Персона
![]() сеспель.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, чӑваш поэчӗ, публицисчӗ, куҫаруҫи, драматургӗ, театр режиссерӗ, актерӗ, музыка критикӗ, преподаватель, этнотеатровед, Иосиф Дмитриев (Трер), ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ. Пултаруллӑ чӑваш арӗ кирек ӑҫта ӗҫлесен те хӑйӗн йӗрне хӑварнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче, Шупашкарти музыка училищинче актёр уйрӑмӗн заведующийӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи искусствоведени пайӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче, Казахстанри Вырӑс драма театрӗнче режиссёрта тӑрӑшнӑ. Юлашки ҫулсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче вӑй хучӗ. Ҫак тӗнчерен Иосиф Трер 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уйрӑлса кайрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |