Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫӗнче "30 ҫул иртсен" ятпа юбилей концерчӗ иртнӗ. Ӑна вырӑнтисем ялти клуба уҫни 30 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ял ҫыннисене саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев та пырса ҫитнӗ.
Вырӑнтисем патне районти Культура ҫуртӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те концертпа кайнӑ. Ҫавӑнти Валерий Шакратов ертсе пыракан ушкӑнсем те, ветерансен хорӗ те, Ҫавалкасри Культура ҫуртӗнчи художество коллективӗ те (ертӳҫи Лидия Иванова) санарпуҫсене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
Вырӑнти клубсемпе Культура ҫурчӗсен пӗлтерӗшне палӑртса ырӑ сӑмах калакансем те пулнӑ. Чӑн та, Санарпуҫӗнчех, акӑ, тӗрлӗ кружок ӗҫлет. Вӗсене ачасем кӑна мар, аслӑраххисем, ҫав шутра пенсионерсем те, ҫӳреҫҫӗ.