Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.0 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем тин ҫуралнӑ ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Софья Савнеш 28.08.2019 20:14 | 181 хут пӑхнӑ
Сывлӑх
newizv.ru сайтран илнӗ сӑн
newizv.ru сайтран илнӗ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем тин ҫуралнӑ ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ, тӑрук ҫӑмӑлланнӑ амӑшне пулӑшнӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ир-ирех ҫамрӑк хӗрарӑм «03» номерпе шӑнкӑравласа шыв кайнине пӗлтернӗ. Тухтӑрсем 6 минутран ун патне ҫитнӗ. Шурӑ халатлисем киличчен пӗр минут маларах хӗрарӑм ҫуратма пуҫланӑ.

Лару-тӑру ҫӑмӑлах пулман: ача вӑхӑтран маларах ҫуралнӑ, унӑн асфикси пулнӑ. Тухтӑрсем пӗр тӑхтамасӑр пӗчӗкскере пулӑшнӑ: кӑвапине каснӑ, сывлав органӗсене йӑлмакаран тасатнӑ, маска витӗр ингаляци тунӑ. Вӗсем ачана амӑшлӑх центрне чиперех илсе ҫитернӗ.

Халӗ амӑшӗпе ачи килте ӗнтӗ. Вӗсем иккӗшӗ те хӑйсене лайӑх туяҫҫӗ.

#сывлӑх, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #тухтӑрсем, #ачасем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: newizv.ru
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Атӑлта путма пуҫланӑ ачана ҫӑлнӑ
2019, 03, 20
600 яхӑн медицина ӗҫченӗ хускану тума тухнӑ
2019, 04, 07
Ҫул-йӗр инспекторӗ укҫа ҫӑтнӑ ачана пулӑшнӑ
2019, 05, 07
Ача 30 магнитлӑ ҫаврака ҫӑтса янӑ
2019, 08, 19
Сусӑр ачасем валли лаша спорчӗн фестивалӗ иртнӗ
2019, 08, 28

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org