Ӗнер, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, чӑваш поэчӗн Любовь Мартьяновӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Кун пирки Марина Карягина сӑвӑҫ, тележурналист «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче хыпарланӑ, ӑна асӑнса сӑвӑ ҫырнӑ.
Любовь Васильевна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче 1950 ҫулта ҫуралнӑ. Кӑҫал поэтӑмӑрӑн раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 72 ҫул тултармаллаччӗ. Любовь Мартьянова – 4 сӑвӑ кӗнеке авторӗ. Унӑн пӗрремӗш сӑввисем студентсен литература пӗрлешӗвӗн «Ҫилҫунат» кӑларӑмӗнче тата «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра пичетленнӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче Любовь Васильевна «Тӑван Атӑл» журналта ӗҫленӗ.
Agabazar // 1147.86.8198
2022.10.19 09:54 | |
Agabazar // 1147.86.8198
2022.10.19 12:55 | |
Пĕр хутчен курнă, калаçнă. | |
Тимӗр Акташ // 2998.45.1802
2022.10.19 15:19 | |
Шупашкарти Пичет ҫуртӗнче 6-мӗш хутра кӳршӗллӗ редакцисенче ӗҫлерӗмӗр. Лӑпкӑ сӑпайлӑ ҫын пулнӑ. Хурланатӑп.
| |
Вӑлах // 2998.45.1802
2022.10.19 21:36 | |
Пӗрле хурланатӑп. |
Чечек акрӑм та,
Шӑтса тухрӗ пуль хытӑ чул. (с)