Нумаях пулмасть ЧР Сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсем специалисчӗсем «Пӗрремӗш фармацевтика фирми» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫипе тӗл пулнӑ. Вӗсем «фанфурик» ыйтӑвне сутса явнӑ.
Ҫак аптека сетӗнче «фанфурик» сутас енӗпе йӗрке йышӑннӑ. Фармацевтсене ачасемпе ҫул ҫитмен ҫамрӑксене спирт шӗвекне сутма чарнӑ. Кунсӑр пуҫне малашне вӗсем пӗр ҫынна 1-2 спирт настойкинчен ытларах сутмӗҫ.
Палӑртмалла: республика ҫыннисем «фанфурик» сутнипе кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, кун пирки кирлӗ ҫӗре ҫӑхавлаҫҫӗ. Йӗрке тӑвас тесе общество организацийӗсем, тухтӑр-нимеҫӗсем профилактика рейчӗсем ирттереҫҫӗ.
Унччен Г.Лебедев ячӗллӗ лицей пулнӑ ҫурта авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен хута палӑртнӑччӗ. Анчах ку вӑхӑта ӗлкӗреймерӗҫ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Алексей Ладыковпа пӗрле унта ҫитсе курнӑ. Унта 4-мӗш лицей пулӗ, пуҫламӑш классене вӗрентӗҫ.
Ертӳҫӗсем классем хӑтлӑ пулнине палӑртнӑ. Гимнастика залӗ, спортзал, ташламалли пӳлӗм те пур унта. Сенсор пӳлӗмӗ те хӑтлӑ. Столовӑй «Пӗремӗк ҫурчӗ» ятлӑ. Робототехника класӗ те ӗҫлӗ. Картишре — автохула.
Лицей ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ. Унта 4-мӗш лицейри 170 ача тата 50-мӗш шкулти 150 шӑпӑрлан ӑс пухма пуҫлӗ. Пӗтӗмпе 320 ача валли вырӑн хатӗрленӗ. Ҫитес вӗренӳ ҫулӗ валли тепӗр 180 шӑпӑрлан валли вырӑн пулӗ.
Шупашкарти гидроэлектростанци хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти инвалидсене чысланӑ. Анчах унччен вӗсем сусӑрсем валли пултарулӑх конкурсӗ йӗркеленӗ.
Ҫиччӗмӗш хут йӗркелекен ӑмӑртӑва кӑҫал Ҫӗнӗ Шупашкарти инвалидсен пӗрлешӗвӗн 35 пайташӗ хутшӑннӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем конкурса кашни ҫулах хутшӑнса пынӑ. Ҫапах та хальхинче тӳресем анлӑ сарӑлнӑ техникӑпа хатӗрленӗ ҫӗнӗ ӗҫсене хаклама пултарнӑ: тӗрӗ, шӑрҫаран тӗрленӗ хатӗрсем, ҫыхнӑ япаласем, йывӑҫа касса ӑсталанисем, оригами (хӑмаран хатӗрленӗ ӗҫсем), живопсиь, графика. Сусӑрсем декупаж (япаласене ӳкерчӗпе тата орнаментпа илемлетни), канзаши (чечеке яппунсен мелӗпе хатӗрлесси), тильда (алӑпа ӑсталанӑ пуканесем) мелӗпе те ӑсталаҫҫӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ята кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ӗнтӗ Тамара Андреева ҫӗнсе илнӗ. Парнесене Надежда Зайкова тата Алексей Городнищев те тивӗҫнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑннисене тӗрлӗ номинаципе те хавхалантарнӑ.
Урамра юр хырнӑ-и? Шуса ӳкмелле пӑрлак-и? Эппин, Шупашкар хула администрацине ҫӑхав ҫырӑр. «Халӑх тӗрӗслевӗ» ятарлӑ сайт уҫнӑ. Унта ҫӑхавсене йышӑнаҫҫӗ.
Ҫӑхав ҫырни ахаль юлмӗ. Ӑна хуравлаҫҫех. Ӗҫ тӑвакан тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсем ӑна ӗҫлемелли 10 кунра хуравлӗҫ.
Шуҫлак вырӑна, юр хырман ҫӗртине сӑн ӳкерсе ҫыру ҫумне ҫирӗплетме пулать. Ку таранччен 1000 ытла ҫӑхав килнӗ. Вӗсен 7 проценчӗ ҫулсене хырманнипе, пӑрлӑ ҫулсене хӑйӑрпа тӑвар хутӑшне сапманнипе ҫыхӑннӑ.
Паян Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Профессире – чи лайӑххисем» ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Унта ЧР МЧСӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов чи лайӑх 13 ӗҫчене тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлнисене те тимлӗхсӗр хӑварман. Вӗсен йышӗнче 13 ҫулти Евгения Тимофеева та пур. Вӑл ҫунакан пӳртрен ветерана илсе тухнӑ. Ӑна хисеп хучӗпе чысланӑ, чечек ҫыххи парнеленӗ.
«Чӗре хушнипе» номинацире Надежда Будковӑна палӑртнӑ. Вӑл кӑҫал пушартан 22 ҫулти каччӑна ҫӑлнӑ. Хӑюллӑскер ҫунакан пӳртрен хӑйӗн ҫинче йӑтса тухнӑ та пушарнӑйсене чӗннӗ. Каччӑ халӗ сывалать. Надежда вара хӑй тӗрӗс тунинче пӗрре те иккӗленмест.
Шупашкарти хӑш-пӗр ҫынсем ҫӳп-ҫапа контейнера мар, ҫырмана пӑрахаҫҫӗ. Ҫавна май чиновниксем хысна укҫине ҫӳп-ҫапа пуҫтарас тесе тӑкаклама тивет.
Кӑҫалхи кӗркунне ирӗк памасӑр йӗркеленӗ 77 купана тӗп тунӑ. Ҫӳп-ҫапа ытларах чухне ҫырмана ывӑтаҫҫӗ, унтан вара пуҫтарма питӗ йывӑр. Илсе тухайманнине ҫӗрпе танлаштарма тивет. Тӗслӗхрен, пӗр ҫырмана 10 КамАЗ тӑпра килсе тӑкнӑ.
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче пӗр ҫӳп-ҫап купи ҫунма тытӑннӑ. Кайран ӑна тӗп тунӑ. Хӑш-пӗр вырӑна контейнер лартнӑ. Ҫӳп-ҫапа илсе тухаҫҫӗ. Анчах ҫынсенчен чылайӑшӗ ҫӳп-ҫапа илсе тухмашкӑн килӗшӳ ҫырма хирӗҫ. Нумай та укҫа кирлӗ мар ӗнтӗ — 50 тенкӗ ҫеҫ.
Теприсем ҫӳп-ҫапа ҫырмана пӑрахса ҫунтараҫҫӗ. Анчах вӗсем ҫутҫанталӑка та, хӑйсене те сиен кӳнине ӑнкармаҫҫӗ. Малашне администраци кам йӗркене пӑснине тупса палӑртмашкӑн видео лартасшӑн.
Ставропольте «Раҫҫей студенчӗсем» канашлу тата «Ҫулталӑкри студент» Раҫҫейри наци премийӗн куҫӑн майпа иртнӗ тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗн студенчӗ Станислав Никифоров «Професси пӗлӗвӗ паракан организацисенчи ҫулталӑкри студенчӗ» номинацире гран-при ҫӗнсе илнӗ.
Станиславсӑр пуҫне Чӑваш Ен чысне тепӗр виҫӗ студент хӳтӗленӗ: Шупашкарти коопераци институчӗн студенчӗ Юлия Янышева, Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗнчи Анастасия Хламина, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Ольга Семенова.
Кӑҫал конкурса 200-е яхӑн яш-хӗр хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш Станислав РФ Вӗренӳ министерствин 100 пин тенкӗлӗх грантне ҫӗнсе илнӗ. Вӑл ку укҫапа кирек хӑш университетра та вӗренейӗ. Ҫавӑн пекех ӑна ноутбук парнеленӗ.
Станислав повар-кондитера вӗренет. Вӑл — Студентсен канашӗн председателӗ те.
Нумаях пулмасть Шупашкар хула администрацийӗнче транспорт карттисем ҫинчен тата билета урӑх мелпе туянмалли пирки калаҫнӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа общество транспортӗнче билетшӑн тӳлемелли ятарлӑ терминалсем пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне пӗрремӗш кварталта банк карттипе тӳлеме май пулӗ: VISA, MasterCard, MasterCard PayPass/Visa payWave.
Тепӗр ҫӗнӗлӗх вӑя кӗрӗ: ҫынсем транспорт картти ҫине тӗнче тетелӗнче укҫа хума пултарӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗнче (вӑл Трактор тӑвакансен культура керменӗнче вырнаҫнӑ) харӑсах икӗ мероприяти иртмелле. Юрлакан ушкӑнсем ҫав кун
«Хавхаланса юрлать чӗре» республикӑри фестиваль-конкурсра хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ, хореографи ушкӑнӗсем — «На Волге широкой…» (чӑв. Аслӑ Атӑл шывӗнче...) ятлинче. Мероприятие Халӑх пултарулӑхӗн центрне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттереҫҫӗ.
Фестивале 19 районти тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти 33 ушкӑн хутшӑнмалла.
«Хавхаланса юрлать чӗре» республикӑри фестивальне юрлакан ушкӑнсене зонӑри тапхӑрпа юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса 30-мӗшӗччен суйланӑ. Унта 38 хор тата 41 вокал ансамблӗ хутшӑннӑ. Ҫавӑнта суйласа илни чи лайӑх ушкӑнсем гала-концертра куракана савӑнтарӗҫ.
Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри ярмӑрккӑ пӗрремӗш хут иртет. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Мӗн кӑна ҫук-ши унта: теттесем, канихвет, мӑйӑр, типӗтнӗ улма-ҫырла…
Ярмӑрккӑри хӑш-пӗр тавара пирӗн патра курма ҫук. Чавыча, кижуч аминойӳҫексемпе, витаминсемпе пуян. Ӑна Камчаткӑра тата Сахалинра хатӗрлеҫҫӗ.
Ярмӑрккӑ 2008 ҫулта Удмурт Республикинче пӗрремӗш хут иртнӗ. 2014 ҫултанпа ӑна ытти регионта та ирттереҫҫӗ. Унта сутӑнакан тавар пирки нимӗнле иккӗленӳ те ҫук: пахалӑхӗ лайӑх.
Хӑйсен аллипе лукум, халва хатӗрлеҫҫӗ, вӗсене те ярмӑрккӑра сутаҫҫӗ. Ав тӗве ҫӑмӗнчен ҫӗленӗ тумтирсене Монголирен илсе килнӗ. Ярмӑрккӑ чӑн-чӑн уяв пекех иртет. Вӑл чӳкӗн 20-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |