Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.0 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Тухтӑрсем планшетпа ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 23.12.2019 19:06 | 323 хут пӑхнӑ
Сывлӑх
Васкавлӑ пулӑшӑвӑн Вӑрнарти подстанцийӗнче
Васкавлӑ пулӑшӑвӑн Вӑрнарти подстанцийӗнче

Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем планшетпа ӗҫлеме пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: тухтӑрсене планшетсем пациент пирки кирлӗ хыпара васкавлӑн пӗлме кирлӗ. Ҫапла вара фельдшер пӗр-пӗр ҫын хӑҫан ҫуралнине ҫеҫ мар, ун валли хӑҫан тата мӗнле сӑлтавпа васкавлӑ пулӑшу чӗнни таранах пӗлейрет.

Планшетсене хальлӗхе Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗрпӳри бригадӑсене валеҫсе панӑ. Апла пулсан унти тухтӑрсем ҫӗнӗлле ӗҫлеме хӑнӑхнӑ ӗнтӗ.

Ҫак кунсенче техникӑна Сӗнтӗрвӑрринчи, Куславккари, Етӗрнери, Элӗкри, Муркашри, Вӑрмарти, Канашри, Патӑрьелти, Вӑрнарти, Йӗпреҫри бригадӑсене валеҫсе панӑ. Асӑннӑ подстанцисенчи тухтӑрсем халӗ планшетпа ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен оборудование Улатӑр, Ҫӗмрле, Пӑрачкав, Хӗрлӗ Чутайри подстанцисене ҫитерсе парӗҫ.

#Вӑрнар, #Патӑрьел, #Канаш, #тухтӑрсем, #пульницӑсем, #сывлӑх, #васкавлӑ пулӑшу, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Ҫӗрпӳ, #Сӗнтӗрвӑрри, #Куславкка, #Етӗрне, #Муркаш, #Элӗк, #Вӑрмар, #Йӗпреҫ, #

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кӳкеҫпе Вӑрмарта тата ытти хӑш-пӗр ҫӗрте пенси ӳсмӗ
2018, 12, 15
Районсенче ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн тӳлемелли пунктсем уҫӑлнӑ
2019, 04, 26
20 вӗренӳ учрежденийӗ Элтепер грантне тивӗҫнӗ
2019, 08, 07
Вӗренӳ заведенийӗсем Мускав укҫине илӗҫ
2019, 12, 02
2020 ҫулта Шӑнкӑртамра тата Кашмашра шкул тума тытӑнӗҫ
2019, 12, 03

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org