Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Канаш хулинче вӑйпитти арҫын сӗрӗмпе вилнӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек каҫхи тӑхӑр сехет тӗлӗнче тухнӑ.
Канаш хулинчи Хӗвелтухӑс урамри 3-мӗш ҫуртри икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте кил хуҫи хӗрарӑмӗн пиччӗшӗ хӑналаннӑ. 52-ри арҫын вырӑн ҫинче сигарет туртнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кайран вӑл ҫывӑрса кайнӑ. Пирусран малтан диван хыпса илнӗ, унтан ҫулӑм пӳлӗмри ытти япала ҫине куҫнӑ.
Арҫын сӗрӗмпе хытах минренӗ. Инкек вырӑнне персе ҫитнӗ пушар хуралӗн ӗҫченӗсем хӗрлӗ автана 15 минутра сӳнтернӗ. Анчах арҫынна ҫӑлса хӑварма май килмен. Вӑл васкавлӑ пулӑшу машини килсе ҫитиччен вилсе кайнӑ.
Ӗнер Етӗрне районӗнчи Пупӑлькасси ялӗнче те пушар тухнӑ. Унта пушӑ ларнӑ ҫурт ҫуннӑ тата кӳршисен хуралтисем сиенленнӗ.
Раҫҫейри чылай регионта пӗлтӗр усал шыҫӑпа чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Чӑваш Ен те вӗсен йышне кӗнӗ. Экспертсем лӑплантармаҫҫӗ: ку кӑтарту тата пысӑкрах пулӗ.
Пӗлтӗр Раҫҫейре малтанхи тапхӑрта тупса палӑртнӑ усал шыҫӑ чирӗ 3 процент ӳснӗ. Экспертсем ку кӑтарту мӗншӗн тата ӳсме пултарассине пӗлтернӗ: тухтӑрсем пациентсене тимлӗрех тӗрӗслеҫҫӗ. Диагностика лайӑхланни те усал шыҫҫа малтанхи тапхӑрта тупса палӑртма пулӑшать.
Ытларах ку кӑтарту пӗлтӗр ҫак регионсенче ӳснӗ: Чукотка автономи округӗ, Хабаровск крайӗ, Амур облаҫӗ, Крым, Чӑваш Ен. Калмӑк Республикипе Якутире вара усал шыҫҫа тупса палӑртас ӗҫ япӑх пырать. Унта чире ытларах чухне юлашки тапхӑрта кӑна палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш Енри тухтӑрсем грипран хӑраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсем хӑйсене вакцинаци тутараҫҫӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министертсвинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин тӗп врачӗн поликлиника енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Александр Дерягин укол тутарнӑ та ӗнтӗ. Шурӑ халатли ытти ҫынна та, ултӑ уйӑхри ачаран пуҫласа ваттисем таранах, прививка тумалла тесе шухӑшлать. Вакцинаци витӗр тухнӑ ҫынна грипп ерсен те амак ҫӑмӑллӑн иртнине палӑртать.
Чӑваш Ене вакцинӑн пӗрремӗш партине иртнӗ уйӑхрах кӳрсе килнӗ. Вӑл халӑхӑн 19 процентне укол тума ҫитет. Сӑмах май каласан, Роспотребнадзор ҫӗршыври халӑхӑн 45 процентӗнчен кая мар ҫынна укол тӑвасшӑн. Хӑрушлӑх ушкӑнӗнче шутланаканнисене вара — 75 процентран кая мар.
Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Мускав-Краснодар» рейспа вӗҫекен самолетра Шупашкар ҫыннине япӑх пулса кайнӑ. Ӑна «Армавир» клубӗн тухтӑрӗ пулӑшнӑ.
Самолетра пулнӑ 59 ҫулти Андрей Пивоваров икӗ туалет хушшинче ҫара уран ларакан арҫынна асӑрханӑ. Хӑйне япӑх туйнӑран лешӗ нимех те ӑнлантарайман. Футбол командин тухтӑрӗ самолета васкавлӑн анса ларма сӗнес патнех ҫитнӗ. Дон ҫинчи Ростов патне ҫитсен арҫын хӑйне лайӑхрах туйма пуҫланӑ. Хӑй Шупашкартан пулнине, Пакистанра ҫуралнине, Хура тинӗс хӗррине ҫемйи патне вӗҫнине пӗлтернӗ.
Каштахран вӑл тепӗр хутчен йывӑрланса кайнӑ. Кӑкӑрӗ тӗлӗнче ыратнӑ, мӑйӗ, ҫан-ҫурӑмӗ сӑлтӑртатнӑ. Тухтӑр массаж тунӑ, Су-Джок текен терапипе усӑ курнӑ. Халӗ арҫын тинӗс хӗрринче канать-мӗн, хӑйне аван туять.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Хӗтеркасси ялӗнче те трасса ҫинче васкавлӑ пулӑшу кӳрекен пункт уҫӑлнӑ. Вӑл Нискассинчи пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче вырнаҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма хутшӑннӑ республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов кун пек пунктсем питех те пӗлтерӗшлине палӑртнӑ.
Инкексем ҫул-йӗр ҫинче, шел те, час-часах пулаҫҫӗ. Пӑтӑрмахӗ ачи-пӑчине те, вай питтипе ваттине те тиркемест. Ҫуран утакан ҫын-и вӑл е салонта ларса пыракан-и — пурне те амантать. Трасса ҫинчи инкек вырӑнне тухтӑрсем васкавлӑн ҫитсе вӑхӑтра пулӑшни питех те паха. Ҫавӑнпа та маларах, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ун пеккине Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ялӗнче уҫнӑччӗ.
Етӗрне районӗнчи уйлӑхра пӗлтӗр ҫул ҫитмен хӗрачана пусмӑрланӑ тесе кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче тӗпчев пуҫарнӑ. Калаҫтаракан ҫак пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле тӗпчеме пирӗн республикӑна Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Игорь Комиссаров килнӗ. Мускавран ҫитекен пакунлӑ ҫав ҫын пуҫиле ӗҫе тӗпчекенсемпе тата шар курнӑ хӗрачан ашшӗ-амӑшӗпе курса калаҫӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ ӗнер пӗлтернӗ. Хамӑр регионти тӗпчевҫӗсен ӗҫне те вӑл хак памалла.
Паян пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ май ҫак ӗҫе В.П. Сербский ячӗллӗ психиатрипе наркологин нацин медицинӑпа тӗпчев институчӗн специалисчӗсене те явӑҫтарӗҫ. Ура ҫине РФ Сывлӑх сыхлав министерствин ертӳҫисем таранах тӑнӑ. Ачана Мускаври сиплев учрежденийӗсенче психологи тата кирлӗ ытти медицина пулӑшӑвне кӳмелле.
Шупашкарта пурӑнакан Алексеевсен 13-ри ывӑлне тухтӑр наркотикпа айкашать тесе шухӑшланӑ имӗш. Ывӑлне васкавлӑ пулӑшу фельдшерӗ кӳрентерни ҫинчен ҫемье республикӑри электрон МИХсенчен пӗрне евитленӗ.
Яш икӗ ҫултанпах пуҫ ыратнипе аптӑранӑ. ВСД (ҫак аббревиатура вырӑсла «вегето-сосудистая дистония» тесе вуланать) диагноз лартнӑскерӗн пуҫ хытӑ ыратать, хӑсма пуҫлать.
13-ри яш утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 19 сехет тӗлӗнче ҫул ҫинче аптӑранӑ. Ҫавна асӑрханӑ иртен-ҫӳрен васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ. Фельдшер ача наркотик астивнӗ тесе хакланӑ, яша та ҫаплах каланӑ иккен. Ӑна вӑл ҫӗр ҫине вырттарса мӑйне чавсипе пусса лартнӑ-мӗн. Яш сӑмах чӗнейми пулнӑ. Сывлӑш ҫитменнине кура вӑл фельдшер аллине сирме хӑтланса пӳрнине ыраттарнӑ иккен.
Ача патне тухтӑр йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ, лешсем хӑйсен ӗҫ вырӑнне илсе кайнӑ. Пакунлисем патне кайнӑ чух ача ашшӗ патне шӑнкӑравласа ӗлкӗрнӗ. Ачан ашшӗ-амӑшӗ ӑна наркодиспансера тата Республикӑн ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ача наркоман маррине, пӳрнене вара амантнине ҫирӗплетнӗ.
Фельдшера кӳреннӗ ашшӗ-амӑшӗ полицине ҫӑхав ҫырнӑ.
Ватӑ профессора вӗлернӗ вӑй питтине 12 ҫуллӑха тӗрмене хупнӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ вырӑнта тытса усрӗҫ.
Аса илтерер, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенне пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинчи ӗҫ пӳлӗмӗнче вӗлернӗччӗ. 80-ри травматолог тухтӑрта та ӗҫленӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн экстремаллӑ кафедринче студентсене те вӗрентнӗ.
Ватӑ профессора, медицина ӑслӑлӑхӗнсен докторне, Чӑваш Енӗн ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне 48-ти (халӗ вӑл 49-та) пӗлӗшӗ вӗлерни ҫиеле тухнӑччӗ. Вӗсен иккӗшӗн тулли мар яваплӑ общество пулнӑ-мӗн те услампа ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑх тавлашӑва ҫаврӑннӑ, ҫамрӑкки аслине вӗлернӗ.
Суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр арҫын тата унӑн ваккаци апелляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Анчах Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ айӑплав виҫине ылмаштарма килӗшмен.
Чӑваш Енри психиатрсем Хусанта ташланине ҫирӗплетеймӗпӗр-ха, анчах бала хутшӑнни паллӑ. Унти В.М. Бехтерев ячӗллӗ республикӑри клиника пульницинче ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Бал у Бехтерева» (чӑв. Бехтерев патӗнчи бал) иртнӗ. Ӑна клиникӑн 149-мӗш ҫулхине халалланӑ. Мероприятие сывлӑх сыхлав учрежденийӗн тӗп врачӗ Ф.Г. Зиганшин пуҫарнӑ.
Владимир Михайлович Бехтерев — Раҫҫейри паллӑ психиатр, невропатолог, физиолог, психолог, рефлексологипе патопсихологи енӗпе ҫӗршыври паллӑ специалист, академик. Хӑйӗн ӗҫӗе вӑл Хусанта пуҫланӑ. Унӑн тӗп тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ нерв чирӗсене тӗпчесе сиплени ҫеҫ мар, чун чирӗллисемпе этемле пулма вӗрентни тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Маларах эпир асӑннӑ Фарит Зиганшин психика енӗпе чирлӗ ҫынсемпе ӗҫлекенсен паха ӑс-хакӑллӑ пулмаллине, ӳнер ҫак енӗпе ырӑ витӗм кӳнине палӑртнӑ.
Бал пирӗн республикӑри специалистсем те хутшӑннӑ.
Куславкка районӗнче М-7 ҫул ҫинче талӑкӗпех ӗҫлекен васкавлӑ медпулӑшу пункчӗ уҫӑлнӑ. Вӑл Энтри Пасар ялӗнче вырнаҫнӑ.
Пункт ҫак тӑрӑхри ҫынсене кӑна мар йышӑнӗ. «Атӑл М-7» ҫул ҫинчен шӑнкӑрав килсен те тухтӑрсем медпулӑшу пама васкӗҫ. Энтри Пасарӗнче кунашкал пункта ахальтен уҫман. Ҫак ҫул ҫинче аварисем час-часах пулаҫҫӗ. Ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ пунктри бригада вара инкек вырӑнне часах ҫитме пултарӗ. Палӑртмалла: Чӑваш Енре кунашкал васкавлӑ медпулӑшу пункчӗ пӗрре кӑна.
Тухса ҫӳрекен бригадӑра виҫӗ ҫын ӗҫлет: икӗ медик тата водитель. Вӗсен навигаторпа планшет пур. Ку пӗлмен вырӑнсене часрах ҫитме май парать. Ҫул ҫинче япӑх пулса кайсан та пункта кӗрсе тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |