Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ҫулсерен иртекен фантастикӑлла хайлавсем ӑмӑртӑвӗ пуҫланни пирки пӗлтереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл, пӗлтӗрхи конкурсра ҫӗнтернисем суйланипе «Чӑваш йӑмри» ятлӑ пулӗ.
Хутшӑнакансен (11 ҫултан аслӑрах ачасем, 30 ҫултан кӗҫӗнрех ҫамрӑксем тата шкулта ӗҫлекенсем) кӑҫал хӑйсен хайлавне йӑмрапа ҫыхӑнтарса ҫырмалла пулӗ. Яланхи пекех хушма тема та пур — вӑл «авӑлхи паттӑрсем» ятлӑ.
Литература ӑмӑртӑвӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑлӗ — ку вӑхӑтра хутшӑнакансенчен эпир хайлавсем йышӑнатпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсене, яланхи пекех, раштавӑн 1-мӗшӗ тӗлне палӑртма шутлатпӑр. Конкурс положенийӗпе туллин кунта паллашма пулать.
«Чӑваш йӑмри» интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ.