
Чӑваш Енри вӗренӳ тытӑмӗ кӑҫал шкул вӗренсе пӗтернисене патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытарма хатӗр. Кун пирки республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев паян пӗлтернӗ. Вӑл каланине ведомство сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
ППЭ тытма кӑҫал 6060 заявлени панӑ иккен. Патшалӑх экзаменне тытармалли 37 пукнта хатӗрлесе ҫитернӗ.
Анчах, аса илтерер, ҫав экзамен кӑҫал аслӑ шкула вӗренме кӗрес ӗмӗтлисене ҫеҫ тытӗҫ. Аттестат илме экзамен тытмалла мар.
Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ пӗтӗм ҫӗршыври пекех ҫӗртме уйӑхӗн 29 тата 30-мӗшӗсенчи савлӑ экзаменсенчен пуҫланӗ.
Экзамена кӗекенсене ятарлӑ хатӗрсем тӗрӗслесе кӗртӗҫ, видеокамерӑсем ӗҫлӗҫ. Кӑшӑлвирусран сыхланмалли мерӑсем те йышӑнӗҫ.

Ҫанталӑк ӑшӑтать, ҫынсем чӳречесене москитлӑ сеткӑсем караҫҫӗ. Канмалли кунсенче Чӑваш Енре икӗ ҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ.
Пӗр тӗслӗхӗ ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Тӑвай районӗнче пулнӑ. Унта чӳречерен 3 ҫулти ача тухса ӳкнӗ. Юрать, пӗрремӗш хутран ҫеҫ персе аннӑ. Ача кӑштах аманнӑ, ӑна тӗрӗслеме пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарта 4-мӗш хутран хӗрарӑм тухса ӳкнӗ. Вӑл чӳрече янахӗ ҫинче москитлӑ сетка ҫине чавсаланса ларнӑ. Анчах сетка чӑтайманнипе хӗрарӑм аялалла вирхӗннӗ. Реанимаци бригади вырӑна 6 минутранах ҫитнӗ. Ӑна тӳрех суранӗсене ҫыхнӑ, ыратнине чакаракан эмел панӑ, шина хунӑ. Халӗ хӗрарӑм реанимацире выртать.

Красноармейски районӗнчи Ямайкасси ялӗнче ӗнер, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пушар тухнӑ. Ҫулӑм ачасен айӑпӗпе алхаснӑ.
Пушар 64 ҫулти арҫыннӑн кил хуҫалӑхӗнче алхаснӑ. Унӑн 6-ри тата 10-ри ывӑлӗсем шӑрпӑкпа вылянӑ. Вӗсем пӳртре шӑрпӑк тупнӑ та хӑмаран ҫапса тунӑ сарая чӗртсе янӑ. Унта вара михӗсене тултарнӑ пӑчкӑ кӗрпи упраннӑ. Пушара сӳнтерме икӗ автоцистерна кирлӗ пулнӑ. Ҫулӑма часах сӳнтернӗ.
Сӑмах май, кӑҫал ачасен алхасӑвне пула республикӑра 11 пушар тухнӑ. Инкек ан тухтӑр тесен шӑрпӑка шӑпӑрлансем курмалли вырӑна ан хурӑр.

Чӑваш Енри фотоӑстасем «Дети России-2020» (чӑв. Раҫҫей ачисем-2020) конкурса хутшӑнаҫҫӗ.
Вӗсенчен пӗри, Александр Вражкин, виҫӗ ӗҫ тӑратнӑ: «О крае Чувашском поет душа» (чӑв. Чӑваш Ен ҫинчен юрлать ман), «Мы подружки — словно куклы» (чӑв. Тусӑмсем – пукане тейӗн), «С голубого ручейка начинается река» (чӑв. Пӗчӗк шывран юханшыв пуҫланать).
Пӗринче чӑваш тумӗллӗ виҫӗ пӗчӗк хӗрача, иккӗмӗшӗнче наци музыка инструменчӗсене ӑсталакан маттур Николай Фомиряков ертсе пынипе Шупашкар районӗнчи Акатуйра ачасем шӑхлич калани, виҫҫӗмӗшӗнче Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринчи шӑпӑрлансем руна ҫырулӑхӗпе паллашни сӑнланнӑ.
Ентешӗмӗрсен фотоӗҫӗсемшӗн конкурс сайтӗнче сасӑлама пулать.

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Улатӑрта ачасен поликлиникине тӗплӗн юсанӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен уҫнӑ. Ача-пӑча поликлиники терапевт корпусӗн пӗрремӗш хутӗнче вырнаҫнӑ. Ку ҫурта 1933 ҫулта тунӑ. Тӗплӗ юсав ирттерме пӗлтӗр 18,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Унта ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пулнӑ.
Поликлиника 8,5 пин ачана йышӑнать. Унти тухтӑрсем 11 ача пахчине тата 20 шкула ҫӳрекенсен сывлӑхне тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.
Поликлиникӑра тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ. Участокри педиатрсем кирлин 50 проценчӗ чухлӗ ҫеҫ, медицина сестрисем — 95,3 процент.
Олег Николаев Улатӑра «Земство тухтӑрӗ» программӑпа ӗҫлеме кайнӑ врачсемпе калаҫнӑ. Анна Петрова педиатр ӗҫ кӑткӑс, анчах кӑсӑклӑ тесе каланӑ. Пульницӑна вӑл икӗ ҫул каялла ӗҫе вырнаҫнӑ. Патшалӑх паракан укҫапа ҫурт туяннӑ. Хӑтлӑ килте упӑшкипе тата ачипе пурӑнаҫҫӗ.

Ача пахчисене хӑҫан уҫасси паллӑ мар. Кун пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев каларӗ.
«Шел пулин те, вӑхӑт пирки татса калама йывӑр, мӗншӗн тесен лару-тӑру тӑнӑҫланса ҫитмен. Пӗтӗм тӗнчери институтсенчен чылайӑшӗ хӑйсен унчченхи прогнозӗсене пӑрахӑҫланине куратпӑр. Мӗншӗн тесен вӗсем малтан каланисем пурнӑҫланса пымаҫҫӗ», – терӗ паянхи пресс-конференцире регион ертӳҫи.
Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чару мерисене виҫӗ тапхӑрпа ҫемҫетсе пырассине аса илтерчӗ вӑл. Хальлӗхе эпир пӗрремӗш тапхӑр шайӗнчине палӑртрӗ. Апла пулсан мерӑсене ҫемҫетме иртерех.
Ача пахчисене пур ҫӗрлӗ уҫасси кӑшӑлвирус лару-тӑрӑвӗнчен тӳрремӗнех килӗ.

Паян, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ «Шупашкарти — Ҫӗнӗ Тутаркасси» автоҫулӑн 27-мӗш километрӗнче инкек пулса иртнӗ. 21 ҫулхи хӗрарӑм-водитель «Форд-Фьюжн» автомобильпе ҫул хӗрринчи тимӗр картана пырса ҫапӑннӑ, унтан хирӗҫ ҫулпа пыракан «Скания» груз турттармалли машинӑпа ҫапӑннӑ.
Инкекре ҫамрӑк хӗрарӑм-водителӗн упӑшки шар курнӑ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Машинӑра пулнӑ ҫамрӑк ҫемьен виҫӗ тата пилӗк ҫулти икӗ ачине те пульницӑна ӑсатнӑ. ЧР Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнчи хыпарта ачасем суранланнине каламан, сывлӑх тӗрӗслеме ӑсатнине пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул йӗпе пулнӑ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.

Кӑшӑлвируса пула санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ япӑхса кайнӑ вӑхӑтра массӑллӑ мероприятисене инҫет ҫыхӑну мелӗпе ирттереҫҫӗ.
Шупашкарти шкулсенче юлашки шӑнкӑрава ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче онлайн ирттерӗҫ. Вӗренӳ учрежденийӗсен директорӗсем шкулпа сывпуллашакан ачасене видеотрансляци мелӗпе ырӑ сунӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче уҫӑлнӑ «Шкул эфирӗсен марафонӗ» ҫак уйӑхӑн 29-мӗшӗччен пырӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче шкул ачисем валли онлайн-уйлӑхсем уҫма палӑртнӑ. Вӗсене Шупашкарти шкулсенче 12-шер кунлӑ сменӑпа йӗркелӗҫ. Ҫавсенче ачасем тӗрлӗ ӑсталӑха дистанци мелӗпе кружоксенче тата ӑсталӑх класӗсенче алла илӗҫ, ҫав мелпех онлайн экскурсисенче пулӗҫ.

Ҫул ҫинчи инкексенче ҫак кунсенче виҫӗ ача аманнӑ. Красноармейски районӗнчи Карай ялӗнче ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче мотоблокпа пыракан арҫын пӑрӑх ҫине пырса кӗнӗ. Каярах мотоблок хуҫин 13-ри хӗрне тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ахальлӗн ку инкек ҫиеле тухмасан та пултаратчӗ.
Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне районӗнче 28 ҫулти хӗрарӑм «Фольсваген-Пассат» машинӑпа кювета чӑмнӑ. Автомобильте хӗрарӑмӑн 9 ҫулти хӗрӗ пулнӑ. Вӗсене иккӗшне те пульницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарта 6 ҫулти ача ура хуҫнӑ. Вӑл пӗр картишӗнчи машинӑсен хушшинчен чупса тухнӑ. Вӑл «Лада-Калина» машина айне пулнӑ. Руль умӗнче 61 ҫулти водитель пулнӑ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳсӗр пулнине палӑртнӑ.

Ҫак кунсенче илемлӗ ӳкерекен ачасен «Манӑн тӑван тӑрӑхӑм – манӑн Чӑваш Ен» республикӑри онлайн-конкурсӗ иртет. Конкурса Акцыновсем ячӗллӗ Шупашкарти 6-мӗш художество шкулӗ тата Чӑваш Енри художник-педагогсен пӗрлешӗвӗ ирттереҫҫӗ.
Ӑмӑртӑва 7 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи 359 ача хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсем паллӑ ентешъмърсемпе, чӑваш халӑхӗн культурипе, йӑли-йӗркипе, наци уявӗсемпе паллаштаракан тематика, сюжетлӑ ӗҫсем тӑратнӑ.
Ачасен ӳнер пултарулӑх ӑмӑртӑвне 2012 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Кӑҫалхине Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
«Ачасен ӗҫӗсене Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Виктор Бритвин ертсе пыракан сумлӑ комисси тишкерет. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлӗпӗр», – тенӗ Шупашкарти 6-мӗш художество шкулӗн методисчӗ Дмитрий Ефимов.
