Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьере тепӗр пепке ҫуралнӑ. Вӑл — 13-мӗш ача. Ҫемьене Шупашкар хула администрацийӗ саламланӑ.
Мария Падиаровӑна хӑшӗ-пӗри пӗлет те пулӗ. Вӑл «Мисс Россия» тата тӗнче шайӗнче Мальтӑра иртнӗ «Корлева планеты» илемлӗх конкурсӗсене хутшӑннӑ. 13-мӗш ачине вӗсем Архип ят хунӑ. Марийӑпа Евгений Падиаровсем хӑйсеннисӗр пуҫне опекӑна илнӗ тӑватӑ шӑпӑрлана воспитани параҫҫӗ.
Падиаровсене хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Тимофеева, ЗАГС пай пуҫлӑхӗ Наталья Краснова, ачалӑха хӳтӗлекен пай пуҫлӑхӗ Ольга Белова саламланӑ, ача ҫуралнине ӗнентерекен хута тата ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн саламне панӑ.
Шупашкар хулинчи депутатсем тӗп хулари троллейбус управленийӗн электроэнерги парӑмне татма бюджетран укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Сахал та мар, нумай та мар: 15 миллион тенкӗ.
Муниципалитетӑн унитарлӑ предприятине хыснаран укҫа уйӑрса пулӑшассине «халӑх тарҫисем» паян иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Вӑл е ку тӗллевпе укҫа пӑхса хӑварнӑ чух троллейбус управленийӗ пирки те манман.
Аса илтерер, Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ энергетиксем умӗнче 6,1 млн тенкӗлӗх парӑма кӗрсе кайнӑ, ҫавна пула Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуссене чарса лартас хӑрушлӑх сиксе тухнӑччӗ. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, каҫ кӳлӗм энергетиксем троллейбус линийӗсене электричествӑпа тивӗҫтерекен 2-мӗш подстанцие тата депона ҫутӑ пама пӑрахнӑччӗ. Ҫапла май хулан хӑш-пӗр районӗнче троллейбус чарӑнса тӑнӑ. «Чувашская энергосбытовая компания» (чӑв. Энерги сутакан чӑваш компанийӗ) хыпарланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Чӑваш Ен ертӳҫисем парӑма ҫывӑх вӑхӑтра парса татма шантарнӑ.
Шупашкар ҫумӗнче вырнаҫнӑ административлӑ ҫуртра укҫа пичетлекен станок тупнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, суя укҫа кӑларакана ҫавӑнта тытса чарнӑ.
Кун пирки йӗрке хуралҫисем пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Полицейскисем Чулхула ҫыннине тытса чарнӑ. Ҫак арҫын хула ҫумӗнче вырнӑҫнӑ ҫуртра (унта никам та пурӑнман) укҫа пичетлекен машина вырнаҫтарнӑ. Хӑй те ҫав ҫуртах пурӑннӑ.
Полицейскисем 500 тенкӗлӗх 400 хут укҫа тупнӑ. Ку пӗтӗмпе 214 пин тенкӗпе танлашать. Ҫав арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чулхула ҫынни суя укҫасемпе ытларах пасарта усӑ курнине каласа кӑтартнӑ. Ара, лешсен унта укҫа тӗрӗслемелли машинка ҫук. Халӗ полицейскисем ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ӗнер Раҫҫейӗн чылай хулисенче Дмитрий Медведьев пирки ӳкернӗ фильм тавра халӑх пухӑннӑ, унта илсе килнӗ фактсене тӗрӗслеме, коррупципе кӗрешме ыйтса калаҫнӑ. Хӑш-пӗр хуласенче унашкал пухусене ирттерме чарнӑ, теприсенче — ирӗк панӑ. Шупашкарта халӑх пухӑвӗ Чапаев палӑкӗ патӗнче иртнӗ. Раҫҫей премьер-министрӗ тӗлӗшпе коррупцие тӗрӗслеме ыйтакансемсӗр пуҫне экологсем те пӗрле тухнӑ.
Чӑннипе Чапаев ячӗллӗ скверта экологи тавра калаҫмалла пулнӑ, коррупципе кӗрешесси пирки пухӑнас шухӑшлисене вӑл вырӑн пушӑ мар тесе хурав панӑ, митинг ирттерме ирӗк паман. Анчах та коррупципе кӗрешме чӗнсе калакансем чеерех пулнӑ — экологи митингне вӗсем те ҫитнӗ. Ҫапла май халӑх пухӑвӗ питӗ хӑвӑрт хӑйӗн темине улӑштарнӑ — коррупци экологи япӑхланнин сӑлтавӗ пулма пултарни пирки калаҫнӑ. Плакатсенче те ку палӑртнӑ: «Коррупция ворует будущее! Экология может быть только там, где нет коррупции!» (чӑв. Коррупци пирӗн ҫут малашлӑха вӑрлать! Экологи сӗтев ҫук вырӑнта кӑна пулма пултараять!) тенӗ пӗр плакатра.
Кама та пулин тытса кайни пирки хыпар ҫук.
Пӗр арҫын Шупашкарта пурӑнакан 85 ҫулти хӗрарӑма шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ. Вӑл унӑн укҫи-тенкине вӑрланӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче арҫын ватӑскер патне (вӑл ун чухне урамра пулнӑ) пынӑ та патшалӑх уйӑрнӑ укҫа-тенке илсе килнине пӗлтернӗ. Унтан хайхискер хутсене хатӗрлемешкӗн паспорт ыйтнӑ.
Вӗсем пӳрте кӗнӗ. Хӗрарӑм документсем шыранӑ чухне арҫын укҫа-тенкӗ ӑҫта выртнине асӑрханӑ. Унтан хайхискер отчет тума кирлӗ тесе хӗрарӑма урӑх халат тӑхӑнма ыйтнӑ, кайран сӑн ӳкерӗнме имӗш. Вӑл пӑрӑнсан кӗтмен хӑна 77 пин тенкӗ вӑрланӑ. Унтан почтальонпа тата укҫапа таврӑнма шантарса тухса кайнӑ.
Ҫав арҫын 30–35 ҫулти пек курӑнать, 170 сантиметр ҫӳллӗш, ҫаврака питлӗ, тӗреклӗрех. Йӗрке хуралҫисем ӑна шыраҫҫӗ.
1-мӗш телеканалпа кӑтартакан «Наедине со всеми» кӑларӑм хӑни Надежда Павлова балет ӑсти пулнӑ.
Надежда Павлова балерина — СССР халӑх артистки, Пӗтӗм союзри тата тӗнче шайӗнчи конкурссемпе фестивальсен лауреачӗ, Театр ӳнерӗн Раҫҫей академийӗн профессорӗ 7 ҫулта чухне хореографи кружокне ҫӳреме пуҫланӑ. 1966 ҫулта ӑна Пермьрен Шупашкара килнӗ хореографи училищин комиссийӗ асӑрхать те Шупашкар пикине унта вӗренме илеҫҫӗ. Пӗлтӗр вӑл 60 ҫул тултарчӗ.
Аса илтерер, Шупашкарта ренгенотехникпа ача пахчинчи воспитатель ҫемйинче ҫуралса Мускаври сцена ҫинче хӑйӗн пурнӑҫри вырӑнне тупнӑ Надежда Павлова ӑҫта кӑна гастрольпе пулман-ши, хӑш ҫӗршыва кӑна ҫитмен-ши?! 1975 ҫулта вӑл Мускаври пысӑк театрта солистра ташлама тытӑннӑ.
Халӗ вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнать. Унӑн иккӗмӗш мӑшӑрӗ — Константин Окулевич, психоаналитик, медицина наукисен кнадидачӗ. Пурнӑҫри йывӑр самантсенче шӑпах вӑл ӑна ӑшӑ сӑмахпа, ҫул кӑтартнипе пулӑшнине те Надежда Павлова пытармарӗ.
Кӑларӑмра тем пирки те аса илчӗҫ: ачалӑха, пурнӑҫри йывӑр самантсене, ҫитӗнӗве, хӑйне ӑмсанакансене епле йышӑннине.
Халӗ патшалӑх сусӑрсене пур енлӗн те пулӑшма тӑрӑшать. Чылай ҫӗрте халӗ вӗсем валли пандуссем лартнӑ. Кун пек кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсене кӗме-тухма меллӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Транспорт министерстви Шупашкарти аэропорта, вокзалсене, чукун ҫул вокзалне, автостанцисене тӗрӗсленӗ. Ведомство пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, тӗп хулари чылай вокзал куҫ курманнисем тата кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсем валли юрӑхлӑ мар.
Аэропортра сусӑрсене пулӑшмашкӑн пӗр ҫынна ҫеҫ уйӑрнӑ. Унта сусӑрсем валли икӗ кӳме пур. Анчах аэровокзал сусӑрсем валли юрӑхли ахаль ҫеҫ палӑрнӑ. Чӑннипе вара аэропорт ҫуртне ку енӗпе лайӑхлатас тесен юсаса ҫӗнетмелле. Сӑмах май, унта нумаях пулмасть Шупашкара ӑмӑртӑва килнӗ сусӑр спортсменпа ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Ӑна аэропорт ӗҫченӗсем багаж хумалли вырӑнтан тухма сӗннӗ, мӗншӗн тесен кӳмепе анма пулӑшакан ятарлӑ хатӗр пулман. Анчах спортсмен ку сӗнӗве йышӑнман, ыттисемпе пӗрлех аннӑ.
«Ҫӗнӗ вокзалта» та кунашкал лару-тӑру. Унта та йӑлтах юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ сусӑрсем валли юрӑхлӑ пулӗ. Чукун ҫул вокзалӗ тата Хулаҫум вокзалӗ хусканупа тӗрев енчен сусӑр тата япӑх илтекен ҫынсем валли ҫеҫ условисем пур.
Шупашкарти 128-мӗш ача пахчинче хаваслӑ старт иртнӗ. Аквамарафон сусӑр ачасене сывалма пулӑшать.
Сусӑр ачасем малтан тантӑшӗсемпе пӗрле бассейнра хусканусем тӑваҫҫӗ. Унтан ишес енӗпе эстафетӑра тупӑшнӑ.
Чӑваш Енре «Хулара пурӑнакан ачасем ишме вӗренеҫҫӗ» проект пурнӑҫланать. Унта 15 ача пахчи хутшӑнать. 128-мӗш ача пахчинче вара хусканупа тӗрев енчен сусӑр ачасем валли программа хатӗрленӗ.
Аквааэробика ачан психологине, анатомине, физиологине витӗм кӳрет. 128-мӗш ача пахчин заведующийӗ Ирина Корлатяну каланӑ тӑрӑх, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнасси ача чухнех йӗркеленет. Ҫавӑнпа вӗсем шӑпӑрлансене спортпа туслаштараҫҫӗ.
Шупашкарти Ф.Лукин ячӗллӗ 5-мӗш музыка шкулӗнче Чапаев хорӗ юрлама тытӑнӗ. Ушкӑнра арҫын ачасем пулӗҫ.
Хора РФ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, РФ тава тивӗҫлӗ искусство ӗҫченӗ, РФ халӑх артисчӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри хор обществин Президиумӗн пайташӗ Эдуард Маркин йӗркелеме шухӑшланӑ. Ҫапла майпа ача-пӑча хор ӳнерне анлӑ сарасшӑн, ӳсекен ӑрӑва республикӑн тата хулан наци паттӑрне асра тытма вӗрентесшӗн.
Тата ҫакна палӑртмалла: Эдуард Маркин арҫын ачасен Владимир капеллине йӗркеленӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енре харӑсах темиҫе кадр ылмашӑвӗ пулса иртрӗ: Владимир Викторова сывлӑх сыхлав министрне ҫирӗплетрӗҫ, Чӑваш Енри Гостехнадзора ертсе пыма Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче ӗҫленӗ Сергей Вязовские лартрӗҫ.
Унсӑр пуҫне тата улшӑну пулчӗ: ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне — Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхне Лариса Арсентьевана ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумне шанчӗҫ. Вӑл вырӑн министрӑн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Елена Сапаркинӑна республикӑри ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑя суйланӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ.
Лариса Арсентьева йышӑннӑ пукана Николай Каргина пачӗҫ. Унччен вӑл Шупашкар хула администрацийӗнче муниципалитет тӗрӗслевӗн управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Николай Каргин 1970 ҫулта Муркаш районӗнчи Мемеккасси ялӗнче ҫуралнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |