Тунката
Пĕр пысăк вăрманта пурăннă тет лаштра юман. Вăл ытти йывăçсенчен темле ăслăрах пулнипе уйрăлса тăнă. Çавăнпа та ăна пур йывăç та хисепленĕ, вăрман патши тесе чĕннĕ. Çак юманран инçех мар çамрăк йăмрапа яштака хурăн ӳснĕ. Çамрăксем ватти калакан сăмаха итлеме юратнă.
Çапла пĕррехинче вăрман патши çамрăксене кичем пулнине асăрхать те юмах каласа пама шутлать, сăмахне вара çапла пуçлать:
— Çак ĕç ĕлĕк-авалах кĕркуннехи вăхăтра пулса иртнĕ. Пирĕн вăрманта пĕр тунката пурăннă. Вăл çав тери мăн камăллă пулнă. Пĕррехинче çав тунката тĕлĕнчен пĕр ватă карчăк иртсе пынă. Хайхи тункатана асăрхасанах карчăк пуçне тайнă та малалла ерипен утса кайнă. Кăшт вăхăт иртсен хайхи тунката тĕлне старик пырса тухать. Вăл та тункатана курсанах пуçне таять те малалла хăй çулĕпе каять.
Тункатана çакă çеç кирлĕ пулнă. Вăл мĕн пур вăйне пухса кăшкăрнă:
— Пуç çапăр мана! Эпĕ — сирĕн патша!
Анчах та пĕр йывăç та тунката умĕнче мĕскĕнленесшĕн пулман, пуç çапман.
— Эсĕ хăвна ытла тем вырăннех ан хур-ха, — тенĕ хыр тункатана.
— Санăн артист пулмалла пулнă, — хуравланă ăвăсĕ çулçисемпе «алă çупса».
— Эсир мĕн… манран тăрăхласшăн-и? Эпĕ вĕт пĕрре те шӳтлеместĕп. Çынсем мана пуç таяççĕ. Эсир вара мĕнрен кая? Пуç çапăр мана. Эпĕ — патша!
— Мĕнле-ха капла? — тĕлĕннĕ вăрман улмуççийĕ.
Çапла вăрманта шăв-шав пĕр хушă тăнă. Тунката чылай вăхăт хушши хăй патша пулнине ĕнентересшĕн пулнă.
Çак вăхăтра кăсăя вĕçсе килнĕ те тунката çине пырса ларнă. Йывăçсем мĕншĕн шавланине ыйтса пĕлнĕ. Унтан тункатана каланă:
— Эх, эсĕ те çав. Халĕ вĕт кĕркуннехи вăхăт. Çак вăхăтра вăрманта кăмпа чылай шăтса тухать. Çынсем кăмпа шыраса çӳреççĕ. Хăвăн тавралла пăх-ха. Мĕн чухлĕ кăмпа!
Чăнах та, хăрăк тунката тавраллах мĕн чухлĕ уплюнкка шăтса тухнă. Юнашарах шурă кăмпа, сар кăмпа, масла кăмпа т.ыт.те.
— Авă мĕн иккен! Çынсем мĕншĕн мана пуç тайнине тинех ăнлантăм эпĕ! Çынсем кăмпа шыранă иккен! — тĕлĕнсе хуравланă тунката.
Çакăн хыççăн тунката тек мухтанса кăшкăрман ӳлĕм. Вăл пур йывăçа та, вăрмана та хисеплеме пуçланă.
Çапла лаштра юман хăйĕн юмахне вĕçлерĕ.
— Мĕн тери шухăша ярать ку юмах, — терĕ ятарласа юмах итлеме вĕçсе килнĕ тăмана.
— Чăнах та, ку истори пуринпе те пулса иртме пултарать, — тенĕ яштака хурăнĕ.
Галина Николаевна (2013-03-15 15:01:29):
Карина, санăн хайлавна вулама питĕ кăмăллă.
сизова катя (2013-03-15 15:42:10):
Питĕ аван. Мана çав тери килĕшрĕ.
Петр Яковлевич (2013-03-17 11:02:15):
Маттур! Хайлав ман кăмăла кайрĕ.Çитменлĕхсем çук.
Ольга (2013-11-07 13:58:04):
Хайлав содержанийĕ воспитани парать. Питĕ аван!
Андрей (2013-11-09 19:32:27):
Маттур , Карина! Ăста çыравçă пулас шанчăк пур санра.
Татьяна Борисовна (2013-11-11 19:50:16):
Карина, эсĕ лайăх юмах хайланă. Маттур пул ӳлĕм те.
Анна (2013-11-16 14:54:20):
Питĕ лайăх çырнă.Ăнăçу сунатăп, Карина.
Зина (2013-11-25 15:15:06):
Питĕ тăрăшса çырни курăнать. Маттур, татах та чăвашла халапсем çыр