Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -17.0 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Пукане театрӗн юбилейне тӳрӗ эфирта ирттернӗ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Таисия Ташней 16.04.2020 07:54 | 372 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш патшалӑх пуканӗ театрӗ 75 ҫул тултарнӑ май Интсаграмра ӗнер 19 сехетре тӳрӗ эфир йӗркеленӗ. Ӑна ӳнер учрежденийӗн пуҫлӑхӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елизавета Абрамова тата театрӑн илемлӗх ертӳҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов ертсе пынӑ.

Пӗр сехете яхӑн пынӑ эфир вӑхӑтӗнче театрӑн историйӗпе, унӑн сумлӑ ҫыннисемпе паллаштарнӑ.

Театр 1945 ҫулта Сергей Мерзляков пьеси тӑрӑх «Три подружки» спектакле лартнӑ. Шӑпах Сергей Мерзляков пуҫарса янӑ та ку учреждение. Вӑлах театрӑн пӗрремӗш директорӗ тата режиссерӗ пулнӑ.

Юбилей тӗлне театрта «Чувашскому театру кукол - 75!» (чӑв. Чӑваш пукане театрӗ — 75 ҫулта) онлайн-фестиваль йӗркеленӗ. Ҫавна май вӑл видеосюжетсем тата онлайн-трансляцисем ирттерет.

#тӗнче тетелӗ, #культура, #театрсем, #юбилейсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкар юбилейӗ тӗлне ҫырнӑ гимн ҫӗнтерӳҫи паллӑ
2019, 08, 20
Андриян Павлов режиссера юбилейпа саламлаҫҫӗ
2019, 08, 28
Шӑмӑршӑсем Валерий Яковлев юбилейне уявлӗҫ
2019, 09, 25
Музыка училищи юбилее хатӗрленет
2019, 12, 10
Валерий Яковлев ҫинчен кӑларнӑ кӗнекене хӑтлӗҫ
2020, 01, 21

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org