«Росинформбюро» информаци агентстви хыпарланӑ тӑрӑх, 2017 ҫулта «Техмаш» концерн ҫӗнӗ производство хута ярӗ.
Шупашкарти В.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнче снарядсем кӑларма тытӑнӗҫ. Ку савут концерн йышне кӗрет.
Сӑмах май, «Техмаш» Тутарстанра пӗчӗк калибрлӑ боеприпассен автоматизациленӗ производство корпусӗсене те хута яма хатӗрленет.
«Техмаш» ӑслӑлӑхпа производство концернӗ — боеприпассем тата ятарлӑ химисем кӑларакан тытӑмри холдинг компанийӗ. Ӑна 2011 ҫулта «Ростех» патшалӑх корпорацийӗ хута янӑ. Ун йышне боеприпас тытӑмӗнчи 50 организаци кӗнӗ.
Мотоциклист-экстремал Атӑл ҫийӗн пынӑ чухне пӑр айне анса кайнӑ. Ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем байкера ҫыран хӗррине тухма пулӑшнӑ.
Ку кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. Хайхискер каҫхине Сосновка поселокӗнчен инҫех мар мотоциклпа ярӑннӑ. Унччен те пулман – байкер пӑр айне анса кайнӑ. Юрать, ҫумра телефон пулнӑ унӑн.
Инкек пулнӑ вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсем мотоциклиста шывран тухма пулӑшнӑ, кайран ӑна Шупашкара илсе ҫитернӗ.
РФ МЧСӗ пӑр ҫинче тимлӗрех пулма ыйтать. Тӗттӗм чухне пӑр ҫине кӗмелле мар. Инкек лексен 01 номерпе (карас телефонпа – 101) шӑнкӑравламалла.
Чӑваш Енре пӗлтӗр 16538 ача ҫуралнӑ. Вӗсенчен 8574-шӗ — арҫын ача, 7964-шӗ — хӗрача.
Палӑртма кӑмӑллӑ: республикӑра 2016 ҫулта 168 йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Ку, 2105 ҫулпа танлаштарсан, 26 йӗкӗреш нумайрах.
2016 ҫулта Чӑваш Енре 6 виҫӗреш ҫуралнӑ. 2015 ҫулта вара пӗр ҫемьере ҫеҫ виҫӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Шупашкарта пӗлтӗр 91 йӗкӗреш тата 2 виҫӗреш ҫуралнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ ывӑлне ытларах Артём, Михаил, Кирилл, Максим, Иван, Роман, Александр, Егор, Илья, Дмитрий ят панӑ. Хӗрачасене вара — Анна, Виктория, Дарья, Мария, София, Анастасия, Ксения, Екатерина, Валерия, Елизавета. Сайра тӗл пулакан ятсем те пур: Назар, Марат, Гордей, Прохор, Давид, Тарас, Мила, Элеонора, Руслана, Богдана.
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Шупашкарти кӳлмекре пулӑ нумай вилнине ҫынсем асӑрханӑ. Ку вӗсене пӑшӑрхантарнӑ, ҫавӑнпа ку хыпара ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине пӗлтернӗ.
Ведомство ҫынсен ыйтӑвне асӑрхамасӑр хӑварман. Специалистсем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ, анчах пулӑ виллисене асӑрхаман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пулӑсем шартлама сивве пула вилме пултарнӑ. Сивӗре шывра кислород сахалланма пултарнӑ.
Ҫынсем пулӑ виллисене шыв юхса тухакан вырӑнта асӑрханӑ. Кайран вӑл пӑрпа витӗннӗ, тен, ҫавӑнпа ведомство нимӗн те курман та? Ҫапах ку ыйту пирки манса кайман, ӑна тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.
Юлашки кунсенче ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. Кунашкалли чылай ҫул пулман. Иртнӗ эрнере 4666 ҫын чирлесе ӳкнӗ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ эрнере чирлекенсен йышӗ самай нумайланнӑ. Чирленин кӑтартӑвӗ ытти ҫултинчен 1,5 хут ӳснӗ.
Чирлекенсен 50 проценчӗ — 17 ҫул тултарманнисем. Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере чирлекен ҫынсем ытларах. Аптӑраса ӳкнисен 5,6 проценчӗ стационарта сипленнӗ. Ыттисем амбулатори мелӗпе чире парӑнтарнӑ.
Иртнӗ эрнере 264 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. Вӗсенчен 215-шӗ — ачасем. ОРВИпе чирлӗ 85 ҫынна лаборатори мелӗпе тӗрӗсленӗ. 29 ҫыннӑн вирус пуррине палӑртнӑ.
Юлашки вӑхӑтра «фанфурик» ыйтӑвӗ ҫивӗчленчӗ. Ку Иркутс облаҫӗнче спирт настойки ӗҫсе вун-вун ҫын вилнӗ хыҫҫӑн пуҫланчӗ.
Чӑваш Енре те ку ыйтӑва куҫран вӗҫертмеҫҫӗ. Шупашкарта аптекӑсене тепӗр хутчен тӗрӗсленӗ. Полицейскисем спирт настойкисене сутнипе сутманнине тимлӗ сӑнанӑ.
Рейда Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе ирттернӗ. Хальхинче вӑл Ленин районӗнче йӗркеленнӗ. Гагарин умӗнчи 10 аптекӑна тӗрӗсленӗ: «Масковит», «Гагарин урамӗнчи аптека» тата «Ладушка».
Рейд вӑхӑтӗнче нихӑш аптекӑра та спирт настойкине сутнине тупса палӑртман. Анчах пакунлисем куна чарӑнмӗҫ, рейдсене тата ирттерӗҫ.
Аса илтерер: 2016 ҫул вӗҫӗнче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев «фанфуриксене» 30 кунлӑха сутма чарнӑ.
Шупашкар хулинче урамсене тата картишсене юртан тасатсах тӑраҫҫӗ. Пӗрремӗш юр чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех ӳкнӗ. «Дорэкс» акционерсен обществи ҫав вӑхӑтранпа 152 пин кубла метр юр турттарнӑ. Ҫав шутран 142 кубла метрне чӳк тата раштав уйӑхӗсенче илсе тухнӑ. Предприятин диспетчер служби пӗлтӗр ҫав тапхӑрта мӗн чухлӗ турттарнине те танлаштарса пӑхнӑ. Ун чухне 49 пин кубла метр кӑна пуҫтарӑннӑ, 2014-мӗш ҫулта вара — 31 пин.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари юра икӗ полигонта пухаҫҫӗ: Калинин районӗнче («Промтрактор» савутӑн тасатмалли сооруженийӗ ҫывӑхӗнче) тата Мускав районӗнче (Б. Хмельницкий урамӗнче). Вӗсенче юра талӑкӗпех йышӑнаҫҫӗ. Сӑмах май, юра управляющи компанисемпе ытти предприяти-организацисем те турттарса каяҫҫӗ.
Шупашкарти Комбинат урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче хваттерлӗ ҫын хӑйӗн хваттерне хӑна ҫуртне ҫавӑрнӑ. Ятарлӑ сӗтел-пукан, кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр лартса тухнӑ та хостел евӗр усӑ курма тытӑннӑ.
Вӑхӑтлӑх пурӑнма янипе хваттер хуҫи пайталлӑ пулнӑ вӑхӑтрах кӳршӗсене пускилти ҫӗр тӗрлӗ хӑна-вӗрле канлӗ пурӑнма кансӗрленӗ. Унтан та ытларах: ҫемьере ҫул ҫитмен виҫӗ ача пулнӑ, вӗсене те килен-каян савӑнтарман.
Пӗчӗкскерсен правине хӳтӗлесе Шупашкарти Калинин районӗнчи прокуратура суда ҫитнӗ. Тавӑҫра кӳршӗллӗ хваттере хӑна ҫуртне ҫавӑрни ачасен правине пӑснине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне тата хостеле ҫавӑрас тесен хваттере пурӑнмалли мар ҫурт-йӗр тесе йышӑнмалла. Ун валли ҫуртра пурӑнакансенчен илни кирлӗ.
Саккуна пӑхӑнман ҫынсен тӗлӗшпе суд хваттере хӑна ҫурчӗ евӗр усӑ курма юрамасть тесе йышӑннӑ.
Шупашкарти «Соляное» микрорайонта «Раҫҫей ҫемйи валли ҫурт-йӗр» программӑпа хваттерлӗ пулас текенсене хваттер уҫҫи Ҫӗнӗ ҫул умӗн те лекмен. 4-мӗш позици шутланаканскерте хваттер туянма шутланисене пӗлтӗрхи раштавӑн 21-мӗшӗ тӗлне хваттер уҫҫи тыттарма пулнӑччӗ, малтан шантарнӑ вӑхӑтра (ку датӑна малтанласа 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ тесе палӑртнӑ) уҫӑ илейменнисене 50 пин тенкӗ компенсаци сӗннӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫӗршыври 45 регионти пекех пирӗн тӑрӑхра та «Раҫҫей ҫемйи валли ҫурт-йӗр» программа пурнӑҫа кӗрессине 2014 ҫулта калаҫма пуҫларӗҫ. Аса илтеретпӗр, эконом-класс шутланакан ҫурт-йӗре (хваттер хакӗн пӗр тӑваткал метрӗ 30 пинтен иртмелле марччӗ) 2017 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗччен 210 пин тӑваткал метр хӑпартмаллаччӗ.
Йӳнӗ ҫурт-йӗре Шупашкарти «Соляное» микрорайонта «Алза» пӗр тӑваткал метра 30 пин тенкӗпе тумаллаччӗ. Ҫӗрпӳри «Южный-2» микрорайонта «ПМК-8» пӗр тӑваткал метрне 27,8896 пин тенкӗпе купалама шантарнӑччӗ. Шупашкар районӗнчи Кайри Ункӑпуҫ ялӗнчи сахал хутлӑ ҫурт-йӗре пӗр тӑваткал метрне «Тус» общество 30 пин тенкӗпе ҫӗклесе лартмаллаччӗ.
Ҫемьере укҫа-тенкӗ ҫитсе пымасть. Ҫак сӑлтава пула виҫӗ хӗрарӑм тин ҫуралнӑ ачине пульницӑрах хӑварасси пирки хут ҫырнӑ.
Шупашкарти пепкелӗх центрӗнче Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи канмалли кунсенче виҫӗ хӗрарӑм ачине пӑрахса хӑварнӑ. Икӗ хӗрача тата пӗр арҫын ача сывах ҫуралнӑ. Хальлӗхе вӗсем ача ҫуратмалли ҫуртрах-ха. Вӗсем валли ашшӗ-амӑшне шыраҫҫӗ.
Тин ҫуралнӑ ачана усрава илессишӗн 75 ҫемье черетре тӑрать. Ҫавӑнпа ҫак ачасем ашшӗ-амӑшӗсӗр, ахӑртнех, юлмаҫҫӗ. Вӗсене ача ҫуртне ямасӑр ҫемьене парасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |