Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Яла каякан тухтӑрсене ытларах тӳлеҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 11.03.2020 21:49 | 1176 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Чӑваш Енре «Земство тухтӑрӗ» тата «Земство фельдшерӗ» программӑсемпе яла ӗҫлеме каякансене ытларах тӳлеме пуҫлӗҫ. Ку ыйтӑва паян иртнӗ Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче хускатнӑ.

Земство тухтӑрӗсене маларах 1 миллион тенкӗ, фельдшерӗсене ҫур миллион тенкӗ паратчӗҫ. Ӳлӗмрен тухтӑрсене 1,5 миллион тенкӗ пама тытӑнасшӑн, фельдшерсене — 750 пин тенкӗ. Ку укҫа аякри, ҫитме йывӑр ялсене ӗҫлеме вырнаҫнисене лекӗ. Ун пек территорисене палӑртассипе халӗ ӗҫлеҫҫӗ.

«Земство тухтӑрӗ» программа пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ хыҫҫӑн 471 килӗшӳ тунӑ, фельдшерсемпе — 63. Юлашкинчен каланисенчен 30-шӗ фельдшерпа акушер пункчӗсене ӗҫе вырнаҫнӑ, 33-шӗ — васкавлӑ медицина пулӑшӑвне.

Маларах асӑннӑ программӑпа Канаш, Патӑрьел, Шупашкар районӗсене ытларах суйлаҫҫӗ.

#Патӑрьел районӗ, #укҫа-тенкӗ, #тухтӑрсем, #ларусем, #правительствӑра, #Сывлӑх сыхлав министерстви, #Канаш районӗ, #Шупашкар районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем