таллеров тӗнчине кӗрсе кайса хайлав шухӑш-кӑмӑлне, туйӑмне, чӗлхе пуянлӑхне, сӑмах вӑй-хӑватне кӑтартма пӗлнине шута илчӗҫ.

Чӑваш халӑх писателӗ Л.В. Таллеровӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен тӗплӗн пӗлнине палӑртса викторинӑри ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.

Жюри пӗтӗмлетӳсемпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Никита Голландцев «Чӑваш ташши» калаври сыпӑка вуласа, халӑх писателӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тӗплӗн пӗлнипе мала тухма пултарчӗ. 10 класра вӗренекенсем, Юра Вороновпа Марианна Яковлева, Л.В. Таллеровӑн «Пурӑнма вӗрентмӗр-ши?» калавӗ тӑрӑх лартнӑ сценка пурин кӑмӑлне те кайрӗ.

«Чӑваш халӑх писателӗн Л.В. Таллеровӑн хисеплӗ ячӗ яланах пирӗн чӗресенче упранӗ, сумлӑ ӗҫӗсем нихӑҫан та манӑҫмӗҫ», — тесе пӗтӗмлетрӗҫ конференцие хутшӑнакансем.

#конференцисем, #юбилейсем, #Нӗркеҫ, #Комсомольски районӗ, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем