Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Уйкас Кипек ялӗн уявӗ иртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 07.08.2014 16:15 | 1971 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ Халӑх — уявра
Халӑх — уявра

Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ял уявне анлӑ паллӑ тунӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем, куравсем, концерт… Йӑлтах савӑнӑҫлӑ иртнӗ, халӑх кӑмӑлӗ ҫӗкленнӗ. Уявра уйкас кипексем, хӑнасем какай шӳрпипе сӑйланнӑ.

Уйкас Кипек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.В.Петров кунти халӑх ҫакнашкал уява чӑннипех те тивӗҫ пулнине палӑртнӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем ӗҫчен, тӑван кӗтес аталанӑвӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

Уйкас Кипек культура центрӗн директорӗ Л.А.Михайлова «Кипек ен» фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсене Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Вӗсен йышӗнче — Ольга Осипова, Агриппина Игнатьева, Юлия Петрова, Галина Петрова, Людмила Христофорова, Юлия Христофорова, Лидия Васильева, Галина Данилова.

Концерта Ярмушкари «Утмӑлтурат» ушкӑн, Хорнсор Ҫармӑсри «Тарават», Ҫавалкас ял клубӗн культйӗркелӳҫи Екатерина Федорова, чӑваш эстрада юрӑҫисем хутшӑннӑ.

Ачасем батут ҫинче сиксе савӑннӑ.

Кӑҫал Уйкас Кипек тата Ҫӗнӗ Сӑрьел ялӗсен командисем волейболла выляса вӑй виҫнӗ. Уйкас Кипек маттурӗсем хӑнасене ҫӗнтернӗ.

Сӑнсем (18)

#Уйкас Кипек, #Вӑрнар районӗ, #ял уявӗсем, #уявсем, #Ярмушка, #Хорнсор Ҫармӑс, #Ҫавалкас, #концертсем, #батут, #ачасем, #волейбол, #спорт

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем