Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Петр Егоров зодчи скверӗ пулӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 27.01.2021 20:57 | 1484 хут пӑхнӑ
Персона
Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ
Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ

Питӗр хулинче Чӑваш Енре ҫуралнӑ Петр Егоров зодчи скверӗ пулӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Питӗрти Топоним комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑвашра ҫуралса ӳснӗ, Питӗрте ӗҫлесе ят-сум илнӗ Петр Егоров ятне хулари пӗр-пӗр вырӑна парас ыйтӑва тишкернӗ. Ҫапла тума ыйтса Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хула кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов патне Культурӑпа истори эткерлӗхӗн «Ӑрусен астӑвӑмӗ» П.Е. Егоров ячӗллӗ фончӗ сӗннипе ҫыру янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.

Питӗрти 6-мӗш Совет урамӗнчи ятсӑр бульвара Петр Егоров зодчи ячӗллӗ сквер туса хума килӗшнӗ. Топоним комиссийӗ ырланӑ хыҫҫӑн ыйтӑва Питӗр хулин Тӗп районӗн администрацийӗнче ырлани кирлӗ.

Аса илтерер: Петр Егоров ҫуралнӑранпа кӑҫал 290 ҫул ҫитет.

#Шупашкар, #Транспорт министерстви, #тӗрӗслевсем, #транспорт

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 5268.9.4478
2021.01.27 22:29
Agabazar
Чăваш чĕлхинче «зодчи» сăмах пур-и, çук-и?

Пур пулсан, мĕншĕн юлашки й ма кăларса пенĕ?

Çапла тунине пирĕн «чăвашлатнă» тесе шутламалла-им? Анчах та çав сасса кăларса пенипе çеç сăмах ниепле те «чăвашланма» пултараймасть.

Е тĕппипех улаштармалла, е çапла халлĕнех хăвармалла.

Косметикăлла улшăну пекки тунинчен нимле усă та çук.

Пётр Егоров чат хальхи Чăваш республикин территорийĕнче çурални пирки калама çук. Вăл чăваш пулни çеç паллă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем