Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Литӑмӑртӑва пӗрремӗш хайлавсем ҫитрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.03.2013 00:17 | 1730 хут пӑхнӑ

«Чӑваш йӑмри» литература ӑмӑртӑвӗ пирки эпир нумай пулмасть кӑна пӗлтертӗмӗр — паян вара пӗрремеш хайлавсем килсе ҫитрӗҫ. Енчен те иртнӗ ҫулсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкулӗн ачисем маттурлӑха кӑтартса чи малтанхи калава ярса паратчӗҫ пулсан, хальхинче Вӑрнар районӗнчи Туҫи-Мӑрат шкулӗн вӗренекенӗсем палӑрчӗҫ.

Иккӗн вӗсем — Ольга Мироновӑпа Карина Малова. Ольгӑн калавӗ «Йӑмрапа этем» ятлӑ. Вулакан унта килте ӳсекен ӳсентӑрана енле ерчетме пуҫланине пӗлме пултарӗ. Каринӑн юмахӗ вара «Тунката» ятлӑ. Ҫамрӑк ҫыравҫӑ хӑйӗн хайлавӗнче мӑнкӑмӑллӑха сивлет, пурне те хисеплеме вӗрентет.

Асилтеретпӗр, «Чӑваш йӑмри» литӑмӑртӑва Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ йӗркеленӗ. Кӑҫал вӑл ҫиччӗмӗш хут иртет. Хутшӑнакансен (11 ҫултан аслӑрах ачасем, 30 ҫултан кӗҫӗнрех ҫамрӑксем тата шкулта ӗҫлекенсем) хӑйсен хайлавне йӑмрапа ҫыхӑнтарса ҫырмалла. Хушма тема «Авӑлхи паттӑрсем» ятлӑ. Хайлавсене эпир кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнатпӑр.

#Вӑрнар районӗ, #Штанаш, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #литература, #ӑмӑртусем, #Чӑваш йӑмри, #Ҫавалкас, #Туҫи-Мӑрат

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем