Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ачасем

Республикӑра
ШӖМ сӑнӳкерчӗкӗ
ШӖМ сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер каҫхине Куславкка районӗнчи Тӗрлемесре пурӑнакан икӗ амӑшӗ полицие ҫитнӗ: вӗсен 13 ҫулти хӗрӗсем ҫухалнӑ-мӗн. Хӗрачасем шкул хыҫҫӑн киле таврӑнман. Кунашкалли унччен пулман, амӑшӗсем кулянса ӳкнӗ.

Полицейскисем ачасене ҫийӗнчех шырама тытӑннӑ. Вӗсем ӑҫта пулнине кӗске вӑхӑтрах палӑртнӑ: Хусанта! Тепӗртакран 13-ри икӗ хӗрачана Хусанти полицейскисемпе «Лиза Алерт» нимеҫисем чукун ҫул вокзалӗнче тупнӑ – вӗсем унта ҫывӑрнӑ.

Ҫав кун, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, хӗрачасем урока та кайман-мӗн, тӳрех электричкӑна ларнӑ та Хусаналла вӗҫтернӗ. Вӗсен унти хитре вырӑнсене питех курас килнӗ иккен. Хайхискерсем каҫченех уҫӑлса ҫӳренӗ, юлашки электричкӑран тӑрса юлнине те сисмен.

Ҫитменнине, телефон пӗрин ҫеҫ пулнӑ, вӑл та пулин сӳнсе ларнӑ, ҫавӑнпа вӗсем ашшӗ-амӑшӗ патне шӑнкӑравлайман. Ҫавна май хӗрачасем ирхи электричкӑна вокзалта кӗтсе илме шутланӑ.

Халӗ вӗсемпе тата ашшӗ-амӑшӗпе ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ. Шкул ачисене профилактика тӗлӗшпе шута тӑратӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
ulyanovsk.express сайтри сӑн
ulyanovsk.express сайтри сӑн

Шупашкарта кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 14 ҫулти хӗрача ҫухалнӑ. Вӑл киле таврӑнманнине кура тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, полицие пӗлтернӗ. Хӗрачана нимеҫӗсем те шыранӑ.

Унтанпа пӗр эрне иртнӗ. Хӗрачана тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл чӗрӗ мар. Кун пирки «Лиза Алерт» шырав отрячӗн ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. 14-ри хӗрача виллине тупнине Следстви комитечӗ те ҫирӗплетнӗ.

Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хӗрачапа мӗн пулса иртнине хальлӗхе тӗплӗн пӗлтермеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/62018
 

Сывлӑх
cgon.rospotrebnadzor.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
cgon.rospotrebnadzor.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Снюс сутнине тата унпа усӑ курнине прокуратура тӗрӗсленине те, снюспа минренӗ 20 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнине те Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ.

Халӗ вара ырӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Чӑваш Енре ҫул ҫитмен ачасемпе ҫамрӑксене снюс сутма чарӗҫ. Республикӑн наркологи пульницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ саккун проектне прокуратура хатӗрленӗ.

Техника регламенчӗн 6-мӗш статйинче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, пӗр сигаретра никотин виҫи 1 миллиграмран пысӑк пулмалла мар. Табак шутланман снюсра вара ун виҫи 10-20 миллиграмм таран. Ӑна чӑмлани ҫын сывлӑхне епле витӗм кӳнине тавҫӑрма йывӑр мар. Снюса сутма чаракан саккун ҫукран ҫамрӑксем унпа иртӗхме пуҫланӑ. Теприсем унӑн сиенне пӗлсе пӗтерейменни те пӗтерет.

 

Пӑтӑрмахсем
ivbg.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
ivbg.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти общежитисенчен пӗринче икӗ ача амӑшне вӗлернӗ. 33 ҫулти хӗрарӑм унта пӗлтӗрхи раштавӑн 30-мӗшӗнче хӑнара пулнӑ. Алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ 35 ҫулти арҫын та ҫавӑнта хӑналаннӑ. Тахӑш самантра арҫын алла ҫӗҫӗ ярса илсе хӗрарӑм-хӑнана кӑкӑр тӗлӗнчен чикнӗ. Сурана пула лешӗ кӑштахран вырӑнтах вилсе кайнӑ.

Халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна малалла тӗпчеҫҫӗ, тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Инкек пирки полицейскисене арҫын хӑех шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Халӗ вӑл пӑтӑрмахшӑн кулянать иккен. Анчах, паллӑ ӗнтӗ, чавса ҫывӑх та — ҫыртма ҫук.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн икӗ ачи тӑлӑха юлнӑ. Вӗсем халӗ кукамӑшӗпе кукашшӗ патӗнче пурӑнаҫҫӗ.

 

Хулара
capost.media сайтри сӑн
capost.media сайтри сӑн

Паян ҫӗрле, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемье сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Кун пирки Граждан хӳтӗлевӗпе ӗҫлекен тата инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.

Хулари Макимов урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ ку. Аслӑ ӳсӗмри пӗр ҫын тата виҫӗ ача сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Юрать, ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пысӑк инкекех пулман. Ачасене Хулари ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ.

Халӗ специалистсем хваттерте сӗрӗм ӑҫтан тухнине уҫӑмлатас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61972
 

Республикӑра
yuristprav.ru сайтри сӑн
yuristprav.ru сайтри сӑн

Куславкка районӗнче 37 ҫулти амӑшӗ икӗ ачишӗн алимент тӳлемен. Ывӑлӗпе хӗрӗшӗн уйӑхсерене укҫа тӳлеттерме суд йышӑну тунӑ. Анчах хӗрарӑм хӑнк та туман.

Исполнительнӑй производство пуҫарнӑранпа икӗ уйӑх ытларах иртсен те амӑшӗ ӗҫе вырнаҫма тӑрӑшман, ӗҫсӗр тесе шута та тӑман. Паллӑ ӗнтӗ: алимент тӳлеме укҫи те пулман.

Хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд вӑл унччен те кунашкал айӑплава татманнине шута илнӗ – ӑна тӳрленмелли ӗҫе 1 ҫул та уйӑхлӑха яма йышӑннӑ, ӗҫ укҫинчен патшалӑх валли 5 процент тытса юлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61948
 

Сывлӑх

Чӑваш Енре пурӑнакан 80 ытла ача травматологсенчен кунсерен пулӑшу ыйтать. Хӗллехи вӑхӑтра вӗсенчен хӑшӗсем ярӑннӑ чух суранланаҫҫӗ.

Республикӑн ача-пӑча клиника пульницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 1-9-мӗшӗсенче травмпункта 342 пациента илсе пынӑ, ҫав шутран 9-шӗ тӑвайккинчен ярӑнса аннӑ чух суранланнӑ. Асӑннӑ пульницӑн травматологипе ортопеди уйрӑмне 29 ачана сипленме вырттарнӑ. Вӗсенчен 11-шӗ «икерчӗ» текен хатӗрпе ярӑннӑ чух суранланнӑ.

2019 ҫулта Республикӑн ача-пӑча клиника пульницин травматологи уйрӑмне 1907 ачана вырттарнӑ. Травматологсенчен кунсерен 80 ытла ача пулӑшу ыйтать, вӗсенчен 7-шӗ пульницӑра выртса сипленмеллех аманать. Ярӑннӑ чухне асӑрханмаллине аса илтереҫҫӗ тухтӑрсем.

 

Вӗренӳ
gazetauzao.ru сайтри сӑн
gazetauzao.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри шкул ачисем 125 тенкӗ грант ҫӗнсе илме пултарӗҫ. Ӑна математика, информатика тата цифра технологийӗсен предмечӗсене тӑрӑшса вӗренекенсем тивӗҫӗҫ. Конкурс «Цифра экономики валли – кадрсем» проектпа килӗшӳллӗн иртет.

Гранта вӗренӳре пысӑк кӑтартусем тунӑ, олимпиадӑсенче тата ытти конкурсра ҫӗнтернӗ е призер пулнӑ ачасене, профиль предметсемпе ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗ ирттернӗ маттур шӑпӑрлансене парӗҫ.

Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал гранта 850 шкул ачи тивӗҫмелле. Документсене Пӗрлехи патшалӑх услугисен порталӗнче онлайн мелпе яма пулать.

 

Чӑвашлӑх

Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисем «Култаракан арча» шӳтлӗ кӑларӑмсем ӳкереҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисен юхӑмӗ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах ачасем пилӗк кӑларӑм хатӗрленӗ. «Ачасене те, куракансене те ку ӗҫ кӑмӑла кайнӑран малалла та аталанас, тата шӳтлӗ сценкӑсем хатӗрлес шухӑш ҫухалмарӗ», — теҫҫӗ ӳркенмен хастарсем.

Хӗллехи каникулта шкул ачисем тата виҫӗ кӑларӑм ӳкернӗ. Шкулта пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе монтаж ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансене хастарсем ҫывӑх вӑхӑтра тепре хырӑм тытса култарма шантараҫҫӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑмсем «Патак ачи», «Чи телейлӗ ача», «Ӗмӗтленни сиенлӗ мар», «Дежурный пултӑм» ятпа кун ҫути курӗҫ.

 

Чӑваш чӗлхи

Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнчи «Ҫӗнӗ хум» пресс-центр «Морошка» юмаха чӑвашлатнӑ.

Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисен юхӑмӗ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫӗнӗ хум» прессцентр пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать. Уйӑхсерен вӑл шкул хаҫатне кӑларать, фоторепортажсем хатӗрлет, маларах эпир асӑннӑ ушкӑна ертсе пырать, тӗрлӗ видеоролик хайлать, «Култаракан арча» видеожурнала ертсе пырать, район хаҫатӗнче те пичетленсех тӑрать.

Ҫамрӑк журналистсем тепӗр енлӗ ӗҫпе те аппаланса пӑхас шухӑш тытнӑ иккен. Иртнӗ уйӑхра вӗсем кружокра мультфильмсене чӑвашлатас ӗҫпе ҫине тӑнӑ. «Ку шухӑш унчченех пулнӑ, анчах ал ҫитмен», — пӗлтернӗ Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисен юхӑмӗ. Ачасем чӑвашлатнӑ «Морошка» юмахра Денис Павлов репертуарӗнчи «Туссем» юрӑ янӑрать.

 

Страницӑсем: 1 ... 122, 123, 124, 125, 126, 127, 128, 129, 130, 131, [132], 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, 142, ... 328
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 13

1895
130
Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ.
1948
77
Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1960
65
Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи