Персона
![]() Ольга Нестерова Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп дирижерне Ольга Нестеровӑна РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗн ятне панӑ. ЧР Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна патшалӑх наградине парасси пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин хушу алӑ пуснӑ. Ольга Нестерова – ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ. Вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУ, Чулхулари М.И.Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторине пӗтернӗ, Мускаври П.Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче стажировка тухнӑ. Ольга Сетнеровна Чӑваш патшалӑх оперӑпра балет театрӗнче 1987 ҫултанпа вӑй хурать. 2004 ҫултанпа – симфони оркестрӗн дирижерӗ, 2008 ҫултанпа – театрӑн ӳнер ертӳҫи тата тӗп дирижерӗ, пӗлтӗртенпе – тӗп дирижер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян чӑваш эстрадин мэтрӗ Иван Иванович Христофоров пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пултаруллӑ юрӑҫ сцена ҫинчен те анманччӗ-ха, концертсенче юрлатчӗ. Шел, инсульт (малтанлàха пèлтернè тàрàх) унӑн пурнӑҫне тӑрук татнӑ. Иван Иванович кӑҫал пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 83 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1935 ҫулта Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Иван Христофоров Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ҫавал» ансамбльте ӗҫленӗ, Чӑваш радиопа телекуравӗн хорӗнче юрланӑ. Унӑн репертуарӗнче – 350 ытла чӑваш тата вырӑс юррисем. Вӑл хӑй ҫырнӑ юрӑсене те шӑрантарнӑ, баян, гитара, тӑмра каланӑ. Иван Христофоров – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ. Вӑл икӗ хӗрпе пӗр ывӑла ура ҫине тӑратнӑ. Иван Ивановичпа ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура кермӗнче 11 сехетре сывпуллашӗҫ. |
Персона
![]() Шупашкарта пурӑнакан Ксения Глунцова каллех «Давай поженимся» кӑларӑма хутшӑннӑ. Ӳкерӳ ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулнӑ. Вӑл хӑҫан эфира тухасси хальлӗхе паллӑ мар. Ксения унта улттӑмӑш ҫул ӗнтӗ хутшӑнать. Хальхинче Ксения виҫӗ хӗртен пӗри пулнӑ. Шел те, Феодосирен килнӗ каччӑ ӑна мар, Мускавра пурӑнакан ачаллӑ хӗрарӑма суйланӑ. «Эпӗ пӑшӑрханмастӑп. Хамӑн шӑпана тӗл пуласса ӗненетӗп», - тет Ксения Глунцова. Ксюша каланӑ тӑрӑх, кӑларӑм ертӳҫи Лариса Гузеева ӑна ҫӗнӗ сӑмса парнелесшӗн. Ксюша вӑрӑм сӑмсаллӑ пулнӑшӑн пӑшӑрханать. «Халӗ эпӗ медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухатӑп, анализсем паратӑп. Ҫурла уйӑхӗччен, «Давай поженимся» кӑларӑм юбилейӗ тӗлне, эпӗ питӗ хитре пуласса шанатӑп», - ҫапла каланӑ Ксюша. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Елена Чернова. Сар.ru cӑнӗ. Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗн пуканӗ пушӑччӗ. Ун ҫине кам ларасси паян паллӑ пулчӗ. Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ хушу тӑрӑх, ку должноҫе Муркаш район администрацийӗн культурӑпа архив ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Елена Чернова йышӑннӑ. Палӑртса хӑвармалла, Елена Чернова 1974 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ, Хусан патшалӑх культурӑпа искусство академийӗнче тата Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх ӗҫӗн академийӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗреннӗ. 1991 ҫултанпа тӗрлӗ должноҫра ӗҫленӗ: Муркашри ача-пӑча тӗп библиотекин методисчӗ, районӑн тӗп вулавӑшӗн аслӑ библиографӗ, методикӑпа библиографи пайӗн пуҫлӑхӗ, районти библиотекӑсен тытӑмӗн директорӗ, район администрацийӗн вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт пайӗн эксперт специалисчӗ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ӗнер Чӑваш Енен пӗрремӗш президенчӗ, РФ Федераци Канашӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Николай Федоров 60 ҫул тултарнӑ. Вӑл хӑйӗн юбилейне Алтай Республикинче кӗтсе илнӗ. Ӑна унта регион пуҫлӑхӗ Александр Бердников чӗннӗ. Николай Васильевич Алтайра Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ уява хутшӑннӑ: Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм патне чечексем хунӑ, Ҫӗнтерӳ парадне йышӑнӑ. Вӑл Федераци Канашӗн Председателӗн Валентина Матвиенкӑн саламне те илсе ҫитернӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче экс-президент Чӑваш Ен пирки те аса илнӗ. «Сирӗнпе ҫакӑн пек калаҫатӑп, мӗншӗн тесен нумай ӗмӗр каялла Алтайра чӑваш халӑхӗн историйӗ те пуҫланнӑ. Пирӗн несӗлсем пӗрле ҫапӑҫнӑ, ҫутҫанталӑка парӑнтарнӑ. Тавралӑха тепченӗ тата хӑйсен философине йӗркеленӗ», - тенӗ Николай Федоров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкарта пурӑнакан 101 ҫулти ветерана Ксения Редьковӑна ШӖМ ӗҫченӗсем Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ. Ксения Порфирьева пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑ пулин те хӑйне чиперех туять, вӑй-халӗ те пур. Шупашкарти полици пуҫлӑхӗ Сергей Павлов ветерана саламланӑ. Ксения Редькова Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче фельдшерта ӗҫленӗ, салтаксемпе офицерсен пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл шалти ӗҫсен органӗнче вӑй хунӑ. Ксения Редькова вӑрҫӑра «чӗлхе» тытма та кайнӑ. Ку савет салтакӗсене кӑна мар, тӑшмансене те тӗлӗнтернӗ. Ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр Орденӗпе, Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн», «Берлина илнӗшӗн», «Ҫарти паттӑрлӑхшӑн» тата ытти медальпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Людмила Иванова Чӑваш журналистикин ветеранӗ Людмила Куприяновна Иванова пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Людмила Иванова упӑшкипе ывӑлне пытарнӑ хыҫҫӑн кӗҫӗн ывӑлӗпе кун кунланӑ. Вӑл ватӑскере пӑхнӑ. Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пултаруллӑ пичет ӗҫченӗ куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Нумаях пулмасть вӑл 80 ҫул тултарнӑ. Людмила Куприяновна 1938 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл шкултан вӗренсе тухсан машинопись курсӗнче ӑс пухнӑ. Вӑл пурнӑҫне КПСС чӑваш обкомӗн издательствипе (халӗ «Чӑваш Ен» издательство) ҫыхӑнтарнӑ. «Коммунизм ялавӗ» (халӗ «Хыпар») хаҫатра малтан ӗҫленӗ, кайран «Ҫамрӑк коммунист» тата «МолодежКа» («МК») хаҫатсене чылай ҫул вӑй хунӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан «Ҫилҫунатра» ӗҫленӗ. Людмила Куприяновнӑна ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Явӑш ҫӑви ҫинче пытарнӑ. |
Персона
![]() Иван Архипов. Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Енӗн культура национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумне Иван Архипова ӗҫрен кӑларнӑ. Кун пирки республикӑн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин йышӑну кӑларнӑ. Документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ. «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарланӑ тӑрӑх, Иван Архипов министр ҫумӗнче 2014 ҫултанпа ӗҫленӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра регионти туризм тытӑмне пӑхса-сӑнаса тӑрассине Культура министерствине панӑ. Ҫакна кура Иван Петрович республикӑра туризма аталантарас енӗпе вӑй хунӑ. Каласа хӑвармалла, «Правда ПФО» журналисчӗ тӳре пуканне пушатнӑ Иван Архиповпа телефонпа ҫыхӑннӑ, лешӗ ӑна хӑй ирӗкӗпе ӗҫрен кайни ҫинчен каланӑ. Малашне вӑл ӑҫта тӑрӑшӗ? Хальлӗхе ку паллӑ мар, хӑй шарламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Айдар Хисамутдинов. Чӑваш халӑх, республикӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Айдар Хисамутдинов ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет труппин ертсе пыракан солисчӗ 36 ҫулта кӑначчӗ. Чӑваш Енӗн Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, «Вырӑс культурине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» виҫҫӗмӗш степеньлӗ Дягилев орденӗн кавалерӗ, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ гениллӗ артистпа паян, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, тӑван театрӗнче сыв пуллашнӑ. Калӑпланман мӗн чухлӗ сӑнар, лартман мӗн чухлӗ спектакль юлчӗ. Айдар Хисамутдинов пурнӑҫран питӗ ир уйрӑлса кайрӗ. Раҫҫейӗпе паллӑ артист ҫӳлерех асӑннӑ наградӑсемсӗр пуҫне вун-вун конкурс-фестивале хутшӑнса палӑрнӑччӗ. Акӑ, сӑмахран, Пӗтӗм Раҫҫейри «Атӑлҫи театр сезонӗсем» фестивальте «Музыка спектаклӗнчи арҫын рольне чи лайӑх калӑплакан» ята ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Хусан патшалӑх хореографи училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 2001 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне килнӗ те кунта чунӗпе парӑнса ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ, 2003 ҫулта Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ята тивӗҫнӗ Александр Степанов (Пӑртта) 55 ҫул тултарнӑ. Красноармейски районне кӗрекен Алманч ялӗнче ҫуралнӑскер Ярославльти театр училищинче вӗреннӗ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш пукане тетарӗнче ӗҫленӗ, кайран Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне куҫнӑ. Унта ӑна Н. Сидоров пьесипе лартнӑ «Шупашкарти савни» спектакльти тӗп сӑнара тӳрех шанса панӑ. Ҫак ҫулсенче Александр Пӑртта Б. Чиндыковӑн «Урасметӗнчи» Тусмета, Н. Сидоровӑн «Кӗтрӗм сана, кӗтрӗмӗнчи» Сашӑна, Е. Еллиевӑн «Пирӗн пурнӑҫ ҫавнашкалӗнчи» Сергея, Ф. Галиев «Чуниллинчи» Гаптрие, Ф. Буляковӑн «Пилсӗр юратӑвӗнчи» Булата, М. Ладон «Ирпе автан авӑтсанӗнчи» Хуҫана, А. Хмытӑн «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗмӗнчи» Сӑхман Сахрунне вылянӑ. Унӑн пур сӑнарне халӗ асӑнса та пӗтереймӗн. Александр Пӑртта сӑвӑсем, поэмӑсем тата пьесӑсем ҫырать. Унӑн ӗҫӗсене Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен тата Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗсенче лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |