Полици капитанӗ Сергей Ежов Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче Атӑл ҫинче катерпа патрульте пулнӑ. Ӑнсӑртран вӑл пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнине илтнӗ.
Пӗр арҫын путма пуҫланӑ иккен, шывран тухаймасть. Сергей Ежов ӗҫтешӗпе Максим Атласкинпа ӑна шывран туртса кӑларнӑ та катер ҫине хунӑ. Ӑна шӑнӑр туртса лартнӑ, хӑй тӑнне ҫухатман-ха.
Путма пуҫланӑ арҫын 30 ҫулта, вӑл – Самара ҫынни. Палӑртмалла: Сергей Ежов полици тытӑмӗнче 30 ҫула яхӑн ӗҫлесе 3 ҫынна путасран ҫӑлнӑ.