Шупашкар хулинче ҫӗнӗ микрорайон пулмалла. Нумаях пулмасть хулара ку ыйтупа халӑх итлевӗ те иртнӗччӗ. Шупашкар хула варринчи 53,6 гектар ҫӗре межевани ирттерсе унта пурӑнмалли 24 ҫурт, 2 ача пахчи тата шкул тума палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ микрорайон, тӗпрен илсен, Пирогов урамӗпе, Чебоксарка юханшывпа, Николай Никольский проспекчӗпе, 30-мӗш автоҫулпа чикӗленмелле. Унта сад юлташлӑхӗ кӗрет, «Рассвет», «Электрик», «Дружба» сад юлташлӑхӗсем те кӑштах лекмелле.
Пурӑнмалли ҫуртсене сахал хутлӑ тума палӑртаҫҫӗ. Вӗсенче 9,2 пин ытларах ҫын пурӑнӗ. Ача пахчисене 205 тата 250 вырӑнлӑх хӑпартасшӑн, шкула 1040 ача вырнаҫайӗ. Автомашинӑсене лартмалли вырӑн та пӑхса хӑварасшӑн. Калаҫу шайӗнчи проект хӑҫан пурнӑҫа кӗрессине хальлӗхе татса калама йывӑр.
Шупашкарта пысӑк инкек пулнӑ. Ӗҫкӗ вӑхӑтӗнче пӗчӗк ачана вӗлернӗ. Ку тискер ӗҫ ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехетре пулнӑ.
Шупашкарти Алькеш урамӗнчи пӗр ҫуртра 25 ҫулти арҫын пӗлӗшӗ патӗнче эрех ӗҫнӗ чухне 4 ҫулти ачана хӗненӗ. Пӗчӗкскер ҫав ӗҫке пынӑ тепӗр арҫыннӑн хӗрачи пулнӑ.
25-ри арҫынна ача макӑрни килӗшмен. 38 ҫулти ашшӗ урама тухсан хайхискер ӑна аллипе, урипе пуҫӗнчен тата кӗлеткин ытти пайӗнчен тапнӑ-ҫапнӑ. Ача йывӑр сурансене чӑтаймасӑр ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Палӑртмалла: вӑл унччен те судпа айӑпланнӑ. Халӗ вӑл ниҫта та ӗҫлемест. Следовательсем ку тискер ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Патшалӑх закупкисен сайтӗнче кивҫен илессипе ҫыхӑннӑ пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсенчен пӗрне — Шупашкар хули, теприне — Чӑваш Республики. Вӗсем иккӗшӗ те хӑйсен хыснин дефицитне кредит илсе тултарас шухӑшлӑ.
Асӑннӑ икӗ пӗлтерӳрен Шупашкар хула администрацийӗ кивҫене пайталлӑрах условипе илме тӗллев лартнине Андрей Иванов журналист асӑрханӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Финанс министерстви пӗлтерӗве ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ, Шупашкар хула администрацийӗ — ҫӗртмен 13-мӗшӗнче.
Аукцион расналӑхӗ — кивҫен укҫашӑн мӗн чухлӗ процент тӳлеме хатӗр пулни. Республика 2 млрд тенке 365 кунлӑха ҫулталӑкра 11,5 процентлӑ ставкӑпа илесшӗн, Шупашкар хула администрацийӗ — 1,11 миллиард тенке 730 кунлӑха 10,34 процентлӑ ставкӑпа.
Чӑваш Енре пурте хаклӑ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче паян иртнӗ уявра тухтӑрсем Ҫакӑн пек девизпа ӗҫленине палӑртса хӑварнӑ. Унта республикӑн медицина отраслӗнче тӑрӑшакансене професси уявӗпе саламланӗ.
Шурӑ халатлисене республика Элтеперӗ ячӗпе Иван Моторин премьер-министр саламланӑ май тухтӑрсене ырласа ырӑ сӑмахсем каланӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, «пирӗн пурнӑҫа ҫуттине кӗртессипе – этем пурнӑҫне ҫӑлассипе» – халӗ 28 пин ҫын ӗҫлет. Тата вӑл Чӑваш Енре медицинӑна аталантарассишӗн ҫине тӑнине палӑртнӑ.
ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов кӑҫалхи ҫул медицинӑра: «Чӑваш Енре кашни паха», - лозунгпа иртнине палӑртнӑ. Тухтӑрсен ӗҫне пысӑка хурса хакланине палӑртса вӗсене вӑл ӗҫшӗн тав тунӑ.
Республикӑри офтальмологи клиникин тӗп тухтӑрӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗюДмитрий Арсютов юрласа панӑ.
Чӑвашавтотранс ҫӗнӗ рейс уҫнӑ. Вӑл Шупашкартан Питӗре ҫӳрӗ. 700-мӗш номерлӗ автобус кашни эрнекун ирхи 8 сехетре Шупашкартан тапранса кайӗ. Паян вӑл ҫула тухнӑ ӗнтӗ.
Автобус ҫул ҫинче 24 сехет пулать. Билет хакӗ – 2500 тенкӗ. Ҫурҫӗрти тӗп хулана ҫӳрекен рейса ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен янӑ.
Автобус Питӗртен вырсарникун ирхи 8 сехетре тухӗ. Сӑмах май, Шупашкарти тӗп автовокзалтан та Питӗре кайма пулать. Унтан автобус ытларикун ирхи 9 сехетре ҫула тухать.
Юлашки вӑхӑтра Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Кун пирки сайтра та нумай пӗлтернӗ. Паян Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ Ирина Клементьевӑна килти ареста лартма йышӑннӑ.
Ҫапла тума сӑлтавӗ те пулнӑ. Прокуратура шухӑшланӑ тӑрӑх, Клементьева вӑл айӑплине ӗнентерекен япаласене тӗп тӑвас тесе ӗҫлет. Ӑна пурӑнакан вырӑнтан тухма чарнӑ. Унӑн 13 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен кил умӗнче уҫӑлса ҫӳреме юрать. Ҫавӑн пекех суд мэра пуҫиле ӗҫпе ҫыхӑннӑ ҫынсемпе калаҫма чарнӑ, ҫыру ҫӳретме, телефонпа ҫырӑнма юрамасть.
Палӑртмалла: Ирина Клементьева хальлӗхе мэр шутланать тата «Чувашия-Мед» стравхлав компанине ертсе пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра икӗ ача пахчи уҫӑлмалла. Тӗп хуламӑрта ҫӗнӗ микрорайонсем ҫӗкленеҫҫӗ, вӗсенче чылай чухне ҫамрӑк ҫемьесем пурӑнаҫҫӗ. Патшалӑх укҫа-тенкӗпе пулӑшнине кура та пула ача ҫуратакансем те халӗ йышлӑ. Вӗсене вара ача пахчисем кирлӗ. Хуласенче ку ыйту уйрӑмах ҫивӗч. Хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ социаллӑ инфраструктура обьекчӗсене хӑйсем пурӑнакан ҫурт ҫывӑхӗнче пултарасшӑн. Ҫак шухӑша маларах Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та палӑртнӑччӗ.
Шупашкарта кӑҫал тӑватӑ ача пахчи тума пуҫланӑ. Вӗсем Радужнӑй, Садовӑй, Ҫӗнӗ хула, Алькеш поселокӗсенче пулаҫҫӗ. Республикӑн тӗп хулин администрацийӗ вӗсенчен иккӗшне ҫывӑх вӑхӑтра туса пӗтерессине пӗлтерет. Хулари тӳре-шара вӗсене Республика кунӗ тӗлне уҫасшӑн. «Ҫӗнӗ хулари» 160 вырӑнлӑ пулӗ, Садовӑйӗнчи – 240 вырӑнлӑх.
Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара кӗнӗ ҫӗрте авари пулнӑ. Йывӑр тиевлӗ машина велосипедистсен колоннине пырса тӑрӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, велосипедистсенчен виҫҫӗшӗ суранланнӑ. Туристсем Йошкар-Ола енчен Мускав еннелле пынӑ. Вӗсен йышӗнче ачасем пулман.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, велосипедистсем ҫул хӗррипе пынӑ. Грузовик водителӗ самантлӑха тимлӗхе ҫухатнӑ имӗш. Туристсем Йошкар-Оларан Ҫӗнӗ Шупашкара килсе кунтан пуйӑспа киле кайма планланнӑ пулнӑ. Халӗ вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.
Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Ачасене хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх организаци» конкурсӑн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Ҫакӑнпа республика чӑннипех те мӑнаҫланма пултарать.
Шупашкарти Мускав район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, 2016-2017 вӗренӳ ҫулӗсен вӗҫӗнче Питӗрте Пӗтӗм Раҫҫейри конференци иртнӗ. Унта ҫак конкурса та пӗтӗмлетнӗ. Пирӗн патри ача-пӑча пултарулӑх ҫуртне лауреат тесе палӑртнӑ, медальпе тата дипломпа чысланӑ.
Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн директорне Елена Воробьевӑна «Общественное признание. Педгогическая слава» медальпе чысланӑ. Сӑмах май, Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ иртнӗ ҫул Раҫҫейри хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх 100 организаци йышне кӗнӗ.
Шупашкарти ача ҫуртӗнче пурӑнакан 14 ҫулти арҫын ача руль умне ларнӑ та аварие ҫакланнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ҪҪХПИн пресс-служби пӗлтерет.
Ку авари Шупашкарти Ашмарин урамӗнче пулнӑ. Арҫын ача 11-мӗш ҫурт умӗнчи сак ҫине пырса кӗнӗ. Телее, арҫын ача хӑй суранланман.
14 ҫулти ача ҪҪХПИ ӗҫченӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, автомобиль унӑн. Вӑл ӑна, хӑй каланӑ тӑрӑх, унччен мотоциклпа улӑштарнӑ. 14-ри ача руль умне епле ларма пултарнӑ-ха? Халӗ ку лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |