Персона
![]() Ӗнер Любовь Мартьянова сӑвӑҫ 70 ҫул тултарнӑ. «Ҫӗр ҫинчех ҫуралса та ҫӗре кӗнисем Паян кун та — эпир — ҫут тӗнче куҫӗнче. Ҫӗр ҫинчех ҫуралса та ҫӗре кӗнисем Паян кун парӑмра сар хӗвел умӗнче». Ку йӗркесем — «Асатте-ши вара ассӑн-ассӑн сывлать...» сӑвӑран. Любовь Мартьянова 1950 ҫулхи раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче ҫуралнӑ. Шкултан вӗренсе тухсан пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Каярах Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1974-1977 ҫулсенче Патӑрьел районӗнчи Турханти вӑтам шкулта вӗрентнӗ. 1977 ҫултан пуҫласа «Тӑван Атӑл» журналта поэзи пайне ертсе пынӑ. Любовь Мартьянова — 1986 ҫултанпа Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Митта Ваҫлей ячӗллӗ преми лауреачӗ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |