Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш гербӗ пирки

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Agabazar 10.06.2017 22:55 | 10769 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнчи артефактсем.

Ӗнтӗ такамсене хальхи Шупашкар гербӗ килӗшми пулнӑ. Чӑваш тӗнчипе нихӑш енчен те ҫыхӑнман ҫынсем пире ҫӗнӗ герб парнелес хӑрушлӑх пур. Хальхи герб, тен, чӑнах та, — хӑшпӗр енчен, — ӑнӑҫсӑртарах пулӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех эпӗ хам Чӑваш Ен гербӗ те ӑнӑҫсӑртарах тесе шутлатӑп. Анчах та ӑна ҫӗнетес ӗҫе епле пулсан та аякри ҫичӗ ютсене ("специалистсене") шанса парас марччӗ. Епле пулсан та хамӑр чӑваш вӑйӗпех тума тӑрӑшасчӗ ҫак ӗҫӗ. Чӑн малтанах хамӑрӑн тымарсене аса илес пулать. Ҫапла вара эпӗр кирек епле пулсан та Атӑлҫи Пӑлхар тӗнчи патне пырса тӑрӑнатпӑр. Эпир илсе кӑтартакан ӳкерчӗк те ҫавнах ҫирӗплетет. Енчен те ҫӗне герб тӑвасах тесен, ҫав артефактсем ҫине таянмалла.

Эппин, ҫав ӳкерчӗкри "зеркала" текен вырӑна сӑнӑр-ха, тархасшӑн! Аялти сылтӑм кӗтессе пӑхӑр! Ҫиелти куҫкӗскин тӳнтер енче тӑватӑ вӗҫенкайӑка ӳкернӗ. Паянхи тӗпчевҫесем вӗсене тӑрнасем тесе шутлаҫҫӗ.

Сӑнсем — фото мар. Художник объекта курнӑ хыҫҫӑн ӑсталанӑ. Апла-тӑк, оригинала пӑхса илсен те ытлашши мар. Музейре епле усранать, унта епле курӑнать — ҫавӑн пек курасчӗ! Акӑ вӑл:

Ак ҫак тӗлтен илнӗ оригиналӑн фотосӑнне.

Вӑт ҫак тӑрнасен сӑнарне, Атӑлҫи Пӑлхартан пыраканскерне, герб никӗсӗ тума пулать. Кӑна эпир Акапасарӑн уйрӑм сӑпайлӑ шухӑшӗ тейӗпӗр.

Атту республикӑмӑр гербӗ валли те Шупашкар кӑвакалӗсенех сӗнесшӗн пулӗҫ мушпӗт. Килӗшес ҫук. Кӑвакалсем Шупашкар валлиех юлччӑр.

Чӑваш Ен гербне Шупашкар гербне вырнаҫтарас тени вӑл Чӑваш Республикинчен "Чебоксарский Уезд" туса хума сӗннипе пӗрех. Кирлӗ мар пире унашкал "уес"! Республикӑрах пурӑнасчӗ!

Асӑннӑ артефакт (тӑватӑ тӑрналлӑ куҫкӗски) паянхи кун Хусанти пӗр музейре упранать. Тупасса та ӑна Тутарстан территорийӗнчех тупнӑччӗ пулас. Анчах та ҫакӑ вӑл япала "чӑвашӑн мар" пулнине пӗлтермест.

Эпӗ хама темӗнле хӑватлӑ сӗнӳ тӑратакан пек кӑтартасшӑн мар. Чӑн-чӑн герб тӑвас тесен, паллах, ман пеккисен мар, чӑн-чӑн ӳнерҫӗсен тар кӑларса ӗҫлемелле. Вӗсем вара ҫак ӗҫре Атӑлҫи Пӑлхар артефакчӗсемпе усӑ курма пултараҫҫӗ. Ҫапла тума тивӗҫлӗ те! Епле-ха унсӑрӑн?

Тата илсе кӑтартас ҫак сюжетпа паянхи кунсенче усӑ курнӑ пӗр тӗслӗхе.

Давлетшин Г.М. авторӑн "Атӑлҫи Пӑлхар:

ӑс-хакӑл культури" кӗнекин хуплашки. Хуплашкана мӗнле художник ӑсталани паллӑ мар.

Куратӑр ӗнтӗ, тутарсем ҫывӑрмаҫҫӗ! Эпир мӗншӗн ҫывӑратпӑр? Э?

Хӑшӗ-пӗри, тен, ак ҫапла ыйтма пултарӗ: хӑйне майлӑ ритмпа ӳкерӗннӗ тӑрнасем мӗне пӗлтереҫҫӗ-ши? Ну кун пирки питех чакаланма кирлӗ мар пуль. Мӗншӗн тесен мӗнле пӗлтерӗш курасси пӗтӗмпех хамӑртан килет.

Тата тепӗр тӗслӗх те илсе кӑтартма пулать.

Тутарстанри Аксу районӗн ялавӗ тата гербӗ. Ҫакна (Аксу районӗн ялавне тата гербне) ӑсталакансем: Р. Хайрутдинов, Р. Салихов, К. Ф. Мочёнов, К. Переходенко, О. Г. Афанасьева.

Асӑннӑ ҫынсем ҫак эпир пӑхса тухакан артефактпа те усӑ курнӑ, те усӑ курмасӑрах хӑйсем тӗллӗн ҫав шухӑш патне пырса тухнӑ? Апла-и, капла-и, анчах кунта пӗрпеклӗх пурах. Куҫкӗрет. Уйрӑмлӑхӗсем ҫакнашкал: пӗринче 4 (тватӑ) кайӑк, тепринче — 3 (виҫҫӗ); лере — тӑрнасем, кунта — кӑвакарчӑнсем. Ну тата хӗвел ӳкерсе хунӑ ӗнтӗ.

Аксу районӗнче пуринчен те ытларах пурнаканӗсем — чӑвашсем. Район центрӗ хӑй те чӑн малтан чӑваш ялӗ пулнӑ.

Чӑваш республикин ялавне илес пулсан, вӑйра тӑракан тӗслӗх пире (калӑпӑр, мана хама) пӗтӗмпех тивӗҫтерет. Ку статьяра, аса илтеретӗп, сӑмах герб пирки ҫеҫ пычӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#истори, #Шупашкар, #гербсем, #Атӑлҫи Пӑлхар, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1243.5.4712
2017.06.19 15:59
Agabazar
Хисеплĕ сайтçăсем, юзерсем,

статья кун çути курнă хыççăн чылай вăхăт иртсен ун çумне хăшпĕр кăсăклă çĕнĕ материалсем хушса хума тиврĕ. Çавсемпе паллашма сĕнетĕп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем