Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.0 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Олег Мустаев 55 ҫул тултарнӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 04.12.2020 19:31 | 544 хут пӑхнӑ
Персона
hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ
hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи хастар чӑваш арӗ Олег Мустаев 55 ҫул тултарнӑ.

Юбиляр 1965 ҫулхи раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Ейпеҫре ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ. 1990 ҫулта вӑл Чӑваш наци чӗрӗлӗвӗн партине кӗнӗ. 1992 ҫулта ӑна Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ Канашӗн пайташне, 1995 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшнче ӑна Турцири Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен ассамблейин пайташне суйланӑ.

Олег Мустаев ҫамрӑкранпах чӑвашлӑхшӑн хыпса-ҫунса тӑрать. Хальхи вӑхӑтра вӑл чӑвашлӑх юхӑмне Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче аталантарать. 1993 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята панӑ. Халӗ вӑл — Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи.

#Чӗмпӗр, #Чӗмпӗр, #Елчӗк районӗ, #ЧПУ, #Аслӑ Ейпеҫ, #юбилейсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш Ене пӗтӗм ҫӗршыв саламлать
2020, 06, 24
Станислав Ильин 70 ҫул тултарнӑ
2020, 07, 03
Степан Лашман ҫуралнӑранпа – 125 ҫул
2020, 08, 06
Любовь Федорован кӗнекисене хӑтларӗҫ
2020, 09, 22
Нина Яковлевӑн юбилей каҫӗ иртӗ
2020, 11, 18

Комментари:

Базиль Кириллов // 2661.55.6394
2020-12-05 17:55
Ҫурмаккайсен патши марччӗ-и-ха ку ача?
Варык // 1726.84.3785
2020-12-08 16:42
Чăваш конгресĕн вице-президенчĕ пулас вăл тата.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org