Ӗнер Шупашкарти Мускав кӗперне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара, ҫав шутра республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, депутатсем хутшӑннӑ. Хула ҫыннисем те тухнӑ кӗпер уҫнине пӑхма. Паллӑ пулӑм ячӗпе техника парачӗ те йӗркеленӗ: велосипедистсем, картинг ҫине ларнӑ ҫамрӑксем ҫӗнӗ кӗпер урлӑ каҫнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн строительство техники, троллейбуссем ҫула тухнӑ.
Анчах ҫӗркаҫ Шупашкарта ҫунӑ вӑйлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн ҫӗнӗ кӗпер ҫинчи асфальт пӗр ҫӗрте вырӑнтан хускалнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл вырӑна хулари тӳре-шара ҫийӗнчех персе ҫитнӗ. Пӗр 50 метр тӑршшӗ лаптӑка шывпа мӗншӗн юхтарса кайнине ӑнланас тесе вӗсем оперативлӑ канашлу ирттернӗ.