Сывлӑх
![]() cdnuploads.aa.com.tr сайтри сӑн Ӗнер Шупашкарта Чукунҫул вокзалӗнче пуйӑсран пӗр ҫынна пульницӑна илсе кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫав ҫын чикӗ леш енчен килнӗ, Шупашкара Муска урлӑ пуйӑспа ҫитнӗ. Ҫул ҫинче унӑн ӳт температури хӑпарса кайнӑ. Арҫыннӑн коронавирус пулма пултарнине шута илсе ӑна тата унпа пӗрле вакунра пулнӑ ҫынсене ятарлӑ бригада пульницӑна эвакуациленӗ. Телее, ҫав ҫыннӑн коронавирус пулни ҫирӗпленмен. Ӑна тухтӑрсем малашне те сӑнаса тӑрӗҫ. Сӑмах май, хальлӗхе пирӗн республикӑра пӗр ҫыннӑн ҫеҫ ҫак диагноз ҫирӗпленнӗ. Тухтӑрсем сӑнаса тӑракан ҫынсен йышӗ вара ӳссех пырать. Паян шурӑ халатлисем 746 ҫынна пӑхса тӑраҫҫӗ. Ӗнер ку хисеп 503-пе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |