Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкара паллӑ артистсем — Ольга Кабо тата Дмитрий Щербина — килнӗ. Вӗсем Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче Николай Мордвинова халалланӑ асӑну каҫне хутшӑннӑ. СССР халӑх артисчӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ.
Николай Дмитриевич Моссовет ячӗллӗ театрта чӗрӗк ытла ӗмӗр ӗҫленӗ, унӑн историйӗнче йӗр хӑварнӑ. Ольга Кабо тата Дмитрий Щербина хальхи вӑхӑтра шӑпах унта вӑй хураҫҫӗ. Вӗсем уяв каҫӗнче сцена ҫине тухнӑ.
Вӗсемсӗр пуҫне Шупашкара ҫав театртах вӑй хуракан Екатерина Девкина тата Владимир Андриянов килнӗ. Вӗсем кунта гастрольпе те ҫитнӗ. Вырӑс патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче спектакльсем кӑтартнӑ. Тӗслӗхрен, Олег Рой романе тӑрӑх лартнӑ «Неотправленные письма» спектакль лартнӑ.
