Персона
![]() Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Анатолий Музыкантова Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Тав ҫырӑвӗпе чыслама йышӑннӑ. Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кӗҫӗн Упи ялӗнче 70 ҫул каялла ҫуралнӑ Анатолий Музыкантов 40 ҫула яхӑн «Сувар» ансамбле ертсе пырать. Ку ушкӑна хамӑр тӑрӑхра ҫеҫ мар, ют регионсенче те аван пӗлеҫҫӗ. Ӗнер Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ЧР культура, национальноҫсен ӗҫесен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова тата Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина коллективпа тӗл пулнӑ. Унта ӗҫлекенсене тӗрлӗ Хисеп хучӗпе хавхалантарнӑ. Ҫав йышра Анатолий Музыкантов балетмейстер та пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() wiki2.org/ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри АПК ветеранӗсен канашӗн пайташне Валентин Агафонова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлама йышӑннӑ. Хушӑва паян, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ. Валентин Агафонов 1935 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Выползово ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗнче, Общество ӑслӑлӑхӗсен академийӗнче вӗреннӗ. Малтан Ҫӗрпӳри опытлӑ ял хуҫалӑх станцийӗнче ӗҫленӗ, парткомпа райком тытӑмӗсенче тӑрӑшнӑ. Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ тата министрӗ пулса ӗҫленӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗ Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. РСФСР Верховнӑй Совечӗн депутатне суйланнӑ. Унта вӑл Верховнӑй Совет ертӳҫин ҫумӗ те пулнӑ. Патшалӑх Думин депутатне те суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫӳлти сӑнӳкерчӗкре — Сергей Карякин (сылтӑмри) Александр Беловпашахматла вылянӑ самант 12 ҫулта гроссмейстер ятне тивӗҫнӗ Сергей Карякин чӑвашла вӗренме пулнӑ. Иртнӗ эрнере Шупашкарта, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, Сергей Карякинӑн шахмат шкулӗн филиалӗ уҫӑлнӑ. Унта шахматист хӑй те килсе ҫитнӗ. Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, шахмат ӑстине Владимир Сергиевскин чӑвашла кӗнекине парнеленӗ. Вӑл — чӑвашла. Анчах шахмат чӗлхине куҫарусӑр та ӑнланма пулать. Карякин чӑвашла вӗренме сӑлтав пур тесе каланӑ. Сӑмах май каласан, Сергей Карякин 1990 ҫулта Симферополь хулинче ҫуралнӑ. Шахмат енӗпе тӗнче вице-чемпионӗ. 12 ҫултах вӑл гроссмейстер пулса тӑнӑ. Унӑн ятне Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине ҫырса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкарта Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ «Тараватлӑ Чӑваш Ен» регионсен хушшинчи фестивалӗн финалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн мӑшӑрӗпе ҫитнӗ. «Кунта ытти регионти паллӑ ӑстасем пухӑннӑ, хӑйсен паха ӗҫ опычӗпе паллаштараҫҫӗ. Вӗсем тутлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме вӗрентеҫҫӗ», — тенӗ Элтепер. Фестивалӗн финалне 13 ушкӑн тухнӑ. Наци апат-ҫимӗҫне кулинари ӗҫӗнчи паллӑ та сумлӑ экспертсем хакланӑ. Раҫҫей кулинарӗсен наци ассоциацийӗн ертӳҫи Виктор Беляев чӑваш тӗпелӗ паха апат-ҫимӗҫрен пуяннине асӑнса хӑварнӑ. Уявра Олег Николаев шеф-поварпа пӗрле хуран кукли пӗҫерсе тутанса курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енри паллӑ педагога, публициста, общество ӗҫченне, ӑсчаха, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидатне, таврапӗлӳҫӗне, Виталий Станьяла «Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни» ят пама йышӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Ӗнер Станьял ялне тӳре-шара пуҫтарӑннӑ. Хисеплӗ ватта сумлӑ ят панине ӗнентерекен хӑйӑва ҫыхса янӑ. Хитре хӑйӑва районти «Паха тӗрӗ» предприятийӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ. Виталий Станьяла хисеплесе вырӑнти артистсем, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Хорасев, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Вячеслав Рафинов ҫитнӗ. Депутат аксакалӑн нумай енлӗ пултарулӑхне палӑртса хӑварнӑ. Николай Хорасев награда хӑйӗн геройне тупнине хавхаланса каланӑ. Виталий Петрович тӑван Анат-Кӗнер шкулне аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн, Ивана Яковлевӑн, пысӑк портретне (ӑна Чӗмпӗрти Анатолий Еграшкин художник 1999 ҫулта ӳкернӗ) парнеленӗ. Шурсухал Иван Яковлев шкула темиҫе хутчен те килсе кайнине, шкултан икӗ класлӑ училищӗне йӗркелеме ҫине тӑнине картина айне ҫырса хума ыйтса каланӑ. Ачасен историе пӗлмелле-ҫке. |
Персона
![]() Шупашкар хули хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне хатӗрленет. Ҫавӑн умӗн хулара Депутатсен пухӑвӗн 52-мӗш черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусен шутӗнче «Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята парасси те пулнӑ. Хулари Депутатсен пухӑвӗ хӑйӗн сайтӗнче ку ыйтӑва тӗп тесе пӗлтернӗ. Хулан хисеплӗ ҫынни пулма тивӗҫлӗ кандидатсем 11-ӗн пулнӑ. Ҫынсем хӑйсен шухӑшне пӗлтерччӗр тесе хула ертӳҫисем «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ портал) порталта сасӑлав йӗркеленӗ. Унта утӑ уйӑхӗн 13-19-мӗшӗсенче сасӑлама май туса панӑ. Хӑйсен шухӑшне пӗлтернисенчен 30,8 проценчӗ «Элара» предприятин гендиректорӗн патшалӑх влаҫӗсемпе ҫыхӑну тытакан ҫумӗшӗн Наталия Партасовӑшӑн сасӑланӑ. Хулари депутатсем те уншӑн сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян, ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наци культура автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмовӑн ҫуралнӑ кунӗ. Геннадий Храмов Комсомольски районӗнчи Асанкассинче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл — экономика наукисен кандидачӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Аяри ентешсем Геннадий Храмов ертсе пынипе тӗрлӗ мероприятие хастар хутшӑнаҫҫӗ, чӑваш халӑхӑн мӑнаҫлӑхӗпе вӑл тӑрӑхри ытта наци ҫыннисене тулли кӑмӑлпа паллаштараҫҫӗ. Ҫуралнӑ кун ячӗпе Геннадий Храмова Енисей юханшывӗн ҫыранӗн хӗрринче вырнаҫнӑ чӑвашсем Фейсбукри хӑйсен страницинче саламласа тӑван халӑхӑн туслӑхӗшӗн малашне те тӑрӑшса ӗҫлеме ырлӑх-сывлӑх суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Степан Лашман (Авксентьев) прозаик, драматург, куҫаруҫӑ ҫуралнӑранпа паян, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 125 ҫул ҫитрӗ. Вӑл 1895 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Патирек ялӗнче ҫуралнӑ. 1986 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӗре кӗнӗ. Степан Лашман Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче тата унти строительство земство шкулӗнче вӗреннӗ. Чӗмпӗртр ҫутӗҫ комиссиариатӗнче инструктор, «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» хаҫат редакторӗ, Шупашкарти «Канаш» хаҫат, «Тӑван Атӑл» журналсенче тӑрӑшнӑ, ТАСС корреспонденчӗ пулнӑ. Чӑваш радиовне йӗркелекенӗсенчен пӗри. Учитель пулса та ӗҫленӗ вӑл. Сӑвӑсем, пьесӑсем, калавсем ҫырнӑ. Унӑн 15 ытла кӗнеке пичетленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Степан Лашман. nasledie.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурла уйӑхӗ сумлӑ ҫынсен юбилейӗсемпе пуян. Вӗсем хушшинче халӗ пурӑнаканнисем те, пирӗнтен уйрӑлнисем те пур. Кун пирки Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова писательсен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче аса илтернӗ. Сӑмахран, Борис Чиндыков ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ, драматург тата куҫаруҫӑ ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Геннадий Дегтярёв чӗлхеҫӗ ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 60 ҫул тултарнӑ. Геннадий Атрашкин ҫыравҫӑ ҫурлан 9-мӗшӗнче 60 ҫул, Александр Ильин сӑвӑҫ ҫурлан 16-мӗшӗнче 75 ҫул, Левтина Марье ҫыравҫӑ ҫурлан 22-мӗшӗнче 75 ҫул, Петӗр Яккусен сӑвӑҫ тата чӗлхеҫӗ ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 70 ҫул тултарӗҫ. Степан Лашман чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑранпа ыран, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 125 ҫул ҫитӗ. Василий Андреев (01.08.1960-05.05.2002) чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑранпа ҫурлан 1-мӗшӗнче 60 ҫул пулнӑ. |
Персона
![]() Алла Селизова архивӗнчи сӑн Алла Селизова тухтӑрта ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Вӑл Хулари тӗп пульницӑра хирург пулнӑ. Нумаях пулмасть Алла Селизова лотерея выляса 600 пин тенкӗ тӑракан коттеджа тивӗҫнӗ. Хӗрарӑм унччен те лотерейӑна хутшӑннӑ, 2 пин тенкӗ е сахалрах выляса илнӗ. Хальхинче вара ӑна питех те ӑннӑ. Ҫав кун вӑл лотерейӑна телевизорпа пӑхнӑ. Хисепсем пӗр килнине курсан малтанах ҫухалса кайнӑ, кайран тепре тӗрӗсленӗ те савӑннӑ. Вӑл коттеджа илмен, ӑна куншӑн укҫа панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |