Васкакан вакка сикнӗ тенӗ ваттисем. Шӑп та лӑп икӗ ҫул каялла пулса иртнӗ ҫак инкекпе ҫыхӑннисем ку сӑмаха унтанпа ҫитмӗл те ҫичӗ хутчен аса илчӗҫ пуль. Анчах чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук.
2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18 сехет те 40 минутра Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳ центрӗ патӗнче пулса иртнӗ ку инкек. «Ауди 80» машинӑна тытса пыракан аллӑ урлӑ каҫнӑ водитель пӑрӑнма юраман йӗр ҫинчех сулахаялла ҫаврӑннӑ. Анчах каҫса кайса пӗтеймен — автомобиле мотоциклист пырса ҫапӑннӑ. Байкер транспорта чарма пӑхнӑ-ха, хӑвӑртлӑхпа пынӑ мотоцикл ҫаврӑнса ӳксен 150 метра яхӑн шуса пырса машинӑна пырса тӑрӑннӑ. Мотоцикла тытса пынӑ 18-ти каччӑ вырӑнтах вилнӗ, унпа ларса пынӑ 17-ри хӗр пульницӑра куҫне хупнӑ.
Ҫул-йӗр правилине пӑснине пула асӑрханмасӑр икӗ ҫынна вӗлернӗ «Ауди» водительне кӑҫалхи кӑрлачра суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Арҫынна 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха колони-поселение ямалла тунӑ. Унсӑр пуҫне водитель правине 3 ҫуллӑха туртса илнӗ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе шар курнӑ амӑшӗсене — каччӑнне тата хӗрӗнне — 500-шер пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ.
Шупашкарти Тӗп пасарта суя продукци сутнине тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмпе суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗнчен 5 миллион ытла тенкӗлӗх тавар туртса илнӗ.
Пасарта суя кофе, пирус, леденец сутнӑ. ШӖМ ӗҫченӗсем ҫак ӗҫпе аппаланакан ушкӑна пӳлнӗ. Ушкӑн Кавказ тӑрӑхӗнчи виҫӗ республика ҫыннисенчен тӑнӑ. Вӗсем Чӑваш Ене контрафактлӑ тавар кӳрсе килнӗ. Вӗсене Тӗп пасарта сутнӑ.
Складсене тата суту-илӳ вырӑнӗсене тӗрӗсленӗ вӑхӑтра 25 пин ытла единица суя кофе, пирус тупнӑ. Ҫак ӗҫпе аппаланнӑ ҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Халӗ суя тавара ӑҫта туса кӑларнине тӗпчеҫҫӗ.
Квалификациллӗ судьясен коллегийӗн ларӑвӗнчи пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, Шупашкарти Ленин районӗнчи 5-мӗш участокри миравай судйине Вячеслав Романова ӗҫрен кӑларнӑ. Лару юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртнӗ. Приказа хальлӗхе пичетлемен, анчах сайтра Романова дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарассине пӗлтернӗ.
Аса илтерер: Вячеслав Романов тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма хӗненӗ тата унӑн аллине хуҫнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ӳсӗр судья Вӑрмар районӗнче машинӑран тухнӑ та 60 ҫулти хӗрарӑмпа пули-пулми хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ ӳкнӗ, ку вара ӑна уринчен тапнӑ, унтан тытнӑ та сулахай аллине пӗтӗм вӑйран пӑрнӑ. Хӗрарӑмӑн ывӑлӗ хӳтӗлеме тӑнӑ, анчах Романов ӑна та хӗненӗ.
Романов хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл урӑ пулнӑ. Ӳсӗр хӗрарӑм вара ӑна иртсе кайма кансӗрленӗ. Судья ҫапла ӑнлантарнӑ: вӑл ӑна ҫул ҫинчен айккине пӑрӑнма ыйтнӑ, аллинчен ҫавӑтнӑ. Лешӗ вара турткалашнипе аллине хуҫнӑ. Унтан ывӑлӗ машинин кантӑкне ҫапса ҫӗмӗрнӗ. Вӗсем тахҫантанпах хирӗҫӳре-мӗн. Судья тата ҫак хӗрарӑмӑн иккӗмӗш ывӑлӗ, депутат пуканне йышӑнаканскер, хирӗҫсе кайнӑ-мӗн.
Раҫҫейре 2018 ҫулта футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртет. Ку пулӑма кӗтсе илмешкӗн Шупашкар та хатӗрленет.
Чемпионат пуҫланиччен Шупашкарти «Спартак» стадиона юсаса ҫӗнетӗҫ. FIFA ыйтнипе, футбол уйне пысӑклатӗҫ. Малтанах ҫиелти тӑпрана илӗҫ, унтан дренаж хурӗҫ. Газон курӑкне ҫитес ҫуркунне акӗҫ.
Вылямалли ҫӗнӗ уй, хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм, конференц-зал пулӗ. Стадиона тӗпрен ҫӗнетӗҫ. Унта пӗр команда тренировкӑсем ирттерӗ. Ку пӗтӗмпе 134 миллион тенке кайса ларӗ. 2016 ҫул валли 44 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку — федераци хыснинчи укҫа. Муниципалитет хыснинчен 11 миллион тенкӗ панӑ.
Ӗҫӗ пурнӑҫлаканӗ паллӑ ӗнтӗ. Вӑл — Трест-11. Ҫавӑн пекех проектпа килӗшӳллӗн тӗрлӗ мероприяти ирттерме пӳлӗмсем тӑвӗҫ. Медицина тата массаж тумалли пӳлӗмсем те пулӗҫ. «Спартака» ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗччен туса пӗтерме палӑртнӑ.
Чӑваш Енре ҫынсене шӑнман пӑр ҫине лартса хӑвармалли ҫӗнӗ мел шухӑшласа кӑларнӑ. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче лавккара сутуҫӑра ӗҫлекен 20 ҫулти хӗр полицие ҫитнӗ.
Хайхискер ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Ҫак кунсенче ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, укҫа куҫармалли терминал хуҫи-мӗн вӑл. Арҫын сутуҫа аппарата программӑлама ыйтнӑ.
Ун валли арҫын 1000 тенкӗлӗххине — 2, 500 тенкӗлӗххине — 2, 100 тата 50 тенкӗлӗххине икшер хатӗрлеме ыйтнӑ. Сутуҫӑ ӑна шанса кассӑран укҫа илнӗ. Арҫын укҫана тавӑрма шантарнӑ. Хӗр «кӗмӗле» лешӗ каланӑ номер ҫине куҫарса панӑ.
Унтан арҫын каллех тепӗр «операци» тума ыйтнӑ. Ҫапла пике ултавҫа 10 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Арҫын кайран шӑнкӑравлама шантарнӑ. Анчах паллӑ ӗнтӗ — вӑл ҫухалнӑ. Телефонне сӳнтерсе хунӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ҫав арҫын кам пулнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫынсем вӑрманта тилӗ виллисене тупни пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Вилесем хутаҫра выртнӑ.
Ҫынсене ку сисчӗвлентернӗ. Хутаҫа аэропорт ҫывӑхӗнче тупнӑ. Вырӑнти ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хӑшӗ-пӗри чӗрчунсене вӗлерет те ҫул хӗрринче ывӑтса хӑварать. Кунашкал тискерлӗх пӗрре кӑна мар пулнӑ-мӗн.
Сергей Арсентьев каланӑ тӑрӑх, такам аэропорт ҫывӑхӗнче тилӗсене вӗлерет те вилесене ҫул хӗррине пӑрахса хӑварать. Икӗ тилӗ хутаҫра выртнӑ, тепри айккинче йӑваланнӑ. Хутаҫ халӗ те унтах выртать, ҫавӑнтах ҫынсем иртсе ҫӳреҫҫӗ.
Ахӑртнех, ку чылайӑшне пӑшӑрхантармасть. Халӗ ку ыйтӑва специалистсем уҫӑмлатаҫҫӗ.
Россельхознадзор авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти 27-мӗш ача пахчине планпа килӗшӳллӗн тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче специалистсем йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
Ясмӑк тата урпа пӑттинче хурт-кӑпшанкӑ йӗрне тупса палӑртнӑ. Ҫавӑнтах срокран тухнӑ урпа кӗрпи упраннӑ. 1,5 килограмм пулнӑ вӑл. Лаборатори тӗпчевӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, урпа кӗрпи ҫинче сӑвӑс пур. Ҫиме юрӑхсӑр кӗрпене ҫунтарса тӗп тунӑ.
Ҫӑнӑх ҫини сӑвӑс ҫын сывлӑхӗшӗн тата чӗрчуншӑн сиенлӗ. Унра бактерисем пур. Ӑна пула наркӑмӑшланма пулать. Вӑл хырӑмлӑха лексен йывӑррӑн сывлаттарать, хӑрӑлтаттарать. Ҫитменнине, вӑл аллерги пуҫарать.
Ача пахчинчи хӑш-пӗр ҫынна явап тыттарнӑ. Уншӑн 2 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттереҫҫӗ.
Шупашкарти Мясокомбинат проездне ҫутатма прокуратура хистет. Надзор органне асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакансем пулӑшу ыйтса ҫырнӑ.
Асӑннӑ проездра нумай хваттерлӗ икӗ ҫурт тата 1102 уйрӑм ҫын ҫурчӗ вырнаҫнӑ. Унта пурӑнакансем те этем ретлӗ пурӑнасшӑн, кӗрхи тӗттӗм каҫсенче ҫутӑ урампа утасшӑн.
«Об общих принципах организации местного самоуправления в Российской Федерации» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнче вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ыйтӑвӗсене йӗркелессин пӗтӗмӗшле принципӗсем ҫинчен) саккунӑн 16-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн 25-мӗш пунктӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, урама хӑтлӑх кӗртесси, ҫав шутра ҫутӑпа тивӗҫтересси те, вырӑнти тӳре-шаран тивӗҫӗ шутланать.
Кӑлтӑка пӗтерме хушса прокуратура хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару шӑрҫаланӑ.
ЧР ШӖМ министрӗ Сергей Неяскин Шупашкарти ҪҪХПИ уйрӑмӗн пуҫлӑхне Эдуард Шемякова должноҫран кӑларнӑ. Темпе айӑпа кӗмен вӑл. Шемяков шалти ӗҫсен органӗсенче урӑх ӗҫе куҫать.
Министр ку хушӑва паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ ӗҫри должноҫе вӑл ҫитес вӑхӑтра йышӑнӗ. Ун вырӑнне кам пуласси хальлӗхе паллӑ мар.
Сӑмах май, Эдуард Шемяков Шупашкарти ҪҪХПИ уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен ӗҫленӗ.
«Мир квартир» (чӑв. Хваттерсен тӗнчи) портал Раҫҫейри ҫурт-йӗр хакне тишкернӗ. Хальхинче вӑл пӳлӗм сутса илме мӗн хака ларнипе кӑсӑкланнӑ.
Шупашкара илсен, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пӳлӗмсен хакӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчен тытӑнса юпа уйӑхӗччен чакса пынӑ. Пӳлӗмӗн вӑтам хакӗ 679 пин те 559 тенкӗпе танлашнӑ. Пӳлӗмсем уйрӑмах йӳнелнӗ хула — Смоленск. Унта хак тӑхӑр уйӑхра 13,7 процент чакса 743 пине ҫитнӗ. Новосибирскра 12,2 процент йӳнелнӗ, Хабаровскра — 8,9%, Кисанта (Рязаньте) – 8,7%. Ҫапах та хаксем хӑпарнӑ хуласем те пур. Кунта — Воронеж (+7,8%), Сочи (+7,3%), Сургут (+6,9%), Чуллӑ Ҫыр (+6,8%) тата Ӗпхӳ (+6,4%).
Мускаври пӳлӗме вӑтамран 3,1 миллионпа туянма пулать. Унта хак пӗр процента яхӑн кӑна чакнӑ. Сочинче те пӳлем хакӗ Мускаври пекех — 3 миллион тенкӗ. Питӗрти коммуналлӑ пӳлӗмшӗн вӑтамран 1,6 миллион тенкӗ ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |