Чӑваш Енре «Земство тухтӑрӗ» патшалӑх программи ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланса пырать. Вӑл пулӑшнипе ҫамрӑк тухтӑрсем ялсене ӗҫлеме каяҫҫӗ. Куншӑн вӗсене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ.
Ҫак программӑна 2017 ҫул вӗҫӗччен тӑсма йышӑннӑ. Эппин, ҫамрӑк тухтӑрсем ялсене тата кайӗҫ.
Программа пурнӑҫланнӑранпа Чӑваш Енре 315 тухтӑр ялти пульницӑсене ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Вӗсенчен 36-шӗ пӗлтӗр ӗҫ вырӑнӗллӗ пулнӑ. Ҫамрӑк тухтӑрсем яла килес енӗпе Канаш районӗ мухтанпа пултарать. Унта 49 медик килнӗ. Патӑрьел районне вара – 39 тухтӑр. Муркаш районне – 32, Шупашкар районне – 30, Комсомольски районне – 19, Красноармейски районне – 18, Хӗрлӗ Чутай районне 18 тухтӑр килнӗ.
Сӑмах май, кӑҫал тухтӑра 1 миллион тенкӗ парас вӑхӑт тӑсӑлать. Унччен календарьти 30 кунра панӑ пулсан халӗ – 30 ӗҫ кунӗнче.
Паянтанпа Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав отрасльне Владимир Викторов стоматолог министр пулса ертсе пырӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ, паянах енсем Правительство ҫуртӗнче тӗл пулса калаҫнӑ.
Михаил Игнатьев Владимир Викторова Чӑваш Енри медицина общественноҫӗ сӗннине пӗлтернӗ. Шупашкарти стоматологи поликлиникине чылай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пыракан специалист медицинӑра чӗрӗк ӗмӗр ытла ӗҫленине палӑртнӑ вӑл.
Владимир Викторов — чӑваш парламенчӗн депутачӗ. Унта суйланиччен вӑл хай пурӑнакан Шупашкар районӗнче депутата суйланнӑ. Республикӑн тӗп хулинче ӗҫлеме пуҫласан та унта та ӑна депутата суйланӑ. Обществӑлла ӗҫе те Владимир Викторов хастар хутшӑнать. Вӑл — Стоматологсен ассоциацийӗн, Ашшӗсен канашӗн ертӳҫи.
Чӑваш Енри хӗсӗр ҫемьесене пепкеллӗ пулма тухтӑрсем хальхи вӑхӑтри технологи пулӑшнипе ачаллӑ пулма май туса параҫҫӗ. Ӗнер Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче пресс-тур иртнӗ. Унта пуҫтарӑннӑ журналистсене экстракорпораллӑ пӗтӗленӳ мелӗпе усӑ курни ҫинчен ӑнлантарса панӑ.
Хӗсӗр ҫемьесем Чӑваш Енре кашни пиллӗкмӗш теме те пулать. Официаллӑ статистикӑна ӗненсен вӗсен йышӗ — 17–18 процент. Ку шутран 30 процентӗнче айӑпӗ мӑшӑрсенчен иккӗшӗнче те пулать. 50–60 процентӗнче сӑлтавӗ — хӗрарӑмра, 40–60 процентӗнче — арҫынра.
Ачасӑр ҫемьесене юлашки 20 ҫулта Чӑваш Енре ЭКО пулӑшать. Ҫулталӑкра ҫуралакан мӗнпур ачаран 1 проценчӗ ҫак меслет пулӑшнипе ҫут тӗнчене килет.
2007 ҫулта ЭКона обязательнӑй медицина страховани программине кӗртнӗ. Маларах тӳлевсӗр квота пурӗ те 50 ҫеҫ пулнӑ. Каярах ку хисепе пӗчӗкшерӗн ӳстерсе пынӑ.
Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗн тӗп врачӗ Сергей Милаев пӗлтернӗ тӑрӑх, ЭКО меслечӗпе Чӑваш Енре пуҫласа 1994 ҫулта усӑ курнӑ, тепӗр ҫулхи ҫулла пӗрремӗш ача ҫуралнӑ.
Пӗлтӗр Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви «Гериатри» направленипе халӑха пулӑшу кӳрессине ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май участокри терапевтсен тата пӗтӗмӗшле практика врачӗсен тата гериатрсен кинеми-мучисемпе ҫине тӑрса ӗҫлемелле.
Паян Чӑваш Енре 60 ҫултан иртнӗ 340 пин ытла ҫын пурӑнать. Статистикӑна ӗненсен, ку вӑл халӑхӑн пӗрре виҫҫӗмӗш пайне яхӑн. Пӗтӗм тӗнчери пекех пирӗн республикӑра та вӑрӑм ӗмӗрлисен шучӗ юлашки ҫулсенче ӳссе пырать. Чӑваш Енре пурӑнакансен ӗмӗрӗ 2006 ҫултанпа вӑтамран 4,5 ҫул нумайланнӑ, халӗ вӑл 71,35-пе танлашать. 85 ҫултан иртнисем — 17 пин ытла ҫын, 100 ҫултан каҫнисем — 98-ӑн.
Медицинӑн чи ҫамрӑк отрасльне аталантарнӑ май пульницӑсенче гериатрсен пӳлӗмӗсем уҫӑлӗҫ, ун пеккисем республикӑра 15 пулӗҫ.
Патӑрьел районӗнчи арҫынсем ашшӗ пулма вӗренни пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. «Пурнӑҫри яваплӑ утӑма хатӗрленекенсене шиклентерекенни чылай. Ҫавна шута илсе унти хӗрарӑмсен консультацийӗ ҫумӗнче «Пулас амӑшӗсен шкулӗ» кӑна мар, «Пулас ашшӗсен шкулӗ» те вӑй илсе пырать», — хыпарланӑ унта.
Патӑрьелти район пульницинче медицинӑпа психологи пулӑшӑвӗ кӳрекен ҫак шкула этемлӗхӗн вӑйлӑ ҫуррийӗ валли ятарласа йӗркеленӗ. Светлана Ибетова психолог каланӑ тӑрӑх, шкула пӗлтӗр уҫнӑ. Халӗ ку заняти вӑй илсе пырать, ҫынсем те ытларах ҫӳреҫҫӗ. Кӑҫал ӑна эрнесерен йӗркелеме пуҫланӑ. «Пулас ашшӗсен шкулне» пыракан арҫынсем хушшинче 20 ҫултан пуҫласа алла ҫитичченхисем таранах пур. Ушкӑна вунна яхӑн ҫын пуҫтарӑнать.
Нарӑсӑн 20-мӗшӗнчен Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча пульници «Контактра» ушкӑнра интернет-йышӑну йӗркеленӗ.
Ҫынсен ыйтӑвӗсене аллерголог-иммунолог хуравлать. Вакцинаципе ҫыхӑннӑ самантсене пульницӑн страницине кӗрсе хускатма пулать. Маларах ыйтса ҫырсан скайп-меслечӗпе те тухтӑрсем ыйтӑва уҫӑмлатма хатӗр. Вакцинӑпа прививка, хальхи вӑхӑтри диагностика тата сиплев меслечӗсемпе паллаштарнипе пӗрлех вакцинаци валли епле хатӗрленмеллине ӑнлантарӗҫ.
«Социаллӑ тетелте ыйтса ҫырнӑ хыҫҫӑн ушкӑн администраторӗ сирӗнпе ҫыхӑнса консультаци вӑхӑтне палӑртӗ. Сӗнӗве врач ҫырса та ӑнлантарма пултарать», — илсе кӑтартнӑ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче пульницӑн тӗп врачӗн Светлана Кожевникован сӑмахне.
Юлашки вӑхӑтра республикӑри ялсенче ҫӗнӗ йышши фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫине тӑрса уҫма пуҫларӗҫ. Модульлӗ шутланакан ҫавӑн йышши пункта, ас тӑвасса, Шупашкар районӗнче муниципалитета Анатолий Князев ертсе пынӑ чухне пуҫласа туса лартнӑччӗ. Хӑвӑрт ҫӗкленекен меслетпе тӑвакан ФАПсене юлашки ҫулсенче республикипех хута яраҫҫӗ. Чӑваш Енре, сӑмах май каласан, фельдшерпа акушер пункчӗсем тумалли программа ӗҫлет. Анчах, шел те, тепӗр чухне кадр ыйтӑвӗ сиксе тухать.
Шупашкар ҫумӗнчи Ҫӳлтикассинче те ҫӗнӗ ФАП пур иккен. Анчах унта штатпа пӑхнӑ ӗҫчен ҫук. Капла йывӑрлӑх пурӗ тӑватӑ ФАПра. Ку хыпара муниципалитетӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетмелли канашлура унти пачӑшкӑ пӗлтернӗ. Кӑлтӑкшӑн Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкар район пульницин тӗп врачӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Елена Петрована хытах хурланӑ.
Общество Телекуравӗн информаци служби медицина ӗҫченӗсем мӗн чухлӗ шалу илнине тӗпченӗ. Тӗлӗнмелле те, медиксен вӑтам ӗҫ укҫи 10,5 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ку пӗтӗмлетӗве информаци служби медицина ӗҫченӗсен хушшинче ыйтӑм ирттернӗ хыҫҫӑн тунӑ.
Чӑваш Енри медиксен чи пӗчӗк ӗҫ укҫи 9 пин тенкӗпе танлашнӑ. Чи пысӑк шалу вара — 12 пин тенкӗ. Анчах ҫав ҫынсем хӑш категорие кӗнине палӑртман: тухтӑрсем е медицина ӗҫченӗ?
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин официаллӑ даннӑйӗсене ӗненес тӗк, пирӗн тухтӑрсем пӗлтӗр вӑтамран 18,4 тенкӗ илнӗ. Тухтӑрсен шалӑвӗ вара 32,1 пин тенкӗпе танлашнӑ.
ОТР пӗлтернӗ тӑрӑх, мӗн пур регионта медицина ӗҫченӗсем вӑтамран 19 пин тенкӗ шалу илнӗ. Ку, Росстат даннӑйӗсемпе танлаштарсан, 60 процент сахалрах.
Пирӗн республикӑра пурӑнакансем хушшинче психотерапевтсенчен пулӑшу ыйтакансем йышланнӑ. Апла пулсан, анӑҫри ҫӗршывсенче анлӑ сарӑлнӑ ҫак йӑла пирӗн тӑрӑха та майӗпен ҫитсе пырать теме май пур.
ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви ку енӗпе пӗлтӗр епле ӗҫленине тишкернӗ те чун ыратӑвӗпе ӗҫлекен специалистсем халӑха кирлине пӗтӗмлетнӗ. Министерствӑн психиотерапи енӗпе ӗҫлекен тӗп специалисчӗ-эксперчӗ Елена Калинина доклад тунинчен психотерапевтсем патне иртнӗ ҫул ҫынсем 40,5 пин ытла хутчен кайни паллӑ. Республикӑра 16 специалист йышӑнать. Вӗсенчен самайӑшӗ амбулаторинче ӗҫлет.
Халӑх психотерапевтсенчен пулӑшу ыйтни ҫак специалистсене шанма пуҫланине, вӗсем ҫинчен каласа кӑтартнипе ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Енри онкологсемпе кардиологсем районсемпе хуласене тухса ҫынсен сывлӑхне тӗрӗслӗҫ. Чире иртерех палӑртсан ӑна сиплеме ҫӑмӑл тесе ирттерекен ҫак акцие Республикӑри онкологи диспансерӗн тата Республикӑри кардиологи диспансерӗн специалисчӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Онкологсем кашни районпах хулана ҫитесшӗн, кардиологсем 13 хутчен тухса кӗме палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви тухтӑрсем ҫывӑх вӑхӑтра ӑҫта ҫитессине пӗлтернӗ. Икӗ кун каялла онкологсем Ҫӗмӗрле районӗнче пулнӑ. Йӗпреҫ районне вӗсем нарӑсӑн 1-мӗшӗнче кайӗҫ, ҫав уйӑхӑн 8-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче пулӗҫ, 15-мӗшӗнче — Куславкка районӗнче.
Вырӑна тухса ирттерекен кӑҫалхи пӗрремӗш консультацие кардиологсем Элӗк районӗнчен тытӑнӗҫ. Унта вӗсем нарӑсӑн 8-мӗшӗнче ҫитӗҫ. Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче пулӗҫ, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче — Вӑрмар районӗнче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |