Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн (Алексей Сурнаев сылтӑмран пӗрремӗш) Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 15 ҫулти хӗрачана япӑх пулса кайнӑ. Ачан пуҫӗ ҫаврӑннӑ, ӑш хыпнӑ, ӑшӗ пӑтраннӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ун патне 8 минутран ҫитнӗ. Алексей Сурнаев фельдшер хӗрачана часрах пӗрремӗш пулӑшу панӑ. Унтан ачана машинӑна хурса пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑхӑтра пулӑшу пани ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Унӑн сахӑр диабечӗ пулнӑ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, чылай чухне ашшӗ-амӑшӗ ҫак чирӗн пӗрремӗш паллисене шута илмест, ача кайран реанимацие лекет. Шӑпарлан нумай ҫиет, анчах хӑвӑрт начарланать, яланах шыв ӗҫет, «пӗчӗккипе» нумай каять пулсан тухтӑр патне ҫитмеллех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |