Ыран, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енри пилӗк сыватӑш Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Хальхинче пациентсене Шупашкар хулинчи 2-мӗш ача-пӑча пульници, Республикӑри наркологи диспансерӗ, Республикӑри кардиологи диспансерӗ, Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиники тата 1-мӗш клиника пульници йышӑнӗҫ.
Наркологи диспансерӗн специалисчӗсем халӑха Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере консультаци парӗҫ. Шӑл тухтӑрӗсем ҫынсене тӗп хулари 2-мӗш тата 7-мӗш поликлиникӑсенче йышӑнма палӑртнӑ. 1-мӗш клиника пульницинче пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсенчен тата ытти врачран сӗнӳ-канаш ыйтма май пулӗ. 2-мӗш ача-пӑча больницинче вара педиатр, невролог, офтальмолог, кардиолог тата отоларинголог медицина пулӑшӑвӗ парӗҫ.
Шупашкарта тӑхӑр уйӑхри ача хваттерти ӑшӑ пӑрӑхне тытса аллине пӗҫертнӗ. Кун пирки «Хула пирки» кӑларӑм (выр. «Про Город») хыпарлать.
Пӑтӑрмах нарӑсӑн 14-мӗшӗнче 324-мӗш Стрелоксен дивизийӗн урамӗнчи 19-мӗш ҫуртри пӗр хваттерте пулнӑ. Упаленекен, утма хӑнӑхакан ача пӑрӑха ярса тытнӑ та шари ҫухӑрма тытӑннӑ. Аллине пӗҫертнӗ ачана амӑшӗ пӗрремӗш пулӑшу панӑ, тухтӑрсене чӗннӗ. Ачана пульницана илсе ҫитернӗ, сулахай алли тата ал лаппи иккӗмӗш степень лартмалӑхах пиҫнине палӑртнӑ.
Ҫамрӑк хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, хутса ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланнӑранпах пӑрӑхсем калама ҫук вӗри тата хваттерте питӗ шӑрӑх. Ҫурт-йӗре пӑхса тӑракан компани шучӗпӗ айӑпли - ӑшӑ энергийӗпе тивӗҫтерекен «Т Плюс» фирма. Лешсем вара хваттерти ӑшӑ пӑрӑхӗсемшӗн хайхи леш компани яваплӑ теҫҫӗ. Апла-и, капла-и — шар курнӑ ҫемье куншӑн укҫа шыраса илме пултарать. Саккунпа килӗшӳллӗн вӗсен халь ҫурт-йӗре пӑхса тӑракан компание тата патшалӑхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр инспекцине ҫӑхав ҫырмалла.
Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсем валли Чӑваш Енре медицина пункчӗ уҫӗҫ. Ку проект хальлӗхе сӑнавлӑ пулӗ. Ӑна Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви йӗркелеме шутланӑ.
Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви видеоселектор мелӗпе ирттернӗ канашлӑва Чӑваш Енри сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекен тӳре-шара, чиркӳ ҫыннисем хутшӑннӑ.
Килсӗррисем валли медицина пункчӗсене Хабаровск крайӗпе Иркутск облаҫӗнче те уҫмалла. Вӗсенче полиссӑр, паспортсӑр ҫынсене йышӑнмалла, тухтӑрсем пулӑшмалла.
Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене сиплекен тухтӑрсене хӳтӗлемеллине те канашлура сӳтсе явнӑ.
Килсӗррисене пулӑшакан Чӑваш Енри медицина пунктне Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницинче уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна хӑҫан ӗҫлеттерсе ярассине хальлӗхе пӗлтермен.
Шупашкарта Кӑшарни праҫникне хатӗрленме пуҫланӑ. Халӑха вакка чӑмма меллӗ те кӑмӑллӑ пултӑр тесе нумай ӗҫ тума палӑртнӑ. Ҫавна май мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ, Атӑлта вакӑ касма вырӑнсем уйӑрнӑ. Вӗсем арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗн ҫывӑхӗнче пулӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вакӑсем патне ҫитме ҫул сарӗҫ, йӗри-тавра турникет тытса ҫавӑрӗҫ. Унсӑр пуҫне вакка чӑмакансемшӗн меллӗ пултӑр тесе саксем вырнаҫтарӗҫ, ҫӳп-ҫап пӑрахма урнӑсем, хальхи йышши контейнерсем, биотуалетсем лартӗҫ, хывӑнса тумланмалли пӳлӗмсем, ӑшӑнмалли пунктсем хӑтлӗҫ.
Ҫакна та каласа хӑвармалла, тӑватӑ талӑк, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 21-мӗшӗччен, вакӑсем патӗнче МЧС, ГИМС, шырав-ҫӑлав службин тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗсем хурал тӑрӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче паян пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Кӗске вӑхӑтра пулсан та пысӑк пахалӑхпа ҫӗкленине ӗнентереҫҫӗ строительсем.
Асӑннӑ офисӑн малтан хӑйне ята кӗтес пулман. Вӑл «Чӑвашавтодор» предприятин пӳлӗмӗнче вырнаҫнӑ. Предприятире укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑх сиксе тухсан офис пӳлӗмӗсем пушанса юлнӑ, газпа парӑма кӗрсе кайнӑ организацине газовиксем «кӑвак ҫулӑмсӑр» хӑварнӑ. Кӑҫалхи кӗр ҫитсен пӗр вӑхӑт тухтӑрсем ҫутӑ обогревателӗсемпе ӑшӑнкаланӑ-ха, анчах апла ӗҫлеме май ҫуккине кура каярах врач Ишлейра йышӑнма пуҫланӑ.
Ҫине тӑрса тата васкавлӑ тухтӑр ҫурчӗ хӑпартнӑ Мӑн Карачурара. Паян ӑна уҫма республика Элтеперӗ, ытти тӳре-шара пуҫтарӑннӑ.
«Халӗ, ҫынсем психика тӗлӗшӗнчен айланнӑ тапхӑрта, татса памалли ыйту чылай пирӗн. Ҫакӑ информаци сахаллипе те ҫыхӑннӑ. Ҫынсем хӑйсен чирлӗ тӑванӗсене питӗ кая юлса илсе килеҫҫӗ. Психиатрсенчен пулӑшу ыйтма маларах пырсан чылайӑшне сыватма та май килӗччӗ. Ҫавӑнпа ҫирӗплетсех калатӑп: психиатрсем патне кайма вуҫех хӑрамалла мар», — тенӗ Дон ҫинчи Ростоври центрӑн ертӳҫи Ольга Бухановская паян, раштавӑн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта иртнӗ ҫавра сӗтелте. Унта тӗрлӗ регионти психиатри пульницисен тӗп тухтӑрӗсем, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи республикӑсемпе облаҫсен тӗп психиатрӗсем хутшӑннӑ.
«...Психиатри – чи кӑткӑс специальноҫсенчен пӗри, ҫавӑнпах ку енӗпе ӗҫлекен тухтӑрсен йышӗ ҫулран-ҫул чакса пырать», — палӑртнӑ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӗп психиатр Ринат Валинуров. Канашлура вӗсем шӑпах ҫак ыйтусене татса памалли майсене тишкернӗ.
Тухтӑрсем сисчӗвленнӗ. Ахальтен мар. Вӗсем Чӑваш Енре сысна грипӗн эпидемийӗ пулассине пӗлтереҫҫӗ.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче чирлекенсен йышӗ нумайланӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлавӗн организацийӗн даннӑйӗсене илсе кӑтартать: кӑҫал ытларахӑшӗ сысна грипӗпе чирлеме пултарӗ. Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа чирлекенсен йышӗ нумайланма тытӑнӗ. Кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче вара эпидеми пикӗ пулӗ.
Тухтӑрсем чирлес мар тесен прививка тума сӗнеҫҫӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине ӗненес тӗк, пӗр ҫынна прививка тума 200 тенкӗ кирлӗ. Чирлесен сипленмешкӗн вара 700 тенкӗ тухса каять.
Шупашкарти тухтӑрсем чи нумай шалу илеҫҫӗ. Ӗненместӗр-и? «Avito Работа» пӗтӗмлетӗвне тишкерӗр.
Чӑваш Енри тухтӑрсен ӗҫ укҫи 70 процент ӳснӗ-мӗн, Питӗрти, Екатеринбургри, Пермьри специалистсен шайне ҫитнӗ.
Экспертсем «Медицина, фармацевтика» категорири ӗҫ укҫине тишкернӗ. Вӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫейри тухтӑрсем вӑтамран 35,5 пин тенкӗ шалу илеҫҫӗ. Шупашкарта вара вӑтам кӑтарту унран та пысӑкрах пулнӑ: 39,6 пин тенкӗпе танлашнӑ. Пӗлтӗр вара ку кӑтарту 23,2 пин тенкӗ пулнӑ.
Омскари Брянскри медиксем вара сахал укҫа илеҫҫӗ: 17,8 пин тата 18 пин тенкӗ. ЧР Сывлӑх сылавӗн порталне тишкермесӗр хӑварар мар. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче Чӑваш Енри тухтӑрсен вӑтам ӗҫ укҫи 35,1 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Шупашкарти пӗр медицина учрежденийӗнче ӗҫлекен тухтӑр тӗлӗшпе Шупашкар полицийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ. Унашкалли Раҫҫейре пӗрремӗш пулнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫейри антидопинг агентствин материалӗсене тӗпе хурса пуҫарнӑ. Следстви материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухтӑр спортсмена «Реамберин» препарат панӑ. Вӑл вара спортра усӑ курма юраман эмелсен йышне кӗрет.
Полицейскисем дознани вӑхӑтӗнче тухтӑр допингпа усӑ курнӑ тесе нимӗнле айӑп та тупман. Ҫавна май ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑрахӑҫлама йышӑннӑ.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Республикӑри ача-пӑча клиника больницинче ачана ҫӗнӗ меслетпе операци тунӑ. Кун пирки Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Ку операцие Чӑваш Енӗн тӗп нейрохирургӗ Павел Святочевский республикӑри ача-пӑча клиника больницин нейрохирургӗпе Владимир Родионовпа тата Чӑваш Енӗн тӗп анестезиолог-реаниматологӗпе Дмитрий Лукояновпа пӗрле тунӑ. Пӗчӗк пациента пуҫ мимин юн пусӑмӗн датчикне вырнаҫтарса панӑ.
Ҫак мониторпа ачасемпе аслисене сипленӗ чухне те усӑ кураҫҫӗ иккен. Анчах паянхи кунччен республикӑра унпа усӑ курса ачасене операци туман. Ҫак хатӗр пациентӑн сывлӑхне тӗрӗс палӑртма, пусӑм улшӑнӑвне курса тӑма, диагнозне пӗлсе сиплеве кирлӗ пек йӗркелеме май парать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |