Персона
![]() Чӑваш Ен Наци музейӗн архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем Паян геологсем хӑйсен професси уявне уявлаҫҫӗ. Ҫавна май Чӑваш наци музейӗн Фейсбукри страницинче тӑван халӑхӑмӑрӑн пӗрремӗш геологӗпе Иосиф Илларионовпа паллаштарнӑ. Иосиф Илларионов — геологипе минералоги ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1942), доцент (1949). Вӑл 1898 ҫулхи акан 11-мӗшӗнче хальхи Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Ҫырмапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Чӑваш наци музейӗ Иосифа Илларионовпа 1974 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ҫыхӑну йӗркеленӗ. Музейри экскурсие пырсан геолог ҫутҫанталӑк пайӗн пуҫлӑхӗпе В.П. Евдокимовӑпа паллашнӑ. Музей ӗҫченӗ «Геологи» ярӑма ҫӗнетес кӑмӑллине пӗлтерсен И.К. Илларионов хӑйӗн проектне сӗннӗ. Халӗ музейра геологӑн документлӑ пуян фончӗ шанчӑклӑ упранать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() 102 ҫулти Анастасия Терентьева Шупашкара ҫӳлтен курма тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Мӑнукӗ унӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Нумаях пулмасть вӑл Правительство ҫуртӗнче пулса курнӑ. Мӑнукӗ Андрей Шамбулин экскурсие лекес тесе ЧР Элтеперӗн администрацине ҫыру ҫырнӑ. Кӗҫех кинемее Правительство ҫуртне чӗнсе илнӗ. Унта унпа ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев курнӑҫнӑ. Анастасия Терентьевӑн шӑпи ҫӑмӑл пулман. Вӑл ялта ҫуралнӑ, ҫемьере чи кӗҫӗнни пулнӑ. Ҫемьере тӑхӑр ачана пиллӗкӗшӗ ача чухнех вилнӗ. 1930-мӗш ҫулсенче вӗсене кулак тесе айӑпланӑ, икӗ хутлӑ шкулӗнчен шкул тунӑ. Амӑшне ачисемпе мунчана пурӑнма куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Наци телекуравӗн сайтӗнчи сӑн Етӗрне районӗнчи Автанҫырми ялӗнче пурӑнакан Илларион Илларионов ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл халӗ те тӑмра, купӑс калать. Илларион Илларионович – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Вӑрҫӑра вӑл пулеметчик пулнӑ, Ржев хули ҫывӑхӗнче ҫапӑҫнӑ. Пӗррехинче нимӗҫсем тӳперен тапӑнсан вӗсен полкӗнчи темиҫе салтак ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ. Илларион Илларионов та вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑнӑ, ӑна контузи пулнӑ. Юрать-ха, вӑл киле черех таврӑннӑ. Илларион Илларионовичӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Вӑл ҫуралсан ҫемйине кулак тесе Ҫӗпӗре ӑсатнӑ. Май тупӑнсанах вӗсем Автанҫырмине куҫса килнӗ. Кайран Илларион Илларионович колхозра счетоводра тӑрӑшнӑ. 3 уйӑхран документри йӑнӑшсемшӗн ӑна ҫемйипе пӗрле Киров облаҫне вӑрман касма янӑ. Ветеран мӑшӑрӗпе 5 ачана воспитани парса ура ҫине тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Лидия Андеевна Горбунова пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 102 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама тӳре-шара та ҫитнӗ. Лидия Андеевна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Мӗшӗл ялӗнче кун ҫути курнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл тӑван колхозра вӑй хунӑ. Унтан вӑл фельдшерпа акушер шкулӗнче ӑс пухнӑ, кун хыҫҫӑн Хӗрлӗ Чутай районне ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Нина Андреевна ҫемйипе Ҫӗнӗ Шупашкара куҫса килнӗ, вӗсем 2 ачана ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӑл 5 мӑнукӗпе, вӗсен 3 ачипе киленсе пурӑнать. Лидия Горбунова «Ӗҫ вӗтеранӗ» медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() https://ru.wikipedia.org/wiki сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Семён Ислюков ятне вилӗмсӗрлетесшӗн. Вӑл парти тата патшалӑх ӗҫченӗ пулнӑ. Семён Ислюковпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва Патшалӑх Канашӗнче тишкернӗ. Ҫак сӗнӳпе Чӑваш Енӗн агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен союзӗ республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ҫитнӗ. Семён Ислюков Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Чӑваш Таяпи ялӗнче 1915 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Юридици наукисен кандидачӗ. Хусанти юридици институтӗнче, Партин аслӑ шкулӗнче, Общество ӑслӑлӑхӗсен академийӗнче вӗреннӗ. Унӑн пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр тапхӑрне ҫиелтен асӑнар. 1932 ҫулта Тутарстанра учительте ӗҫлеме тытӑннӑ. 1941–1947 ҫулсенче Чӑваш обкомӗн лекторӗ, пропагандӑпа агитаци пайӗн ертӳҫи пулнӑ, Шупашкар хула комитечӗн виҫҫӗмӗш тата иккӗмӗш секретарӗнче тӑрӑшнӑ. 1947 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Чӑваш обкомӗн виҫҫӗмӗш секретарьне суйланӑ. 1955 ҫулхи нарӑс–чӳк уйӑхӗсенче — Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн председателӗ. 1968–1985 ҫулсенче вӑл ЧАССР Верховнӑй Совечӗн президиумӗн председателӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан Семен Шорников 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Вӑрҫӑра радист пулнӑ Семен Шорников пушӑн 3-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама тӳре-шара та килнӗ, вӗсем РФ президенчӗ Владимир Путинӑн саламлӑ открыткине панӑ. Семен Шорников 1940 ҫулта ҫара кайнӑ, Турци чиккинче службӑра тӑнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл колхозра боригадирта ӗҫленӗ, заготконтора директорӗ пулнӑ, унта столовӑй заведующийӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Максим Егоров архивӗнчи сӑн Чӑваш Енре пурӑнакан Максим Егоров Владивостока чупса ҫитме палӑртнӑ. Вӑл маршрута Питӗртен пуҫланӑ. 29 ҫулти Максим Чулхулана чупса ҫитнӗ. Ҫапла вӑл хальлӗхе 1200 ҫухрӑма хыҫа хӑварнӑ. Малта – пин-пин ҫухрӑм, Владивостока ҫитиччен унӑн 10 пин ҫухрӑм чупмалла. «Эпӗ пӗр уйӑх чупатӑп. Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче Питӗрте «Пурнӑҫ ҫулӗ» марафон пулчӗ, ӑна хамӑн ҫул пуҫламӑшӗ пек йышӑнтӑм. Пирӗн ҫӗршыв пысӑк, «Питӗр – Владивосток» маршрут пирки каланӑ чухне ӑна парӑнтарма май ҫук пек туйӑнать. Манӑн вара пачах урӑхла ӗнентерес килет», - каласа кӑтартнӑ Максим. Вӑл кунне 5-6 сехет чупать. Ҫӗрле хӑна ҫуртӗнче е пӗлӗшӗсем патӗнче чарӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() https://ok.ru/group/58346482237486 сӑнӳкерчӗкӗ Свердловск облаҫӗнчи Чӑваш культура центрӗн ертӳҫи Герман Пупин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки Тӗмен хулинчи наци культурине аталантарма пулӑшакан «Землячество-Ентешлӗх» фонд ертӳҫи Алексей Павлов Фейсбукра пӗлтернӗ. Герман Пупин Елчӗк районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Екатеринбург хулинче тата Свердловск облаҫӗнче чӑваш культурине, йӑли-йӗркине аталантарас тӗлӗшпе вӑл сахал мар ӗҫ туса ирттернӗ. Маларах асӑннӑ Алексей Павлов Герман Пупин ҫемйипе тата ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле чунтан хурланнине пӗлтернӗ. Герман Пупин, сӑмах май каласан, — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Петр Пупинӑн тӑванӗ. Пупинсен ашшӗ те ӳнере ӑнланакан ҫын пулнӑ. Вӑл хӑй тӑватӑ класс ҫеҫ пӗтернӗ пулин те Васнецовӑн, Нестеровӑн, Левитанӑн тата ыттисен картинисене кӑмӑлланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян, нарӑс уйӑхӗ 17-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Клементьев 55 ҫул тултарнӑ. Валерий Клементьев 1965 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пупӑлькасси ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Сартури Л.В. Собинов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗн вокал уйрӑмӗнче ӑс пухнӑ. 2018 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн аспирантуринчен вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл «Философи, этика тата тӗн вӗрентӗвӗ» енӗпе пӗлӳ илнӗ. Валерий Клементьев «Ҫавал» ансамбльте, Сартури «Аншлаг 94» ансамбльте ӗҫленӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри Чӑваш автономийӗн ертӳҫи пулнӑ. 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗнче ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Елена Михайлова тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан 89 ҫулти Пимен Петров 81-мӗш ҫул йӗлтӗрпе ярӑнать. Унӑн йӗлтӗрӗ ахальли мар – совет-финн вӑрҫинче пулса курнӑскер. Унӑн тӑванӗ ҫав вӑрҫӑра пулнӑ. Амансен яла таврӑннӑ. Вӑрҫӑ хирӗнчен амансан ӑна йӗлтӗрпе илсе тухнӑ. Шӑпах ҫав йӗлтӗре вӑл Пимена парнеленӗ. Тӑванӗ унпа ярӑнма пӗлмен, Пимена мӗн пӗчӗкрен вӗренме хушнӑ. Шел те, Пименӑн тӑванӗ вӑрҫӑра вилнӗ, арҫын ача вара унӑн парнине куҫ пек упранӑ. Ӑна ҫӗннипе улӑштарма шухӑшламан та. Пимен Петров «Йӗлтӗр йӗрне» виҫӗ ҫул хутшӑннӑ, ҫӑпата сырса йӗлтӗр тӑхӑннӑ. Кӑҫал вӑл ҫак йӗлтӗрпе сывпуллашӗ. Социаллӑ центр ҫӑпатапа йӗлтӗре музее пама ыйтнӑ. Ку ытти ватӑ ҫынна спортпа туслашма хавхалантарӗ. Ҫитес ҫул Пимен Петров ҫӗннине туянӗ. Ҫӗнӗ йӗлтӗр туянсан Пимен Петров «Йӗлтӗр йӗрне» сахалтан та тепӗр 5 ҫул хутшӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пугачёв ҫарӗ Кӑрмӑша тытса илнӗ. | ||
| Орлов Пётр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |