Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкас ялӗнче чӑвашсен паллӑ прозаикӗ, сӑвӑҫӗ, куҫаруҫи Юрий Григорьев (Айдаш) ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ ятпа пуҫтарӑннӑ. Юрий Григорьевич шӑпах ҫав ялта ҫуралнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Галина Матвеева пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Айдашпа
«пӗр парта хушшинче ларнӑ Юлия Николаева, унӑн тӑван шӑллӗ Валерий Семенов, истори учителӗ Петр Золов, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ӗҫлекен Ольга Тимофеева, Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ Улькка Эльмен, литература тӗпчевҫи, филологи наукисен докторӗ Виталий Родионов, Арсений Тарасов, Марина Карягина, Светлана Асамат, Галина Матвеева, Нина Пӑрчӑкан ҫыравҫӑсем тата ыттисем тухса» калаҫнӑ.
Юрий Айдаш Хусанти патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗ. Тутарстанри Пӑва районӗнче учительте, унтан Чӑваш Енӗ телевиденипе радиовещани комитетӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Тӑван Атӑл» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ.
Юрий Айдаш литературӑна «Йӗплӗ роза» (1969), «Кӑнтӑр ҫутипе» (1974) повеҫсемпе кӗнӗ, каярахпа поэзире ытларах тимлеме тытӑннӑ. Ю. Айдаш А. Пушкинӑн, Ю. Лермонтовӑн, С. Есенинӑн, А. Твардовскин, тӗрлӗ халӑх поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ, литературӑра пуян еткерлӗх хӑварнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкас ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ уплнӑ арҫынтӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем вӑл ҫӗрпе ҫыхӑннӑ суя документсем хатӗрленӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче пуҫлӑх ял тӑрӑхӗн хуҫалӑх кӗнекинчен суя выписка тунӑ. Ҫавна май унӑн пӗлӗшӗ Ҫавалкасри икӗ ҫӗр лаптӑкне хӑйӗн ҫине регистрациленӗ.
Арҫынна халӗ должноҫӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫӗнче "30 ҫул иртсен" ятпа юбилей концерчӗ иртнӗ. Ӑна вырӑнтисем ялти клуба уҫни 30 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ял ҫыннисене саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев та пырса ҫитнӗ.
Вырӑнтисем патне районти Культура ҫуртӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те концертпа кайнӑ. Ҫавӑнти Валерий Шакратов ертсе пыракан ушкӑнсем те, ветерансен хорӗ те, Ҫавалкасри Культура ҫуртӗнчи художество коллективӗ те (ертӳҫи Лидия Иванова) санарпуҫсене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
Вырӑнти клубсемпе Культура ҫурчӗсен пӗлтерӗшне палӑртса ырӑ сӑмах калакансем те пулнӑ. Чӑн та, Санарпуҫӗнчех, акӑ, тӗрлӗ кружок ӗҫлет. Вӗсене ачасем кӑна мар, аслӑраххисем, ҫав шутра пенсионерсем те, ҫӳреҫҫӗ.
Чӑвашсем Ҫӑварнине ӗлӗкех уявланӑ. Йӑлана халӗ те тытса пыма тӑрӑшаҫҫӗ, ялсенче пӗрле пухӑнса хӗле ӑсатаҫҫӗ, пӗр-пӗринчен каҫару ыйтаҫҫӗ, катемпи тавра ташлаҫҫӗ-юрлаҫҫӗ, вӑйӑсем выляҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасра Ҫӑварние ҫулленех ирттереҫҫӗ. Ӑна уявласси ҫирӗпленсех пырать. Кӑҫал та ял-йыш пӗрле пухӑннӑ, пӗрле савӑннӑ. Ялти организацисен ҫыннисем командӑна пухӑнса ӑмӑртусенче тупӑшнӑ.
Ҫӑварние апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе тухнӑ, алӗҫӗсен конкурсне ирттернӗ, такмаксем юрланӑ. Карл Маркс ячӗллӗ кооператив ӗҫченӗсен команди пуринчен те маттур пулса пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсен хушшинче чӑваш тумӗ тӑхӑннисем те курӑнкаланӑ.
Уява ертсе пынӑ Юлия Михайлова кӑҫал тыр-пул ӑнса пултӑр тесе ЯХПК ертӳҫине Валерий Шумилова алӑпа ӑсталанӑ «ҫӑкӑр вӑчӑрине» ҫакнӑ. Уяв яланхи пекех катемпие ҫунтарнипе вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (21)
Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ял уявне анлӑ паллӑ тунӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем, куравсем, концерт… Йӑлтах савӑнӑҫлӑ иртнӗ, халӑх кӑмӑлӗ ҫӗкленнӗ. Уявра уйкас кипексем, хӑнасем какай шӳрпипе сӑйланнӑ.
Уйкас Кипек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.В.Петров кунти халӑх ҫакнашкал уява чӑннипех те тивӗҫ пулнине палӑртнӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем ӗҫчен, тӑван кӗтес аталанӑвӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Уйкас Кипек культура центрӗн директорӗ Л.А.Михайлова «Кипек ен» фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсене Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Вӗсен йышӗнче — Ольга Осипова, Агриппина Игнатьева, Юлия Петрова, Галина Петрова, Людмила Христофорова, Юлия Христофорова, Лидия Васильева, Галина Данилова.
Концерта Ярмушкари «Утмӑлтурат» ушкӑн, Хорнсор Ҫармӑсри «Тарават», Ҫавалкас ял клубӗн культйӗркелӳҫи Екатерина Федорова, чӑваш эстрада юрӑҫисем хутшӑннӑ.
Ачасем батут ҫинче сиксе савӑннӑ.
Кӑҫал Уйкас Кипек тата Ҫӗнӗ Сӑрьел ялӗсен командисем волейболла выляса вӑй виҫнӗ. Уйкас Кипек маттурӗсем хӑнасене ҫӗнтернӗ.
Халӗ чӑвашла туй кӗрлеттерекенсем юлмарӗҫ те пулӗ. Пинте пӗрре тӗл пулсан кӑна. Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасра вара чӑвашла туй кӗрлеттернӗ.
Анастасия тата Леонид Мокшинсем ҫывӑх ҫыннисене, тӑванӗсемпе тус-юлташне кӗрекене пухнӑ. Хӑна-вӗрле туй ӗҫкине тӗрӗллӗ чӑваш кӗпи, илемлӗ саппун ҫакса пынӑ. Туй арӑмӗсем купӑс кӗввипе чӑвашла ташласа, юрласа ҫамрӑк ҫемьен пӗрремӗш уявне илем кӳнӗ.
«Чӑваш йӑмри» литература ӑмӑртӑвӗ пирки эпир нумай пулмасть кӑна пӗлтертӗмӗр — паян вара пӗрремеш хайлавсем килсе ҫитрӗҫ. Енчен те иртнӗ ҫулсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкулӗн ачисем маттурлӑха кӑтартса чи малтанхи калава ярса паратчӗҫ пулсан, хальхинче Вӑрнар районӗнчи Туҫи-Мӑрат шкулӗн вӗренекенӗсем палӑрчӗҫ.
Иккӗн вӗсем — Ольга Мироновӑпа Карина Малова. Ольгӑн калавӗ «Йӑмрапа этем» ятлӑ. Вулакан унта килте ӳсекен ӳсентӑрана енле ерчетме пуҫланине пӗлме пултарӗ. Каринӑн юмахӗ вара «Тунката» ятлӑ. Ҫамрӑк ҫыравҫӑ хӑйӗн хайлавӗнче мӑнкӑмӑллӑха сивлет, пурне те хисеплеме вӗрентет.
Асилтеретпӗр, «Чӑваш йӑмри» литӑмӑртӑва Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ йӗркеленӗ. Кӑҫал вӑл ҫиччӗмӗш хут иртет. Хутшӑнакансен (11 ҫултан аслӑрах ачасем, 30 ҫултан кӗҫӗнрех ҫамрӑксем тата шкулта ӗҫлекенсем) хӑйсен хайлавне йӑмрапа ҫыхӑнтарса ҫырмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ. | ||
| Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |