Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона

Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш-Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан анлӑ пурнӑҫ ҫулӗпе алла-аллӑн 50 ҫул тытӑнса утакан мӑшӑра, Николай Алексеевичпа Светлана Васильевна Исаевсене Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Леонид Кузнецов, Нӑрваш-Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин, юбилярсен ачисемпе мӑнукӗсем, ҫывӑх ҫыннисем килсе ҫитнӗ.

Николай Алексеевичпа Светлана Васильевна Исаевсем нумай ҫул каялла пулнине аса илсе Патӑрьел район администрацийӗн ЗАГС пайӗн Хисеплӗ юбилярӗсен кӗнекинче алӑ пусрнӑ. Пӗр-пӗрне юратнин, хисепленин тата шаннин паллине — ылтӑн ҫӗрре — пӗр-пӗрне парнеленӗ.

Николай Алексеевич 1943-мӗш ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Нӑрваш-Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Светлана Васильевна 1950-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Вӑрманхӗрри Шӑхалӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ.

 

Персона
Евгений Борисов
Евгений Борисов

Чечняри вӑрҫӑна хутшӑнса Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ Евгений Борисова 2016 ҫулта суд 6,5 ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние хупма тата унран 10 миллион тенкӗ шыраса илме йышӑннӑччӗ. Аса илтерер, ӑна тата тепӗр пилӗк ҫынна «Астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн тата ирттернӗшӗн», «Сӗтев панӑшӑн» статьясемпе айӑпланнӑччӗ. Суд унӑн Герой ятге те туртса илмелле тунӑччӗ. Анчах кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн президиумӗ Евгений Борисовӑн Раҫҫей Геройӗн ятне тавӑрма йышӑннӑччӗ.

Чечня вӑрҫинче сапер пулнӑ ҫынна хӑйне лайӑх тытнишӗн тӗрмерен кӑларма йышӑннине ӗнер «Россия 24» телеканал кӑтартрӗ, Героя хӑйне те калаҫтарчӗҫ.

Евгений Борисов 10 миллионтан хальлӗхе 120 пине яхӑн ҫеҫ тӳлесе татни паллӑ.

 

Персона

Паян Шупашкар хулин Явӑш ҫӑви ҫинче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн 3-мӗш тата 5-мӗш созыври депутачӗ пулнӑ Игорь Кушева асӑнса палӑк уҫнӑ.

Аса илтерер, депутат пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче онкологи чирӗпе нумай вӑхӑт нушаланнӑ хыҫҫӑн вилнӗччӗ. Игорь Кушев 52 ҫулта ҫеҫ пулнӑччӗ.

Ӗҫтешӗсем, тусӗсем тата тӑванӗсем парламентарие асра тытаҫҫӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗнче унӑн пурнӑҫне ҫутатакан курав йӗркеленӗччӗ. Халӗ, ав, палӑк уҫнӑ. Паянхи митинга тӳре-шара ҫеҫ мар, Игорь Кушевӑн арӑмӗ Наталья Николевна, Бориспа Артем ывӑлӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем мӑшӑрне тата ашшӗне асра тытнӑшӑн тав тунӑ. Чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов Игорь Кушев «ҫутӑ ҫын евӗр» асра юлнине палӑртса: «Пирӗн унран тӗслӗх илмелле», — тенӗ.

 

Персона

Ҫак чӑваш каччи ҫинчен ахаль те нумай тӑрӑхра пӗлеҫҫӗ. Малашне вара тата ытларах пӗлӗҫ — халӗ ун пирки фильм ӳкереҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Эпир халӑхсен туслӑхӗпе вӑйлӑ» ятпа иртнӗ ҫамрӑксен уявӗнче Виктор Чугаров режиссер-документалист пӗлтернӗ, вӑлах ҫӗнӗ фильмӑн трейлерӗпе паллаштарнӑ.

«Чувашский путешественник» документлӑ фильма курса Чӑваш Енри районсем, Кавказ регионӗсем, Атӑлҫи, Хӗвелтухӑҫ тата Вӑтам Ази, Ҫӗпӗр тата Инҫет Хӗвелтухӑҫ тӑрӑх велосипедпа ҫӳренӗ Никита Васильев пирки ытларах пӗлме май пулӗ.

Вулавӑшри мероприятие 50 пин километра парӑнтарнӑ велоҫулҫӳревҫӗ хӑйӗн савнийӗпе, Новосибирскран пӗрле килнӗ Анастасия Сафонова журналисткӑпа, хутшӑннӑ. Вӗсем чӗрӗ калаҫу халӑхсене туслаштарнине палӑртнӑ.

 

Персона

Шупашкарта пурӑнакан Роман Андреев Грузире хӗл каҫасшӑн. Ҫавӑнпа вӑл велосипедпа ҫула тухнӑ. Халӗ ҫамрӑкскер Вогограда ҫитнӗ. Унти ҫынсем Чӑваш Ен каччине лайӑх кӗтсе илнӗ, хӑнана та чӗннӗ.

Роман Андреев Грузие ҫитме тахҫантанпах ӗмӗтленет. Ара, унта ӑшӑ, ҫавна май вӑл унта хӗл каҫасшӑн. Роман ҫула велосипедпа тухса йывӑрлӑхсене парӑнтарасшӑн. Сӑмах май, вӑл автор киновӗн режиссерӗ те. Ҫавна май Грузире фильм валли сценарисем тупма ӗмӗтленет.

Тӑватӑ ҫул каялла Роман Никита Васильевпа тӗл пулнӑ. Аса илтерер: Никита та велосипедпа ҫул ҫӳреме юратать. Пӗррехинче вӑл Романа ҫапла каланӑ: «Эсӗ режиссер, санӑн велосипедпа ҫулҫӳреве тухмаллах». Ҫавӑн хыҫҫӑн Роман хӑйнӗн пӗрремӗш ҫулҫӳревне кайнӑ — Мари Элти хыр вӑрманне ҫитсе курнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45817
 

Персона
Вячеслав Романов сӑн ӳкерчӗкӗ.
Вячеслав Романов сӑн ӳкерчӗкӗ.

Ӗнер паллӑ этнопедагог Геннадий Волков ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Хресчен сасси» хаҫачӗн паянхи номерӗнче ятлӑ-сумлӑ ҫак ҫыннӑн амӑшӗ ҫинчен Надежда Смирнова ӑш кӑмӑлпа ҫырса кӑтартнине пичетленӗ.

Геннадий Никандровичӑн амӑшӗпе Евдокия Михайловна Волковӑпа, автор ӑна Альтук аппа тесе те палӑртнӑ, журналист икӗ хутчен тӗл пулнӑ иккен. Юлашкинчен тӗл пулнӑ чухне Евдокия Михайловна 92-ре пулнӑ. «Вӑтам пӳллӗ, имшеркке, шурӑ тутӑр айӗнчен кӗмӗл пӗрчӗсем вӗлтӗртетеҫҫӗ. Ӑсӗ-тӑнӗ хӑйпе пӗрлех. Шӳтлеме юратать. Калӑн, ун умӗнче пысӑк, сумлӑ ӗҫре палӑрнӑ ҫынсем мар, вун-вун ҫул каялли пекех катан пиртен ҫӗлетнӗ кӗпепе, ҫӳҫе шакла кастарнӑ пӗчӗк ывӑлӗсем лараҫҫӗ», — сӑнарлать автор этнопедагогӑн амӑшне.

Кирек епле ватӑ пекех Евдокия Михайловна та ӑслӑ калаҫнине палӑрать статьяран. «Евдокия Михайловна чӑваш ачисем чӑвашла пӗлменнишӗн пит хурланса калаҫрӗ ун чухне: «Чӑвашла вӗрентмесен ача усал ӳсет, — терӗ вӑл. — Ӑсӗ хӗсӗнсех пырать, имшерленет. Вара чӑваш ачи тӑван килӗнче усрав ывӑл, усрав хӗр пулса тӑрать. Тӑван чӗлхесӗр тӑван кил ҫук, анне чӗлхисӗр ҫуратнӑ анне те — ама ҫури.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/amash-achisen-tereve#
 

Персона
Анатолий Петров
Анатолий Петров

Иртнӗ эрнекун ЧР Аслӑ сучӗн председателӗ Николай Порфирьев ӗҫрен каясси пирки сас-хура тухнӑ. Вӑл ку ӗҫре 12 ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ.

Пысӑк квалификациллӗ судьясен коллегийӗ йышӑннӑ тӑрӑх, Николай Порфирьев юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче отставкӑна кайнӑ. Ун вырӑнне Анатолий Петров йышӑннӑ.

Ҫӗнӗ пуҫлӑха савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӗҫ пуканне шанса панӑ ӗнтӗ. Анатолий Петрова ӗҫтешӗсем, Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский саламланӑ.

Анатолий Петров – Етӗрне районӗн ҫынни. Вӑл Шалти ӗҫсен органӗнче 8 ҫул следовательте ӗҫленӗ. ЧР Аслӑ сучӗн судйи пулнӑ. 2013 ҫултанпа ЧР Аслӑ сучӗн председателӗ пулнӑ.

 

Персона
Петр Фокин. 2007 ҫулхи ӳкерчӗк
Петр Фокин. 2007 ҫулхи ӳкерчӗк

Ҫак датӑна эпир сисмесӗр ирттернӗ пулин те ун ҫинчен виҫ сӑмах та пулин асӑнса хӑварасах килет.

Ҫак уйӑхӑн 9-мӗшӗнче Петр Фокин тӗпчевҫӗ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ. «Эс пурӑннӑ пулсан...» ятпа кӗске те, анчах калас тенине уҫса паракан хыпара паян Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайтӗнче Леонид Атлай вырнаҫтарнӑ.

«Ӑраскаллӑ пурнӑҫӑмӑрӑн тӳпи — тӗрлӗрен. Пӗрне — ӗмӗр тӑршшӗпех ӑнать, теприне — куҫа курӑнман «темскер» самай нушалантарать. Самай пур енӗпе те ҫирӗпленсе ҫитнӗ Петр Петрович Фокин чӑваш интеллигенчӗшӗн, пурӑннӑ чухне ҫак илемлӗ те арпашуллӑ тӗнчен пӑрланса ларнӑ чун кисревӗ нихӑҫан та пулман. Пулнӑ пулсассӑн та, ӑна вӑл Мускав шкулне пӗтернӗскер, пире систермен», — ӑшшӑн ҫырнӑ автор.

«Иртнӗ кунсенче ҫеҫ-ха Вӑрмарӑн пултаруллӑ чӑвашӗ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине уявламаллаччӗ. Темиҫе хутчен асӑнса та, эпир пирӗнтен пит вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ (пенсине ҫулне тухсанах вӑл: «Эпӗ Раҫҫейӑн демографи лару-тӑрӑвне пӗртте пӑсмарӑм!» — тесе шӳтлесерех калатчӗ) ӗҫтешӗмӗрӗн тӗпчевӗсемпе, вӗрентӳпе ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ саманчӗсене тивӗҫлипе хаклаймарӑмӑр.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news/283.html
 

Персона
Анатолий Дуняк сӗрме купӑсҫӑ
Анатолий Дуняк сӗрме купӑсҫӑ

Паян Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Анатолий Дуняк ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет.

Чӗмпӗр облаҫӗнчи Китовка ялӗнче ҫуралнӑскер вун ҫиччӗре Шупашкарти музыка училищине «сӗрме купас» класӗпе вӗренме кӗнӗ. Чӑваш Енри паллӑ сӗрме купӑсҫӑ ачаранпах халах инструменчӗсене итлсе ӳснӗ. Килӗнче ҫавӑн пек пулнӑ вӗсен. Тен, ҫавӑнпах пулӗ — тӑмра калама хӑнӑхнӑ. Килӗнчисем юрлама та юратнӑ.

Анатолий Дуняк С. Максимов ячӗллӗ музыка шкулӗнче, Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, филармонири оркестрта ӗҫленӗ.

Паллӑ сӗрме купӑсҫӑ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне йӗркелеме те тӳпе хывнӑ.

Анатолий Дуняк 2011 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 94 ҫула кайсан вилнине республикӑн музыка общественноҫӗ пысӑк ҫухату тесе йышӑннӑ.

 

Персона

Паян Чӑваш Енри паллӑ тӗпчевҫӗ, литератор, профессор, фолькорист тата поэт Виталий Родионов (Сувар Эрдиван) 70 ҫул тултарнӑ.

Виталий Григорьевич чӑваш литературине тата ҫырулӑхне, чӑваш сӑввин хӑйне евӗрлӗхне тӗпченӗ. Фольклора та вӑл тӗпчет.

Вӑл — 100 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, вӗрентӳ тата методика пособийӗсен авторӗ. Унӑн тӗп кӑларӑмӗсем: «Чувашский стих», «Чувашское и тюркское стихосложение», «Революцичченхи чӑваш литератури (XX ӗмӗрччен)», «Этнос. Культура. Слово», «Ермей Рожанский: жизнь и творчество», «Чувашская литература 1909-1917 годов» тата ыттисем.

1960 ҫултанпа вӑл сӑвӑсемпп поэмӑсем ҫырма пуҫланӑ. Тӗрлӗ ҫулта унӑн «Вӗҫев», «Тӗрлӗ тӗрӗллӗ тӗнчем» кӗнекисем кун ҫути курнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-67535104_1809
 

Страницӑсем: 1 ... 107, 108, 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, [117], 118, 119, 120, 121, 122, 123, 124, 125, 126, 127, ...173
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 768 - 770 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне кӑмӑллӑ пулӑмсемпе асрӑ юлӗ. Сирӗнтен ҫакӑ кӑна кирлӗ: ҫитес вӑхӑт валли тӗллевсене палӑртмалла тата шалти сасса шанмалла. Анчах ҫывӑх ҫынсемпе ытлашши ҫирӗп ан пулӑр, вӗсене тимлӗх уйӑрӑр. Ку сире вӑрҫӑнасран хӑтарӗ.

Нарӑс, 06

1938
87
Чекушкин Виталий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи