Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Мускав кӗперне шыв юхтарса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, вӑйлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн ҫӗнӗ кӗпер ҫинчи асфальт пӗр ҫӗрте вырӑнтан хускалнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл вырӑна хулари тӳре-шара васкаса ҫитнӗ. Пӗр 50 метр тӑршшӗ лаптӑка шывпа мӗншӗн юхтарса кайнине ӑнланас тесе вӗсем оперативлӑ канашлу ирттернӗ.
Кӗперпе ҫыхӑннӑ хыпара халӑх сечӗсенче те сӳтсе явма пуҫланӑ. Ку лару-тӑрура Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов айккинче юлман: Фейсбукра ыйтӑва ӗнерех уҫӑмлатнӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, асфальта малтанхи кун ҫеҫ хурса пӗтернӗ. Министр каланӑ тӑрӑх, асфальт киввипе ҫӗннине сыпӑнтарнӑ ҫӗрте хускалнӑ, ҫӗнӗскер хытса ӗлкӗреймен. Ӑна ҫийӗнчех юсанӑ.