Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Слакпуҫӗнче К.В. Ивановӑн музей-ҫуртне уҫнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 29.11.2020 17:15 | 274 хут пӑхнӑ
Культура

Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ музей-ҫурта уҫнӑранпа паян 80 ҫул ҫитнӗ. Сумлӑ дата пирки Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова ҫыравҫӑсен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче паян аса илтернӗ.

Слакпуҫӗнчи музей комплексӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, К.В. Ивановӑн музей-ҫуртне уҫма Пушкӑртстан правительстви 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче йышӑну тунӑ. Музея поэт ҫуралнӑ килте уҫнӑ. Ӑна йӗркелекенӗ Петр Кудряшев пулнӑ. Поэт ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалласа 1940 ҫулта палӑк та лартнӑ.

#ҫыравҫӑсем, #музейсем, #Пушкӑртстан, #Пишпӳлек, #Слакпуҫ, #поэтсем, #астӑвӑм, #юбилейсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/museumslakbash
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Илпек Микулайӗ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитрӗ
2020, 05, 24
Сумлӑ ҫынсем юбилейӗсене паллӑ тӑвӗҫ
2020, 08, 05
Стихван Шавли тӑванӗсем пуҫтарӑннӑ
2020, 09, 16
Иван Мучин пултарулӑхӗпе паллашнӑ
2020, 09, 30
Ашмарина асӑнса курав уҫӑлӗ
2020, 10, 04

Комментари:

Хамӑр ял // 4273.97.1079
2020-11-29 21:22
Хале Слакбаш (Слакпус) Яле Бишбуляк районне мар, Белебей районне керет.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org