Персона
Николай Кириллов Паян, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Николай Кириллов профессор тата академик 70 ҫул тултарать. Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ Николай Кириллов 1948 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Авруй ялӗнче ҫуралнӑ. «Ачалӑхӗ аваллӑхран ламран лама ним улшӑнмасӑр куҫнӑ, XX ӗмӗрчченех упраннӑ вӑрманпа хутшӑнса иртнӗ. Вӑл колхоз уйӗнче ӗҫленине — ҫавапа курӑк ҫулнине, утӑ турттарнине, ҫурлапа тырӑ вырнине, ӑна йӗтемрен кӗлете кӗртнине, ытти ӗҫре пилӗк авнине — ӑшшӑн аса илет. Вун пӗр ҫулта чухнех ҫул-талӑкра 75 ӗҫ кунӗ тунӑ!», — ҫырса кӑтартнӑ Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче ректор пулнӑ ҫын ҫинчен нумаях пулмасть Юрий Михайлов журналист. Асӑннӑ аслӑ шкулта Н. Кириллова манмаҫҫӗ. Ыран, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ӑна халалласа унта Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Белорусси ҫӗршывӗнчен хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ: чылай хушӑ йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн паллӑ кинорежиссер тата писатель, киносценарист тата художник Дмитрий Никонорович Михлеев пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Д.Н. Михлеев 1942 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Тутарстанри Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗтӗм Союзри кинематографистсен институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн «Белорусьфильм» студире ӗҫленӗ. «Косые майские дожди» (1975), «В земле наши корни (1975), «Интернат ты наш» (1986), «Капля в музее» (1988), «Конец сезона туманов» (2000), «Аптрамансен йӑхӗнчен» (2000) документлӑ фильмсен, «По секрету всему свету», (1977), «Воля вселенной» (1999), «Шахтеры» (1999), илемлӗ фильмсен режиссерӗ, «Дум-Пабиби-Дум» (2017) илемлӗ фильмӑн сценари авторӗ пулнӑ. Шупашкарта унӑн «Поле перейденное» (1985), «Ось земли» (2014) кӗнекисем тухнӑ. Д.Н. Михлеев Шупашкара час-часах килсе ҫӳренӗ, Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале хутшӑннӑ, чӑваш писателӗсемпе тата журналисчӗсемпе туслӑ ҫыхӑну тытнӑ. |
Персона
Паян Шупашкарти коопераци институчӗн ректорӗ Валерий Андреев 60 ҫул тултарнӑ. Тӗрӗссипе вӑл хӑшӗсемшӗн ҫеҫ, тен, студентсемшӗн кӑна та пулӗ, ректор пулнипе паллӑ-тӑр. Чылайӑшӗ ӑна самай урӑхларах пӗлет. Вӑл — Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ гражданинӗ, министр тилхепине икӗ хутчен тытса пынӑ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланнӑ. Валерий Андреев Ҫӗрпӳ районӗнчи Малтикас Патӑръяль ялӗнче 1958 ҫулта ҫуралнӑ. Сулмаклӑ утӑмпа утмӑла ҫирӗппӗн ҫитнӗ ҫын пирки чылай каласа кӑтартма пулать. Ӗҫ вырӑнӗсене асӑнма, наградисене. Слесарьтен икӗ хут министра ҫитнӗскерӗн тӗп енӗ — таса чунлӑх. Эрбина Никитина журналист тата философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫырнӑ тӑрӑх, хӑй ертсе пыракан коллективсенче Валерий Андреев хӑйне мӑнна хуманнипе, ӗмӗтсӗрлӗх ҫуккипе, ултавсӑрлӑхпа палӑрса тӑнӑ. Паян та вӑл ҫаплах. |
Персона
Григорий Зиновьев Сирире чӑваш каччи вилни пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче унччен хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ил-80 самолета Сирири ПВО персе антарнӑ. Унта Раҫҫейри 15 ҫар ҫынни вилнӗ. Вӗсен йышӗнче Канаш районӗн арҫынни Григорий Зиновьев та пулнӑ. Вӑл 34 ҫул кӑна тултарнӑ. Григорий Зиновьева тата унпа пӗрле самолетра пулнӑ юлташӗсене Паттӑрлӑх орденӗпе чыслӗҫ. Ҫемйисене вара пулӑшӗҫ. «Советская Чувашия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Григорий Зиновьев аслӑ сержанта Мускав ҫывӑхӗнчи федераци ҫар асӑну масарӗ ҫинче пытарӗҫ. Вӑл вӗреннӗ Канашри педагогика колледжӗ ҫине вара ӑна асанса хӑма ҫакӗҫ. Григорий Зиновьев унта икӗ ҫул пӗлӳ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Владимир Воронков – Чӑваш Енре йӗлтӗрпе чупас енӗпе Олимп вӑййисен пӗртен-пӗр чемпионӗ. Кӑҫал вӑл 75 ҫул тултарнӑ. Шел те, ӗнер унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Владимир Петрович Мускав ҫывӑхӗнчи Одинцово хулинче пурӑннӑ. Ҫапах вӑл Чӑваш Ен пирки манман, килсех ҫӳренӗ. 2014 ҫулта Сочири ҫулӑма илсе килме, «Олимпийский» стадионра ҫулӑма чӗртме шӑпах ӑна шаннӑччӗ. Владимир Воронков Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗнче ҫуралнӑ, Канашри ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Вӑл тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнса пӗрре мар ҫитӗнӳ тунӑ. 1972 ҫулта Юрий Скобовпа, Федор Симашовпа, Вячеслав Веденинпа пӗрле Олимп чемпионӗн ятне тивӗҫнӗ. Канашра ун ячӗпе йӗлтӗрпе ярӑнас енӗпе пӗрре мар ӑмӑрту ирттернӗ. Спорт шкулне те унӑн ятне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев паян, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен чертелӗ ҫуралнӑ кунне уявлать. Сцена ӑсти, театра илемлӗх ертӳҫи пулса чылай ҫул ертсе пыраканскер 79 ҫул тултарнӑ. Валерий Яковлев Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн хисеплӗ ячӗсем, тӗрлӗ премийӗсем питех те нумай. Вӑл — СССР халӑх артисчӗ. 2015 ҫулта вӑл Раҫҫей наци премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Ун чухне вӑл «Ылтӑн маска» премие тивӗҫнӗччӗ. Пӗр интервьюра, ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80-мӗш ҫулӗсене Валерий Яковлев театр ренессансӗ тенӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче театр алӑкӗ умӗнче черетри халӑх тӗркӗшнине те вӑл аван астӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Шупашкарта пурӑнакан икӗ кинемей РФ Президентӗнчен Владимир Путинран саламлӑ ҫыру илнӗшӗн хӗпӗртенӗ. Вӗсене тӳре-шара та ҫуралнӑ кунпа, ҫавра юбилейпа, саламланӑ. Анна Торганова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Президентран килнӗ саламлӑ ҫырӑва тата чечек ҫыххи тыттарсан ватӑскер шутсӑр савӑннӑ. Вӑл хӑйӗн пуянлӑхӗ мӗн пулнине палӑртнӑ – ҫемье. 95 ҫул тултарнӑ Мария Васильева та Владимир Путинран саламлӑ ҫыру илнӗ. Кинемей 10 класс пӗтернӗ, вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл пуҫламӑш классен вӗрентекенӗсене хатӗрлекен курса кайнӑ. Унӑн педагогикӑри стажӗ – 34 ҫул. Вӗренекенӗсем ӑна манмаҫҫӗ, юбилей ячӗпе саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Сар.ru сӑнӗ Паян, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкар хулин депутачӗсен пухӑвӗн ларӑвӗнче Чӑваш Енӗн тӗп хулин хисеплӗ гражданинне суйланӑ. Сумлӑ ята кӑҫал Крета Валицкая тивӗҫнӗ. Кун пирки «Правда ПФО» (чӑв. «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑх») интернет-кӑларӑм хыпарлать. Лару вӑхӑтӗнче малтанласа палӑртнӑ ҫичӗ ҫыншӑн депутатсем тӗрлӗрен сасӑланӑ, шухӑшсем пӗр килмен пулин те ытларахӑшӗ Крета Валицкаяшӑн тӑрса калаҫнӑ. Чӑваш Енре ӑна пӗлмен ҫын сахал. Аслӑ ӳсӗмрисем пушшех аван паллаҫҫӗ. Крета Лазаревна ҫип арлаканра ӗҫлеме пуҫланӑ та КПССӑн хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ, министр, хула администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ таран ҫӗкленнӗ. Палӑртса хӑвармалла, Крета Валицкая — Етӗрне хулин тата Муркаш районӗн хисеплӗ гражданинӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ, «Хисеп Палли» орденӗн кавалерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ӗнер фольклор тӗпчевҫипе, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗпе, Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, доцентпа, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗпе Ефросиния Сидоровӑпа сыв пуллашнӑ. Ҫухату ҫинчен Лидия Филиппова публицист тата журналист, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ «Пӗр класрисем» халӑх тетелӗнче утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Вӑл та асӑннӑ преподаватель патӗнче вӗреннӗ Ефросиния Сидорова утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче куҫне хупнӑ. Ефросиния Сергеевна 1981-1990 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗрентнӗ. Фольклор тӗпчевҫине пӗлекенсем, унӑн вӗренекенӗсем, тӑванӗсем Шупашкарти Граждан урамӗнче вырнаҫнӑ ритуал службинче ӗнер 13 сехетре сыв пуллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Шупашкарти пике Тӗнче шайӗнчи илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Александра Николаева Крымра иртнӗ «Хура тинӗс ахахӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Кунашкалли юлашки 22 ҫулта пӗрремӗш хут пулнӑ. Чи хитре пикене утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче суйланӑ. Александра Николаева модель республика чысне Раҫҫей, тӗнче шайӗнчи конкурссенче пӗрре мар хӳтӗленӗ. Александра ҫитӗнӗвӗ пирки «Инстаграмри» хӑйӗн страницинче те ҫырса пӗлтернӗ. Вӑл унта кунашкал ҫӗнтерӳ 22 ҫул пулманни пирки те хыпарланӑ. «Конкурс йӗркелӳҫисене пухнӑ опытшӑн тав тӑвас килет: ҫӗнӗ паллашусемшӗн, Хура тинӗс хӗрринче ирттернӗ пӗр эрнешӗн, асран тухми лайӑх кӑмӑлшӑн. Тавах», - ҫырнӑ модель. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 768 - 770 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чекушкин Виталий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |