Шупашкар хӗрарӑмӗ тӑватӑ уйӑхри пепкине вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл пӗр шкулта вырӑс чӗлхине вӗрентнӗ. Ӗҫтешӗсем ӑна лайӑх педагог пек пӗлеҫҫӗ.
44-ри хӗрарӑм ачипе пульницӑра сипленнӗ. Хайхискер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ир енне пепкине палатӑри сӗтел ҫине хунӑ, сӑмсине тата тутине аллипе хупланӑ. Ача сывлӑш ҫитменнине вилнӗ.
Ӗҫтешӗсем ун пирки лайӑх амӑшӗ теҫҫӗ. Ирхи 3 сехетре ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрарӑм ачине вӗлерме тӑнине ӗненмеҫҫӗ вӗсем. Хӗрарӑма тытса чарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Халӗ следстви пырать.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Стройминӗ «Скоростные магистрали» обществӑн, «Мосгипротранс» тата «Нижегородметропроект» проект консорциумӗпе Шупашкар районӗнче тума палӑртакан чукун ҫул вокзалӗн ыйтӑвне сӳтсе явма пухӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, «Мускав–Хусан» пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ патӗнче чарӑнма пултараҫҫӗ. Ку ыйтӑва республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви ЧР Стройминӗн Хула тӑвакан канашӗн анлӑ ларӑвӗнче сӳтсе явмалла. Мероприяти ҫитес уйӑхӑн 2-мӗшӗнче иртмелле. Концепципе «Метрогипротранс» обществӑн тӗп архитекторӗ Александр Орлов паллаштарнӑ. Ӑна тӗрлӗ сӗнӗве шута илсе йӗркелӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗре Шупашкарти пепкелӗх центрӗнчен ача кӗтекен хӗрарӑм тухса тарнӑ. 39 ҫулти хӗрарӑмӑн варти пепки — тӑватӑ уйӑхра. Пульница тухтӑрӗсем каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑма пулӑшу кирлӗ, ҫавӑнпа вӗсем ӑна кӗтеҫҫӗ.
Хӗрарӑм пӗрремӗш хутри чӳречене уҫнӑ та резин тапочкипех тухса кайнӑ. Ҫийӗнче халат пулнӑ. Вӑл пӗрле пурӑнакан арҫын патне тухса тарнӑ. Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, пульницӑра ҫак хӗрарӑмпа питех лайӑх калаҫман. Вӑл сусӑр пулни пирки аса илтернӗ имӗш. Хӗрарӑм ҫакна чӑтаймасӑр тухса тарнӑ.
Паллах, пульницӑра никама та вӑйпа тытса тӑраймаҫҫӗ. Пепкелӗх центрӗн ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, хӗрӗх чӗрнеллӗ хӗрарӑмсене унта лайӑх пӑхаҫҫӗ, кӳрентермеҫҫӗ.
Тухса тарнӑ хӗрарӑмӑн амӑшӗ Валентина вара суда ҫитесшӗн. Унӑн шухӑшӗпе, медицина ӗҫченӗсем этика нормисене пӑснӑ.
«Тиме́р банкри» ӗҫсене малашне «Агентство по страхованию вкладов» (чӑв. Хывнӑ укҫана страхлакан агентство, кӗскен АСВ) туса пырӗ. Ҫавӑн пекех АСВ «Советский» банкри ӗҫсене те пӑхса-сӑнаса тӑрӗ. Ку икӗ банкӑн та тӗп акционерӗ «Новая нефтехимия» (чӑв. Ҫӗнӗ нефтехими) ТМЯП шутланать, вӗсем Татфондбанк ушкӑнне кӗреҫҫӗ. Экспертсен шухӑшӗпе ҫак икӗ банка уйӑрса Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп банкӗ вӗсем валли уйрӑм санаторсем (укҫапа пулӑшакансене) шырать. Ҫапла май вӗсене ҫӑлса хӑварасшӑн.
«Тиме́р банк» унччен малтан «БТА-Казань» ятпа ҫӳренӗ. Темиҫе ҫул каялла вара чӑвашсемшӗн кӑсӑклӑ ята суйласа илнӗ. Пӗлтӗр вӗсен Шупашкарти Ленин проспектӗнче офис пурччӗ. «Тиме́р банк» йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ «Татфондбанкӑн» ачи шутланать. Тӗп банкра лару-тӑру япӑхланни вӗсене те пырса тивнӗ. РБК пӗлтернӗ тӑрӑх «Тиме́р банк» укҫи «Татфондбанкра» упраннӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ ҫуртсенчен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарассине пӑхса тухнӑ. 2013–2017 ҫулсенче Чӑваш Республикинче 13,5 пин ҫынна ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҫак ӗҫе кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне йӗркелесе ҫитермелле.
Республикӑн строительство министрӗ Владимир Михайлов палӑртнӑ тӑрӑх, яваплӑха туйса ӗҫлемен строительство организацийӗсене пула хӑш-пӗр кӑлтӑк пур. Графикран юлса ӗҫлекен районсем хушшинче Йӗпреҫе, Сӗнтӗрвӑррине асӑннӑ. «Санар-Строй» компани нумай хваттерлӗ икӗ ҫурта вӑхӑтра туса пӗтермен. Ҫӗмӗрле районӗнче те чӑрмав пур. Шупашкар хулинче те подрядчик хӑй ӗҫне туллин пурнӑҫламанни курӑнать.
«Ҫынсен хӑтлӑ хваттерсенче пурӑнмалла. Вӗсем вара паянхи кун та куҫаймаҫҫӗ. Енчен те ӗҫлеме пӗлместӗр пулсан, мӗн ма конкурссене хутшӑнса объектсене илетӗр, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ патшалӑхӑн программисемпе кӑлтӑксем туса пыратӑр?», — тенӗ Михаил Игнатьев Элтепер ҫӳлерех асӑннӑ организацисен ертӳҫисене.
Юлашки вӑхӑтра республикӑри ялсенче ҫӗнӗ йышши фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫине тӑрса уҫма пуҫларӗҫ. Модульлӗ шутланакан ҫавӑн йышши пункта, ас тӑвасса, Шупашкар районӗнче муниципалитета Анатолий Князев ертсе пынӑ чухне пуҫласа туса лартнӑччӗ. Хӑвӑрт ҫӗкленекен меслетпе тӑвакан ФАПсене юлашки ҫулсенче республикипех хута яраҫҫӗ. Чӑваш Енре, сӑмах май каласан, фельдшерпа акушер пункчӗсем тумалли программа ӗҫлет. Анчах, шел те, тепӗр чухне кадр ыйтӑвӗ сиксе тухать.
Шупашкар ҫумӗнчи Ҫӳлтикассинче те ҫӗнӗ ФАП пур иккен. Анчах унта штатпа пӑхнӑ ӗҫчен ҫук. Капла йывӑрлӑх пурӗ тӑватӑ ФАПра. Ку хыпара муниципалитетӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетмелли канашлура унти пачӑшкӑ пӗлтернӗ. Кӑлтӑкшӑн Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкар район пульницин тӗп врачӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Елена Петрована хытах хурланӑ.
«Мускав—Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ пуйӑссем Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ патӗнче чарӑнма пултараҫҫӗ. Ку ыйтӑва республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви ЧР Стройминӗн Хула тӑвакан канашӗн анлӑ ларӑвӗнче сӳтсе явмалла. Мероприяти ҫитес уйӑхӑн 2-мӗшӗнче иртмелле.
ЧР Стройминӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ларӑва «Нижегородметропроект», «Мосгипротранс», «МОЙ ГОРОД» предприятисен, Китайри «Эр Юань» инженери чукун ҫул корпорацийӗн пайташӗсем, Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ, Патӑрьел районӗнчи Патӑрьел ял тӑрӑхӗсен, Патӑрьел, Шупашкар районӗсен, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен специалисчӗсем тата ыттисем хутшӑнмалла. Вӗсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳрекен пуйӑссем чарӑнмалли вокзал концепцине сӳтсе явмалла. Вокзала Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗ патӗнче тӑвасшӑн. Патӑрьел патӗнчи территорие хӑтлӑх кӗртессине те кун йӗркине кӗртнӗ.
Иртнӗ эрнере 11 235 ҫын ОРВИпе чирленӗ. Ку, ытти чухнехипе танлаштарсан, 12 процент нумайрах. Чирлекенсенчен ытларахӑшӗ — ачасем.
Чӑваш Енре чирленине пула 8 пин ытла ача шкула ҫӳремест. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет. Иртнӗ эрнере 305 чирлӗ ҫынна ОРВИ тата грипп диагноз лартса пульницӑна вырттарнӑ. Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта чирлекенсен йышӗ нумай. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 420 ҫыннӑн грипп пулни палӑрнӑ.
Шупашкарта 7 шкул карантина хупӑннӑ. Пӗтӗмпе 6314 ача вӗренмест. Хӑш-пӗр тӑрӑхра класӗпех вӗренме ҫӳремеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 1 класс, Ҫӗмӗрле хулинче — 3 класс, Шупашкар районӗнче — 11 класс.
Шупашкарта 9 ҫулти арҫын ачапа чутах инкек пулман. Вӑл урамра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне уҫӑ люка кӗрсе ӳкнӗ.
Ку нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 14 сехетре Зоя Яковлева урамӗнчи 44-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Юрать, ача кӗрсе ӳкнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ, часрах пулӑшма васканӑ.
Арҫын ача кӗрт ӑшӗнчи люк уҫӑ пулнине курман, унта кӗрсе ӳкнӗ. Пӗр хӗрарӑм ҫакна курсан пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Люк тавра пӗр 15 ҫын пухӑннӑ. Пӗр арҫын вӗрен тупса ачана люкран тухма пулӑшнӑ.
Люк 5 метр тарӑнӑш пулнӑ. Юрать, ача хытах ӳкмен. Вырӑна полици ӗҫченӗсем тата васкавлӑ медпулӑшу килнӗ. Тухтӑр ачана тӗрӗсленӗ те киле янӑ.
Шупашкарта виҫӗ ача пахчи валли, кӗҫех хута каяканскерсем валли, ят суйлани пирки хыпарланӑччӗ. Ҫак кунсенче «Ҫӗнӗ ача пахчисене — ҫӗнӗ ят» акцие пӗтӗмлетнӗ. Акци вӑхӑтӗнче ҫынсем ҫӗнӗ ача пахчисем валли ятсем сӗннӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, сасӑлава пӗтӗмпе 300 яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем хута каякан ача пахчисем валли 800 яхӑн ят сӗннӗ. Вӗсен йышӗнче ҫаксем пулнӑ: «Мамонтенок», «Умка», «Капитошка», «Эврика», «Алые паруса», «Асамат», «Шевле», «Цветик-семицветик», «Золушка»…
Чылайӑшӗ суйланӑ ята ача пахчисене парӗҫ. «Радужнӑй» микрорайонти — «Радуга детства», «Новый город» микрорайонта — «Новоград», Алькешра «Антошка» ятлӑ пулӗҫ. Шел те, чӑвашла ятсенчен пӗрне те суйламан.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |