Ҫывхарса килекен ҫу уйӑхӗнчи уявсем тӗлӗнче Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсемпе сусӑрӗсем пуйӑспа тата самолетпа ҫула тӳлевсӗр тухайӗҫ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, пуйӑс ҫинчи ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма кӑмӑл тунисем хальлӗхе — виҫҫӗн. Ватӑсемпе пӗрле пӗр ҫын пӗрле тӳлевсӗр каяйрать. Чӑваш Енри шур сухалсем Мускава тата Питӗре кайма кӑмӑл тунӑ. Акци ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 10-мӗшӗ таран пырать.
Шупашкартан Питӗре самолетсем вӗҫтерекен «РусЛайн» авиакомпани те Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене самолетпа тӳлевсӗр вӗҫме чармасть. Вӗсемпе пӗрле ҫула тухнисене ҫур хакпа илсе кайӗҫ. Самолетри ҫӑмӑллӑх пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен 8-800-5555-800 тӳлевсӗр номерпе талӑкӗпех шӑнкӑравлама юрать.
Кӑҫал ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫ коллективӗсем, общество тата ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсем колоннӑпа утӗҫ. Вӗсем кӳлмек еннелле утнӑ чухне кӗвӗ янӑрӗ. Вӑл Чапаев скверӗнче 10 сехетре пуҫланать. Хӗрлӗ тӳремре вӗсене театрланӑ представленипе кӗтсе илӗҫ.
Уяв программи кунӗпех тӑсӑлӗ. Урамра интерактивлӑ лапамсем, театрсем ӗҫлӗҫ. Каҫхине вара Хӗрлӗ тӳремре концерт иртӗ. Унта РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ Денис Майданов хутшӑнать. «Я возвращаюсь домой» (чӑв. Эпӗ киле таврӑнатӑп) ятлӑ концерт программи 18 сехетре пуҫланӗ. Ӑна тӳлевсӗрех курма пулать.
Кӑҫал уявра салют яма та палӑртнӑ. Вӑл миҫере пуласси хальлӗхе паллӑ-мар-ха.
Паян ҫынсем 32-мӗш маршрутка ҫинче ПТК (Пӗрлехи транспорт карти) карттине йышӑнманни пирки ҫырнине курнӑ. Кунашкал ҫырнине 41-мӗш маршрут ҫинче те асӑрханӑ.
Икӗ маршрута та 2-мӗш ЧПАП пӑхса тӑрать. Анчах унта ку ыйтупа нимӗнле комментари те паман. Ҫавӑн пекех ҫынсем 41-мӗш маршруткӑна 20 минут кӗтсе тӑнӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ.
Аса илтерер: ку таранччен 49-мӗш тата 51-мӗш маршрутсемсӗр пуҫне пурте ПТК карттине йышӑннӑ. Ку хатӗре вӗсем 36 пин тенкӗпе туяннӑ. Водительсем те кӑмӑлсӑр: ПТК урлӑ куҫарнӑ укҫа вӗсем патне пӗр уйӑхран ҫеҫ ҫитет.
Ҫу уйӑхӗ пуҫланиччен вӑхӑт нумаях та иртмерӗ. Уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнчех Георгий хӑйӑвӗсене валеҫме пуҫлӗҫ. Вӗсене ҫынсене урамра ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен парӗҫ.
Раҫҫейри чылай хулара ку акци пуҫланнӑ ӗнтӗ. Пирӗн республикӑра вара Георгий хӑйӑвӗсен ҫу уйӑхӗн 1–9-мӗшӗсенче валеҫӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн культура управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑюсене волонтерсенчен хулари тӗп урамсенче — Модӑсен ҫурчӗ ҫывӑхӗнче, Республика тӳремӗнче, Хӗрлӗ тӳремре — илме май пулӗ. Хӑюсене халӑх нумай пухӑнакан вырӑнта та валеҫӗҫ.
Ку акцие Чӑваш Енре ҫулленех ирттереҫҫӗ. Ӑна Ҫӗнтерӳ кунне халалласа йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 72 ҫул ҫитет.
Шупашкарта пӗрремӗш призывниксене ҫара ӑсатнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри нацгвардире ҫар тивӗҫне пурнӑҫлӗ.
Паян ҫар комиссариачӗн пуху пунктӗнче, Пирогов урамӗнче, пулас салтаксене тӑванӗсем ӑсатнӑ. Пӗтӗмпе 14 каччӑ пынӑ унта. Вӗсем ҫар тивӗҫне Мускавра, Хусанта пурнӑҫлӗҫ.
Призывниксене ятарлӑ тумсемпе тивӗҫтернӗ. Кашнине электронлӑ картта, сим-картта панӑ. Тӑванӗсем сывпуллашмалли самант ҫитсен куҫҫульне чарайман. Ҫапах кашниех ӑнланнӑ: ҫар тивӗҫне пурнӑҫласси — кашни арҫыннӑн тивӗҫӗ.
Шупашкарта маршруткӑсен йышне чакарасшӑн. Пассажирсене хальхи вӑхӑтра турттаракансенчен ҫиччӗшӗн ҫу уйӑхӗнче килӗшӳ вӑхӑчӗ вӗҫленет. Ун хыҫҫӑн вӗсен вӑхӑтне тӑсмасан та пултарассине Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ хыпарланӑ. «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах 60, 60К, 48, 49, 51, 56, 59 маршруткӑсем пирки пырать.
Маршруткӑсем сахалтарах пулсан пассажирсем троллейбуспа ытларах ҫӳреме пуҫласса шанаҫҫӗ. Троллейбус управленийӗнче лару-тӑру ҫӑмӑл маррине шута илсен маршруткӑсене сирсе хӑварни муниципалитетӑн унитарлӑ предприятине усӑ кӳме пултарать.
«За рулем» портал 49-мӗш маршуртпа ӗҫленӗ Валерий Захаров усламҫӑ пирки аса илтерет. Хула пуҫлӑхӗсем унпа пӗрлехи транспорт карттипе ЕТКпа ӗҫлеме килӗшменшӗн килӗшӗве татнӑ. Ҫакӑнпа килӗшмесӗр лешӗ суда панӑ. Ӗҫе ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӑхса тухмалла.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта ял хуҫалӑх продукцине сутмалли «Ҫуркунне» уйӑхлӑх пуҫланнӑ. Ҫак тапхӑрта хула влаҫӗ вырӑнти ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене хӑйсен продукцине сутма ирӗк парать. Вӗсене вырӑнпа тӳлевсӗрех тивӗҫтереҫҫӗ.
Кун валли ятарлӑ лапамсем уйӑрнӑ: «Николаевски» пасарта, «Ҫурҫӗр ярмӑрккинче», «Шупашкар» пасарта. Кунсӑр пуҫне ял хуҫалӑх продукцине машина ҫинчен сутма юрать.
Кунашкал уйӑхлӑха кашни ҫулах йӗркелеҫҫӗ. Мӗн тӗллевпе? Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене хӑйсен продукцине сутма май туса парас тесе. Ҫапла майпа Шупашкар ҫыннисем те пахча ҫимӗҫе йӳнӗ хакпа туянма пултараҫҫӗ.
Ку уйӑхлӑх ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗччен пырӗ.
Шупашкарти пӗр шкулта ҫамрӑк чӳречерен сикнӗ. Унта ӑс пухакан ачасем каланӑ тӑрӑх, ҫакна вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе тунӑ.
Ку паян, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 13 сехетре пулнӑ. Ҫамрӑка, суранланнӑскере, пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ вӑл реанимацире выртать.
Ҫав ача 11-мӗш класра ӑс пухать, вӑл 17 ҫулта. Унӑн ашшӗ-амӑшне шкул директорӗ патне чӗнмелли сӑлтав тупӑннӑ: ҫамрӑк ӳсӗр-мӗн. Аслисем кун пирки калаҫнӑ хушӑра яш туалета тухма ирӗк ыйтнӑ.
Анчах унӑн пачах урӑх шухӑш пулнӑ иккен. Вӑл пӗтӗм вӑйран чупса пырса иккӗмӗш хутри чӳречерен сикнӗ. Кантӑк ҫӗмӗрӗлнӗ, каччӑ крыльца ҫине кантӑк ванчӑкӗсемпе пӗрле ӳкнӗ.
Шупашкарти тӳре-шара ҫӗнӗ троллейбус рейсӗсем ярасшӑн. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Ку ыйтӑва паян Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ирттернӗ планеркӑра ҫӗкленӗ. «Шупашкарти троллейбус управленийӗ» унитари предприятине кризислӑ лару-тӑруран кӑларас ыйтӑва пӑхса тухнӑ май ҫӗнӗ рейссем пирки те калаҫнӑ. Тӳре-шаран шухӑшӗпе, ӑна пулӑшмаллах.
Йывӑр лару-тӑруран тухмалли мел сӗннӗ – ҫӗнӗ рейссене хута ямалла. Троллейбуссене «Садовый» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсене ҫӳремелле тӑвасшӑн.
Ҫав вӑхӑтрах тӳре-шара коммерци маршручӗсене чакарма сӗнет, вӗсен пассажирсене илсе ҫӳремелли килӗшӳ срокран тухса пырать.
Тӑван республикӑмӑрта чӑнкӑ туллӑ-сӑртлӑ вырӑнсемех ҫук-ха. Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ ачасем Шупашкарти олимп резервӗн 1-мӗш шкулӗнчи скалодромра тупӑшнӑ. Унта республикӑн тӗп хулин шайӗнче уҫӑ ӑмӑрту иртнӗ.
Шупашкарта йӗркеленӗ ӑмӑртӑва Хусанти, Кироври, Меллекесри (Дмитровградри), Тольяттинчи, Самарти, Чулхулари хӗрачасемпе арҫын ачасем килсе ҫитнӗ. Тупӑшӑва сакӑр ҫултан пуҫласа 15 ҫула ҫитнисем таран йыхравланӑ.
Кӗҫӗн ушкӑнра Кироври Екатерина Дульгерова тата Давид Мамин ҫӗнтернӗ. 10–13 ҫулсенчисенчен — Хусанти Алиса Валеева тата Самарти Алексей Толмачёв, 14–15 ҫулсенчи хӗрсемпе яшсенчен — Тольяттинчи Тимофей Софрыгин тата Чулхулари Мария Плеснева.
Ту ҫине хӑвӑрт улӑхнӑ ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе тата дипломсемпе чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Терентьев Юрий Петрович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Валерий Петрович, литературовед, публицист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |