Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.0 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Йӗпреҫ художникӗ 60 ҫул тултарнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 02.07.2020 07:33 | 173 хут пӑхнӑ
Персона

Паян, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп художникӗ Валентин Федоров хӑйӗн 60 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать.

Валентин Федоров Йӗпреҫ поселокӗнче 1960 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Тӑван поселокри 1-мӗш шкулта вӗреннӗ, 1978 ҫулта Шупашкарти художество училищине пӗтернӗ. 1990 ҫулта вӑл Мускаври МХАТри шкул-студире спектаклӗн тулаш формине йӗркелес, сцена художникӗ-технологӗ пулас ӑсталӑха алла илнӗ. Малтан вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче художникӗ-постановщикӗ пулса ӗҫлет. 1989 ҫултанпа Оперӑпа балет театрӗнче тӗп художникра тӑрӑшма тытӑннӑ. 2017-2018 ҫулсенче унта директор пулса ӗҫленӗ, халӗ каллех тӗп художникра тӑрӑшать.

Валентин Федоров – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн II степеньлӗ орден медалӗпе чысланӑ.

#культура, #художниксем, #Йӗпреҫ, #юбилейсем, #театрсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Музыка училищи юбилее хатӗрленет
2019, 12, 10
Валерий Яковлев ҫинчен кӑларнӑ кӗнекене хӑтлӗҫ
2020, 01, 21
Пукане театрӗн юбилейне тӳрӗ эфирта ирттернӗ
2020, 04, 16
Оперӑпа балет театрне уҫнӑранпа 60 ҫул ҫитет
2020, 05, 18
«Мӑнаҫлан, Чӑваш Ен!» юрӑ марафонӗ вӗҫленчӗ
2020, 06, 24

Комментари:

Тимӗр Акташ // 2388.95.3686
2020-07-02 10:51
Саламлатпӑр!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org