Персона
Михаил Скворцов Юрий Ефимова халалланӑ анлӑ ларура Чӑваш чӗлхи ӑслӑлӑхӗ паян пысӑк ҫухату тӳсрӗ — пирӗнтен паллӑ чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, сӑмах пуххисен ӑсти Михаил Иванович Скворцов уйрӑлса кайнӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл сахал мар ӗҫ турӗ, туса ҫитермен ӗҫӗсем те чылайччӗ унӑн. Сӑмахран, «Бхагавад-Гита» (индуизм тӗнӗн тӗп кӗнекисенчен пӗри) кӗнекене чӑвашла куҫарса халӑх патне ҫитересшӗнччӗ. Ҫавӑн пекех медицина терминӗсен словарьне хатӗрлетчӗ, ҫӗнӗ пысӑк чӑвашла-вырӑсла словарь кӑларас ӗҫпе ӗҫлетчӗ. Скворцов Михаил Иванович 1933 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Иккӗмӗш Хурамалта ҫуралнӑ. Хусан университечӗн филологи уйрӑмӗнче (1954), Мускаври университет ҫумӗнчи Хӗвел тухӑҫ чӗлхисен институтӑн араб чӗлхисен уйрӑмӗнче (1964), аспирантурӑра (1971) пӗлӳ пухнӑ. Михаил Иванович ытларах енӗпе словарьсем хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл калаҫу кӗнекисем те пичетлесе кӑларнӑ. Сывпуллашу вӑхӑчӗпе вырӑнӗ пирки: сывпуллашу шӑматкун, раштавӑн 3-мӗшӗнче 11 сехетре Шупашкар, Граждан урамӗ, 19 адреспа («Ритуаллӑ пулӑшу» («Ритуальные услуги») МУП) пулӗ. |
Персона
Тутимӗр Сувар скульптор Паян Чӑваш Енри хальхи вӑхӑтри паллӑ скульпторсенчен пӗри Владимир Нагорнов (Тутимӗр Сувар) 60 ҫул тултарнӑ. Ӑна чылайӑшӗ пысӑк монументсен авторӗ пулнипе пӗлет-тӗр. Портретсен галерейи те унӑн пуян. Атӑл кӳлмекӗ хӗрринчи Амӑш палӑкӗн авторӗ те — Владимир Нагорновах. 2003 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче уҫнӑскере хӑшӗсем халӗ Шупашкарӑн элемӗ кӑна мар, Чӑваш Енӗн те тесе хаклаҫҫӗ. Скульпторӑн ытти паллӑ ӗҫӗ шутӗнче, тӗслӗхрен, Пушкӑртстанри Слакпуҫӗнче (1991 ҫулта) тата Шупашкарта (1995 ҫулта), Шупашкарта Петӗр Хусанкая, Чӗмпӗрте Иван Яковлева, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинчи шкулта ҫунса вилнисене чысласа лартнӑ палӑксене асӑнма пулать. Владимир Нагорнов Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Леонид Вакс полковник Чӑваш Енри шали ӗҫсен министрӗн ҫумне Сартури ҫынна ҫирӗплетнӗ. Унпа Сергей Неяскин министр чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче паллаштарнӑ. Пысӑк должноҫ йышӑннӑ ҫӗнӗ ҫын — Леонид Маркович Вакс, вӑл — шалти службӑн полковникӗ. Сергей Неяскин хӑйӗн ҫумне ӑста тата опытлӑ ертӳҫӗ тесе хакланӑ. 1973 ҫулта ҫуралнӑ Леонид Вакс шалти ӗҫсен тытӑмӗнче ҫирӗме ҫитсен тимлеме тытӑннӑ. Тамбов облаҫӗнче те ӗҫленӗ, Сарту тӑрӑхӗнче те. Налук преступленийӗсем тата пуҫиле шырав енӗпе пуҫлӑх вырӑнӗсене йышӑннӑ. Юлашки виҫӗ ҫулта вӑл Сарту облаҫӗнче ШӖМӗн Тӗп управленийӗнче штаб пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. ЧР ШӖМӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, Леонид Вакс икӗ аслӑ пӗлӳллӗ, ведомство наградисемпе ӑна темиҫе те наградӑланӑ. Авланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Музея уҫма пуҫтарӑннӑ самант Куславкка районӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройне Сергей Бутякова асӑнса вӑл ҫуралнӑ ялта музей уҫасшӑннине эпир кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Сергей Бутяков 1916 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Куславкка чӑвашӗн ачалӑх ҫулӗсем кӳршӗллӗ Мари Элти Шуланкӑ (Звенигово) хулинче иртнӗ. Сергей Бутяков танкист пулнӑ. Карели фронтӗнче финсемпе ҫапӑҫнӑ чух, 1940 ҫулта, механик-танкист вилнӗ хыҫҫӑн ҫар машинине хӑй тытать. Ҫапах та ҫапӑҫура вӑйсем тан пулман: танк хыпса илет, экипаж ҫунса каять. Сергей Бутякова вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ ят панӑ. Вӑл — Карели фронтӗнчи ҫапӑҫура ҫав шайри паттӑр ятне илнӗ Чӑвашри пӗрремӗш ҫын. Район администрацийӗ музей уҫма укҫа-тенкӗпе пулӑшма ыйтса хӑйӗн сайтӗнче хыпар вырнаҫтарнӑччӗ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче куславккасен ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗнӗ — Сергей Бутяковӑн тӑван ялӗнче, Анат Шуршура, унӑн музейне вулавӑш пулнӑ ҫуртра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Укҫа-тенкӗпе пулӑшнисем тата район администрацийӗ тав тунисем хушшинче питӗ нумай ята асӑнса кайнӑ. Ҫавсен хушшинче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ӗнерхи Сергей Паршаков паян Анселл Ламмерт Шупашкар каччи Сергей Паршаков ятне-шывне, тӗнне ылмаштарса Чех Республикине пурӑнма тухса кайнӑ. Хӑвӑрт утассипе тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ ҫак ҫын тупӑшӑва кайма кредит та илме тивнине «Чемпионат» спорт порталӗ паян пӗлтернӗ. Каччӑ Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ. Анчах 17 ҫула ҫитиччен чӑваш ҫӗрӗ ҫинче хӑйӗн тӑванӗ патне килсе хирте сахал мар ӗҫленӗ, аслӑ шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра урам та шӑлнӑ, хуралҫӑ та пулнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти ЧПУра тухтӑра вӗреннӗ, ҫав вӑхӑтрах спорт секцине ҫӳреме пуҫланӑ. Кайран каччӑ Питӗрти Пирогов ячӗллӗ медицинӑпа хирруги центрӗн ординатуринче ӑс пухнӑ, ҫав вӑхӑтра вӑл тухтӑрта ӗҫлеме пуҫланӑ. Йывӑр чире палӑртнӑ хыҫҫӑн каччӑ ятне-шывне, тӗнне ылмаштарса Чех Республикине Интернет урлӑ паллашнӑ савнӑ хӗрӗ патне тухса кайнӑ, унпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Паян Анселл Ламмерт ятпа ҫӳрекенскер Чех Республикинчи хӑвӑрт утакансен пӗрлештернӗ ушкӑнне лекме ӗмӗтленет. Хӑй вӑл Прага ҫывӗхӗнчи пӗр пульницӑра анестезиолог-реаниматологра ӗҫлет. Спорт мастерӗ усал чире ҫӗнме тем пекех ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Паян чӑвашсен паллӑ артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Паян вӑл 93 ҫул тултарнӑ. Вера Кузьминичнӑна халӑх юратать, вӑл калӑпланӑ рольсем чылай ҫынна макӑртнӑ, култарнӑ. Вӑл чӑваш культуришӗн сахал мар ӗҫ тунӑ. Пултарулӑхра артистка 70 ҫул ӗҫленӗ. «Хура ҫӑкӑр» спектакльти амӑшӗн ролӗ чылайӑшӗн асӗнче. «Юнлӑ туй», «Ҫӗпӗр дивизийӗ», «Куккук ҫаплах авӑтать», «Нарспи», «Айдар»… Вун-вун спектакльти сӑнара калӑпланӑ вӑл. Вера Кузьминична Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пуҫӗпех парӑннӑ, халӑха савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Владимир Доброхотов Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗ пулнӑ Владимир Доброхотова республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Хушӑва ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. «Дорэкс» акционерсен уҫӑ обществин пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Доброхотова транспорт ведомствине ертсе пыма иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Министр пуканне тивӗҫнӗ ҫав ҫын «Дорэкса» ертсе пыма тытӑниччен тӳре-шарара ӗҫлесе пӑхнӑ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе ҫумӗнче тимленӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ку должноҫе Михаил Резникова лартрӗҫ. Ӗнертенпе Владимир Анатольевич республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче тӑрӑшма тытӑннӑ. Унта вӑл Сергей Артамонов министра ҫум должноҫӗнче пулӑшӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Александр Яковлев орнитолог Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта ҫуралса ӳснӗ Александр Яковлев орнитолог ӗнер хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче: утравсемпе тинӗссем хӗрринче — кайӑк-кӗшӗк тӗнчине тӗпчекен маттур ҫак ҫынна ҫутӑ тӗнчене килнӗ ятпа Лӑпкӑ океан (Чукотка, Сахалин, Курил утравӗсем) хӗрринче пурӑнакансенчен пуҫласа Атлантика (Германи, Англи, Франци, Израиль...) таранах саламланӑ. Ӑшӑ сӑмахӗсем Раҫҫей, Казахстан, Украина, Беларуҫ урлӑ вӗҫнӗ. Шупашкар район ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗскере юлташӗсем, ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем, студентсем, фотографсем, ҫулҫӳревӗҫсем, кайӑк-кӗшӗке юратакансем, биологсем, ҫутҫанталӑкӑн уйрӑмах хӳтӗлемелли вырӑнӗсенче ӗҫлекенсем ырӑ суннӑ. Фейсбукри хӑйӗн страницинче пурне те тав тунӑ май Саша Яковлев малашне те хӑйӗн сӑнӳкерчӗкӗсемпе савӑнтарма тата ҫутҫанталӑк ҫинчен каласа кӑтартма шантарать. Юлашки ҫулсенче Саша тӗрлӗ тӑрӑха кайса унти кайӑк-кӗшӗке тӗпчет. Пурне те хут ҫине куҫарать вӑл, ӳкерсе те илет. Аякри ҫӗрсенчи кайӑк-кӗшӗк тӗнчине ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пек тӗпчессине Александр Яковлев 2013 ҫулта Курил утравӗ ҫинчи пысӑк сӑмсаллӑ ула кураксенчен пуҫланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта иртнӗ наци культурисен фестивалӗнчен Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мария Мареева Михаил Игнатьев Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗпе таврӑннӑ. Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви тата республикӑри наципе культура пӗрлешӗвӗсем ирттернӗ мероприятире Михаил Игнатьев республикӑра 128 наци ҫынни туслӑн пурӑннине аса илтернӗ. Чӗлхе те, тӗн те чӑрмав маррине палӑртнӑ вӑл. Михаил Игнатьев шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсене тӑван ҫӗре, тӑван ҫӗршыва юратни пӗрлештерет. Чӑваш наци конгресӗн пайташне Мария Мареевана Михаил Игнатьев наци культурине аталантарма тӳпе хывнӑшӑн тата общество пурнӑҫӗнчи хастралӑхшӑн тав тунӑ. Фестивальте республикӑна ертсе пыракансем, депутатсем, ӗҫлӗ ытти ҫынпа наци пӗрлешӗвӗсен пайташӗсем сӑмах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Муркаш районӗнчи Москакассинче пурӑнакан Неонила Белова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл халӗ 10 мӑнукпа, вӗсен 12 ачипе, 2 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Ҫулӗсем самай пулин те кинемей шӳтсене ӑнланать, хастар пулма тӑрӑшать. Юбиляр уявне ҫемйипе паллӑ тунӑ. Ҫамрӑк чухне Неонила Степановна Шупашкарти ҫар хӳтӗлевӗн савутӗнче тӑрӑшнӑ. 1939 ҫулта вӑл ӗҫтешне качча тухнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан упӑшки Семен Федорович фронта тухса кайнӑ. Неонила Степановна килте ачапа юлнӑ. Телее, мӑшӑрӗ вӑрҫӑран сывах таврӑннӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем йӗркеллех пурӑннӑ, колхозра ӗҫленӗ. Неонила Степановнӑна сумлӑ юбилейпе саламлама районти тӳре-шара та килнӗ. Вӗсем кинемее ҫирӗп сывлӑх ӑнӑҫу суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 768 - 770 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чекушкин Виталий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |